Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
23 Октябрӗн 2019, 16:40

«Хушăлка шкулĕ манăн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ»

Çак кунсенче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентина Васильевна Максимова хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Ĕнерхи педагогăн вăй-халĕпе ăсталăхĕнчен, шухăшлавĕпе тавра курăмĕнчен халĕ те тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Тивĕçлĕ канура пулсан та тунсăхласа ларма вăхăчĕ çук унăн: шкулта ĕçлеме пуçланă çулсенче тĕлĕкре те тĕлленмен компьютера алла илсе ĕнерхи вĕрентекенĕсемпе, ачисемпе тата мăнукĕсемпе çыхăну тытать. Хăй вĕреннĕ, ĕçленĕ шкулсем пирки кĕнеке кăларас ĕçе хастар хутшăннă май, тĕрлĕ материалсем пухать, аса илÿсем çырать. Вăхăчĕ тупăнсан çывăх çыннисемпе тус-юлташĕсем, паллаканĕсем валли тĕрлĕрен алса-чăлха çыхать. Шкул ачисемпе студентсем те ун патне çулне такăрлатсах тăраççĕ. Хăшĕн сессие хатĕрленмелле, теприн патшалăх экзаменĕ тытмалла. Вăл май пур таран пурне те пулăшма тăрăшать.
- Эпĕ 1939 çулхи октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Кингисепп хулинче, çар çыннисен çемйинче, çуралнă. Атте, Совет Çарĕн офицерĕ, батальон командирĕ пулнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине пирĕн çемье Ленинград хулинче кĕтсе илнĕ. Ун чухне эпĕ çулталăк та сакăр уйăхри ача пулнă. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче пире эвакуациленĕ, анчах фашист самолечĕсем Ленинградпа Мускав хушшинче пыракан поезд çине бомба пăрахма тытăннă. Нумай çын вилнĕ. Телее, пирĕн çемье сывă юлнă. Йывăр пулсан та анне пире, пиччепе иксĕмĕре, Мускава çитернĕ. Çĕршывăмăрăн тĕп хулинчен Чăваш Республикине ăсатнă. Çапла майпа эпир Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Хуракасси (Эльбарусово) ял Канашĕнчи Ильменкасси ялне килсе тухнă. Хутла начар мар пĕлекен аннене «Молния» колхоз председательне лартнă. Асăннă хуçалăха вăл 1947 çулччен ертсе пынă. Анне лайăх ĕçленĕ. Ытти колхоз ертÿçисемпе танлаштарсан, колхозниксене ĕç кунĕшĕн тырă пама тăрăшнă. Анчах ял çыннисенчен пĕри анне хуçалăх пурлăхне салатать тесе района çăхав çитернĕ. Çĕрле милицисем килнĕ те ăна район центрне лартса кайнă. Пиччепе эпир ним пĕлми çывăрса юлнă. Тухса каяс умĕн анне пире чуп туса хăварнă. Телее, унăн айăпне тупса палăртайман. Темиçе кунтан ăна киле янă. Эпир вăл çуккине сиссе те юлман.
Ача чухнехи тепĕр йывăр кун ĕмĕрех асра юлнă. 1944 çулхи февраль уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Ленинграда ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенчен пĕринче, аттене вилмелле амантнă. Ăна Пискаревское масарĕ çинче пытарнă. Атте вилнĕ хыççăн анне Ленинграда таврăнасшăн пулман, Чăваш Енрех юлма шутланă. Çавăнпа та манăн ачалăх ялта иртнĕ: ялти шкулта вĕреннĕ, мĕн пĕчĕкрен колхозра ĕçленĕ. Шкул пĕтерсен комсомол путевкипе Архангельск облаçне чукун çул хывнă çĕре ĕçлеме кайрăм. Ĕçри тăрăшулăхшăн мана, вун сакăр çулхи хĕре, «Транспорт строительствин министерствин социализмла ăмăрту отличникĕ» («Отличник социалистического соревнования Минтранстроя») паллăпа наградăларĕç. Хисеп паллине 1958 çулхи февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ленинград хулинчи Смольнăйĕнче СССР Транспорт строительствин министрĕн аллинчен илме тивĕçрĕм. Тепĕр тапхăр стройкăра крановщик пулса ĕçленĕ хыççăн вĕренме шутларăм. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухсан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар шкулне ĕçлеме ячĕç, - паллаштарать хăй пурнăçĕнчи асра юлнă самантсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Хăйпе пĕрле вĕреннĕ Пишпÿлек тăрăхĕнчи В.В. Максимова (Владимир Васильевич историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ) качча тухсассăн Ленинград хулинче çуралнă вырăс хĕрне шăпа Пушкăртстана илсе çитерет. Çапла 1967 çулхи сентябрь уйăхĕнчен Валентина Васильевна Хушăлка шкулĕнче математика учителĕ пулса ĕçлеме тытăнать те унăн сукмакне 30 çул хушши, 1997 çулхи сентябрь уйăхĕчченех, такăрлатать.
- Эпĕ ĕçлеме тытăннă çулсенче шкул çĕнĕ, анчах тăвăрччĕ. Унта 700 ача вĕренетчĕ. Виçĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕр. Шкула Георгий Тимофеевич Петров ертсе пыратчĕ, Галина Порфирьевна Михайлова завуч пулса тăрăшатчĕ. Коллектив вăйлăччĕ. Манпа пĕрле пуçаруллă, хăйсен ĕçĕсене чунтан юратакан учительсем - Елена Павловна Егорова, Галина Дмитриевна Михайлова, Нина Николаевна Трофимова тăрăшатчĕç, - аса илет Валентина Васильевна.
Пĕрремĕш çул Валентина Васильевна виçĕ пиллĕкмĕш, 6 «б» классенче математика урокĕсене илсе пынă. Çамрăк вĕрентекене 5 «а» класс ертÿçи пулма шаннă. Вĕрентекен каланă тăрăх, ачасем питĕ тăрăшуллă та пултаруллăскерсем пулнă.
- Пĕр пулăм уйрăмах асра юлнă. Ун чухне урокра «Логарифмическая линейка» тема иртеттĕмĕр. Ачасем эпĕ хушмасăрах линейкăсем туяннă. Эпĕ уншăн вĕсене мухтарăм, «çаврака линейкăпа усă курма пĕлместĕп, вĕрентĕр-ха» терĕм. Ачасем килĕшрĕç. Вĕсене çавăн пек мелсемпе час-часах хавхалантарма тăрăшаттăм. 1973 çулхи кăларăм уйрăмах вăйлă пулчĕ. Нумайăшĕ математика экзаменне «пиллĕк», «тăваттă» палла тытса аслă вĕренÿ заведенийĕсене, техникумсене вĕренме кĕчĕç. Владимир Андреев, Алексей Сармандеев, Иван Никитин, Вячеслав Степанов, Анатолий Герасимов, Анатолий Сергеев, Валерий Тихонов ертÿçĕсем пулса ĕçлерĕç, хăшĕсем халĕ те ĕçлеççĕ. Математика учителĕ профессие суйласа илнĕ выпускниксемпе те, Наташа Петрова, Алевтина Андреева, Нурия Хусаинова, Сергей Максимов, Андрей Степанов, Нина Павлова, мăнаçланатăп, - кашнинех ăшшăн аса илме тăрăшать тивĕçлĕ канури вĕрентекен.
В. В. Максимова пĕлÿ панă ачасем хушшинче докторсемпе наука кандидачĕсем те пур.
- Валентина Васильевна – чи пултаруллă математика учителĕсенчен пĕриччĕ. Хăй ĕçне чунтан парăннă педагог районта пуçласа «Аслă вĕрентекен» ята тивĕçрĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хăй тĕллĕн вĕренсе пĕлĕвне ÿстерме тăрăшатчĕ, вăтăр çул хушшинче сахал мар педагогика тата методика опычĕ пуçтарса унпа вĕрентÿ ĕçĕнче ăнăçлă усă курчĕ. Çамрăк педагогсен наставникĕ пулнă май вĕсене вăл хаваспах хăй ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштаратчĕ, - тет Валентина Васильевнăпа çур ĕмĕр ытла пĕрле утакан мăшăрĕ, вырăнти шкулта тăван чĕлхе предмечĕсене вĕрентнĕ, директор лавне те туртнă Владимир Васильевич.
Иккĕшĕ те пĕр сферăра тăрăшнăран пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнă, яланах пулăшма тăрăшнă вĕсем. Валентина Васильевнăпа Владимир Васильевич Максимовсем виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Игорь Владимирович – биологи наукисен докторĕ, Сергей Владимирович – техника наукисен кандидачĕ, Владислав - инженер программист. Ачисем ашшĕпе амăшне май пур таран тимлĕх уйăрма, пулăшма тăрăшаççĕ.
Пултаруллă вĕрентекене пĕр хутчен çеç мар Хушăлка ял Канашĕн депутатне, вырăнти Хĕрарăмсен канашĕн председательне, Хушăлка совхозĕн 2№ сĕтпе çу фермин агитаторне суйланă. Валентина Васильевна ферма пурнăçне сăнласа паракан стена хаçачĕсем, «Молнисемпе» «Боевой листоксем» чылай кăларнă. Уявсенче фермăри Хĕрлĕ кĕтесре ачасемпе сахал мар концерт кăтартнă. Çаплах вăл район хаçачĕ валли тĕрлĕ статьясем çырма та вăхăт çитернĕ. 1979 çулхи март уйăхĕнче Пушкăрт АССРĕнчи хаçатсен корреспонденчĕсен съездне те хутшăннă. Çав çулах ăна «Аслă учитель» ята парса чысланă. Унăн портречĕ нумай çул хушши районти вĕрентÿ уйрăмĕн Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă.
- Кашни кăларăм (вĕсем манăн тăваттă пулнă) хăйсен пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, çĕнни патне туртăннипе, пĕр-пĕрне тата вĕрентекенсене хисеплеме пĕлнипе савăнтаратчĕç. Халĕ те асрах тытаççĕ вĕсем мана. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен салам яраççĕ.
Вăрçă манăн пурнăçа тĕпĕ-йĕрĕпе улăштарчĕ. Шăпа хушнипе эпĕ Пушкăртстана çитсе тухрăм. Хушăлка шкулĕ вара манăн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ, - тет Валентина Васильевна.
Надежда РОДИОНОВА, Алена ПЕТРОВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: