Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
16 Октябрӗн 2019, 13:31

Тинĕскÿл шкулне çур ĕмĕр

Çулсем иртеççĕ‚ вĕренекенсем çитĕнеççĕ, тĕнче улшăнса пырать, анчах та шкул ялан асра юлать. Çĕр çинче шкул пурнăçĕ çинчен начарпа аса илекен çук та пулĕ. Кашни çын шкул витĕр тухнă. Вĕсене пурне те вĕрентекен пурнăç çулĕ çине тăратнă: вулама, çырма, шутлама, тирпейлĕ те сăпайлă пулма вĕрентнĕ. Унсăр чаплă профессорсем те, ăста тухтăрсем те, паллă сăвăçсемпе артистсем те, космонавтсемпе президентсем те ÿсеймен пулĕччĕç.

Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Тинĕскÿл ялĕнчи пĕлÿ çурчĕ хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак кун фойере сумлă хăнасене шкул администрацийĕ‚ Стелла Михайлова журналист-выпускник тата Оксана Кучулова фотограф ăшшăн кĕтсе илнĕ. Тĕлпулăва шкул ветеранĕсем, тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ педагогсем, çак шкултан вĕренсе тухнисем, чĕннĕ хăнасем йышлăн пуçтарăннă. Савăнăçлă та чаплă уяв шкул залне кĕричченех сисĕннĕ. Шкулта вĕренсе тухса тĕрлĕ енне саланнă‚ нумай çул пĕр-пĕрне курман çынсем ăшшăн ыталаса сывлăх суннă.
Чаплă лару-тăрура район администраци пуçлăхĕн çумĕ Ф.Н. Макеева‚ вĕрентÿ уйрăмĕн ертÿçи Г.М. Исанбаева‚ ПР халăх вĕрентĕвĕпе наука ĕçченĕсен районти профсоюз комитечĕн председателĕ К.Н.Загитова‚ Кармаскалă районĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ А.Л. Мухамедьянов‚ Тинĕскÿл ялĕнчи ял Канашĕн пуçлăхĕ Н.А. Иванова салам сăмахĕсем каланă. Унсăр пуçне сумлă хăнасем шкула хаклă парнесем парнеленĕ: акустика системăллă микшер пульчĕ‚ электрон техники туянмалли сертификатсем‚ кĕнекесемпе асăнмалăх япаласем. Çак илемлĕ залра тава тивĕçлĕ ĕçченсене тата ĕç ветеранĕсене‚ хальхи вăхăтри çамрăк ăрăва пĕлÿ паракансене те чысланă. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ А.И. Кузьмина‚ ĕнерхи шкул директорĕ Р.В. Иванова‚ кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем А.А. Дмитриевапа З.П. Трофимова‚ педагогика ĕçĕн ветеранĕ‚ халăх çут ĕç отличникĕ‚ вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ О.А.Дмитриева пенсионерсем тивĕçнĕ. Çавăн пекех кăмăл тăвакансем уçă класс сехечĕсене хутшăнма‚ тĕрлĕ кăларăмсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен тунă лентăна пăхма‚ вĕрентекенсемпе выпускниксен асаилĕвĕсенчен тăракан алăпа çырнă кĕнекесемпе (асаилÿсенчен икĕ кĕнеке туса хатĕрленĕ) паллашма пултарнă. Программăн чаплă ларăвĕ хыççăн тĕрлĕ çул шкултан вĕренсе тухнисем «Ешĕл Пушкăртстан» акципе килĕшÿллĕн Çĕнтерÿ паркĕнче хунавсем лартнă. Çак кунран ялта выпускниксен аллейи никĕсленнĕ тесен те йăнăш пулмасть. Унтан юбилее пухăннисем вырăнти культура çуртне çул тытнă. Культура çурчĕн ĕçченĕсем В.Г. Ивановапа В.Е. Воронцова тата шкул коллективĕ (вĕренекенсемпе вĕрентекенсем) пуян та илемлĕ уяв концерчĕ йĕркеленĕ. Юбилее пухăннă хăнасем «50 çул пĕр самант пек...» театр концерт программине курса савăннă. Театр блокĕсем хушшинче вара вĕренекенсемпе вĕрентекенсем илемлĕ юрăсем юрланă‚ хавас ташăсем ташланă‚ интереслĕ сценкăсем вылянă. Пĕр сăмахпа каласан‚ сцена çинчен çак кун чылай ăшă сăмах янранă.
Çавра юбилей аслă ăрури çынсене пĕр çĕре пухма пулăшнине палăртма кăмăллă. Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем хăйсем вĕреннĕ кабинетсенчи парта хушшинче ачалăхĕпе çамрăк çулĕсене аса илнĕ‚ шкул коридорĕсем тăрăх уçăлса çÿренĕ‚ пĕрремĕш тата юратнă вĕрентекенĕсемпе курса калаçнă. Унсăр пуçне паянхи шкул тата ял пурнăçĕпе паллашнă.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ‚ Тинĕскÿл ялĕ.
Читайте нас: