Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
18 Декабрӗн 2019, 16:15

Çĕнĕ çитĕнÿсем сана, ача сачĕ

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕ çитес çул 260 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Юбилей программипе килĕшÿллĕн вырăнти общественность ял историйĕн çĕнĕ страницисене уçса паракан мероприятисем йĕркелет. Декабрь уйăхĕнче ял историйĕн пĕр пайĕ шутланакан «Березка» ача сачĕ хайĕн 35 çулхи юбилейне паллă турĕ.

35 çул хушшинче шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен вĕрентÿ учрежденийĕ ура çинче çирĕп тăнипе кăна мар, вăрăм çул утса иртнипе те палăрса тăрать: вĕренÿ опытне анлăлатнă, ĕç пахалăхне ÿстернĕ, пултарулăх енĕсене тĕрлĕ енлĕ шыранă, пурлăх никĕсне пуянлатнă. Асăннă тапхăрта ача сачĕн воспитателĕсем тăрăшнипе темиçе ăру, 350 яхăн ача, тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани илнĕ. Паянхи кун унăн воспитанникĕсем хăйсем атте-анне пулнă май ачисене «Березкăна» çÿретеççĕ.
Декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче ача сачĕн илемлетнĕ залĕнче юбилея халалланă чаплă мероприяти иртрĕ. Хăйсен ĕçтешĕсене çавра юбилей ячĕпе саламлама районти вĕрентÿ уйрăмĕн ĕçченĕсем, ачасен апатланăвне йĕркелекен «Миякинский» ООО кураторĕ, юнашар ялсенчи (Миякитамак, Кекен, Çĕнĕ Хурамал) ача сачĕсен аслă воспитателĕсем килсе çитрĕç. Çавăн пекех уявăн хаклă хăнисен шутĕнче асăннă вĕрентÿ учрежденийĕнче нумай çул хушши ĕçленĕ ветерансем, ял Канашĕн пуçлăхĕ Рим Каримов тата «Нива» СПК представителĕ Анвар Султанбеков пулчĕç.
Юбилея халалланă мероприятие йĕркелесе ирттерес ĕçе ача садĕнче тăрăшакансемпе пĕрлех Тимеш ял вулавăшĕ, культура çурчĕн аккомпаниаторĕ Зоя Ефремова, педагогика ĕç ветеранĕсенчен йĕркеленĕ «Пилеш» ушкăн, хăй вăхăтĕнче çак ача садне çÿренисемпе паянхи воспитанникĕсем хутшăнчĕç. Ача сачĕн шăпăрланĕсем сумлă хăнасене илемлĕ юрă-кĕвĕ парнисемпе хавхалантарчĕç. Аслисем вĕсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Ача сачĕ уяв тăршшĕпех нумай ăшă салам сăмахĕ йышăнчĕ. Залра ырă та лăпкă лару-тăру хуçаланчĕ. «Тĕлĕкри пекех пулчĕ» тесе хак пачĕç юбилее паллă тума пуçтарăннисем. Çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем сана, ача сачĕ.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА, Тимешри вулавăш ĕçченĕ.
Мияки районĕ.
Читайте нас: