Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
13 Ноябрӗн 2019, 14:13

Кăвар чĕреллĕ поэта – 120 çул

Ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче паллă чăваш поэчӗ, çыравçи, патшалăх тата общество деятелĕ Çеçпĕл Мишши (Кузьмин Михаил Кузьмич) çут тĕнчене килнĕренпе 120 çул çитет. Вăл Чăваш Енри Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.

1917 çулта Шăхасан ялĕнчи икĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Теччĕри учительсен семинарийĕн итлекенĕ (слушатель) пулнă. Хăйĕн кĕске çеç ĕмĕрне Михаил Кузьмин чăваш халăхне халалланă, унăн çутă малашлăхне хытă ĕненнĕ. Çамрăк çеç пулин те вăл яваплă патшалăх должноçĕсене пурнăçланă: 1919-1920 çулсенче Теччĕри судпа следстви комиссийĕн следователĕ, Ревтрибунал председателĕ, Чăваш Автономи облаçĕнчи юстици уйрăмĕн ертÿçи. 1922 çулта Украинăри Остер уесне кĕрекен Черниговщинăри çĕр уесĕнче, Атăл тăрăхĕнчи выçăпа аптранисене пулăшакан комитетра ĕçленĕ.
Патшалăх ĕçĕнчи тивĕçĕсене пăхмасăр Çеçпĕл Мишши поэзи валли те вăхăт тупнă. Вăл чăваш сăвă виçин реформаторĕ шутланнă. 1920 çулхи ноябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Канаш» хаçатра пичетленнĕ «Сăвă виçи тата пусăм йĕрки» статьяра чăваш сăвă виçипе пусăм йĕркипе çыхăннă ыйтăва çĕклет. Çеçпĕл Мишши çак статья урлă силлабо-тоника чăваш чĕлхин тĕп палли пулнине ăнлантарса парать, çакă калаçу культурине аталантармалли малашнехи çул-йĕр пулса тăрать.
Поэтăн «Сăвăсем» ятпа тухнă пĕрремĕш пуххи 1928 çулта кун çути курнă. Ăна Никифор Ваçанкка редакциленĕ. Поэтăн пултарулăх еткерĕ пысăках мар: 60 сăвăпа сăвă ĕлкисем, «Таркăн» романпа «Убик» драма сыпăкĕсем, дневникра çырса пынисем тата 100 ытла çыру. Тăван чăваш халăхĕн çутă малашлăхне ĕненсе çырнă сăвăсем - «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ывăлне», «Чăваш хĕрарăмне», «Çĕн кун аки», «Хурçă шанчăк», «Тинĕсе».
Çеçпĕлĕн сочиненийĕсем пысăк тиражпа чăваш, вырăс, украина тата ытти нумай чĕлхепе пичетленсе тухнă. «Çĕн кун аки» сăвви çеç 55 чĕлхепе кун çути курнă.
Чăваш халăхĕ хăйĕн пултаруллă ывăлĕн ятне ĕмĕрех асра тытать. Çеçпĕл сăнарне Украина писателĕ Юрий Збанацкий «Çеçпĕл» романра тĕплĕн уçса панă. Шупашкарти пĕр урама унăн ятне халалланă, кунтах унăн палăкне тата музейне вырнаçтарнă, тăван ялĕнче те музей уçнă. Çеçпĕл ячĕ чăваш халăх чĕринче ĕмĕрех асра пулĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: