Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
30 Декабрӗн 2019, 13:48

«Юмахсем туйпа вĕçленеççĕ пулсан, пурнăç туйран тин пуçланать»

Пĕрре çапла тăван аппапа пичче хăйсем шкул пĕтернĕренпе 30 çул çитнине пĕлтерчĕç. «Ай-уй, 30 çул! Çавăн чухлех-и?!», - тĕлĕннĕччĕ эпĕ ун чухне. Çулсем иртнĕçемĕн вăхăт тата та хăвăртрах шăвать иккен. Тепĕр икĕ çултан тăван шкулпа сывпуллашса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнăранпа хамăн та 30 çул çитет. Ĕненме йывăр пулсан та, ку - пурнăç чăнлăхĕ. Çак кунсенче пирĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр, класс ертÿçи пулнă Ираида Георгиевна Степанова (Петрова) хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тунине пушшех те шанас килмест. Пурте ĕнерхи пек анчах туйăнать.

Шкулта пирĕн пурнăçăн ачалăх текен чи телейлĕ тапхăрĕ иртнĕ… Эпир, икĕ арçын ачапа икĕ хĕр ача, Хушăлка шкулне Петровка паçулккинчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан, тăваттăмĕш класа килтĕмĕр. Пĕчĕк йывăç çуртра сахал йышпа вĕреннĕскерсемшĕн çĕнĕ шкул çав тери шавлă, аташса каймалла пек пысăк туйăннăччĕ. Ираида Георгиевна пире кăмăллăн кĕтсе илни, «кусем манăн ачасем пулаççĕ вĕт» тени пире, именсе тăраканскерсене, вăй хушрĕ тейĕн. Класс ертÿçи пулăшнипе эпир ытти ачасемпе те хăвăрт туслашса кайрăмăр, майĕпен кунти йĕркесене те хăнăхса пытăмăр. Вăхăт иртнĕçемĕн Ираида Георгиевна пирĕншĕн шкулти анне вырăннех пулса тăчĕ. Пĕррехинче учительсен пĕлĕвне ÿстермелли курссене кайнипе вăрах шкулта пулмарĕ вăл (тен, пире çавăн пек туйăннă, - авт.). Çав тери тунсăхланăччĕ ун чухне эпир, пирĕн валли тесе çирĕплетнĕ кабинет та унсăрăн сивĕ те кичем пек туйăнатчĕ.
Ираида Георгиевна вырăс чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентетчĕ. Асрах-ха вăл ирттернĕ чи малтанхи вырăс литератури урокĕ. Ун чухне учитель пире тăван кил, Тăван çĕршыв, юлташсем, туслăх çинчен нумай каларĕ. Унтан М. Матусовскин «С чего начинается Родина?» сăввине илемлĕн вуласа пачĕ. Сăвăри кашни йĕркене тĕплĕн сÿтсе явнă хыççăн ăна пăхмасăр, илемлĕн калама вĕренсе килме хушрĕ. Тепĕр урокра эпир çак сăвва (ăна юрра хывнă) юрлама вĕрентĕмĕр. Асăннă юрă паянхи кун та манăн чи юратнă юрăсенчен пĕри. Хăй ĕçне чунтан парăннă вĕрентекен пире А.Пушкинпа М.Лермонтов, С.Есенинпа А.Толстой çинчен кĕнеке çине пĕр пăхмасăрах сехечĕ-сехечĕпех каласа пама пултаратчĕ.
Ял учителĕн ĕçĕ çăмăл мар. Выльăх-чĕрлĕхне те тытмалла, пахча çимĕçне те ÿстермелле, ачисене те пăхмалла, çав хушăрах киле илсе килнĕ тетрадьсене те тĕрĕслемелле, ыранхи урок планĕсене те çырса хатĕрлемелле. Çын çинче хăв вĕрентекен пулнине те пĕр самант та манма юрамасть. Тĕрлĕ агидбригадăсем, пухусем мĕн чухлĕ пулнă тата? Хăш вăхăтра канма вăхăт тупнă-ши вĕсем (Ираида Георгиевнăн мăшăрĕ те, Анатолий Борисович, шкулта ĕçлетчĕ, вăл физика, астрономи учителĕччĕ, - авт.)? Хăй пĕлĕвне ÿстерес енĕпе те пĕрмаях ĕçленĕ ĕнтĕ пирĕн вĕрентекенĕмĕр. Тĕрлĕрен методика пособийĕсем, хаçат-журналсем темĕн чухлĕ çырăнса илетчĕç, пире уроксенче шкул кĕнекине кĕмен вырăс литературинчи çĕнĕ ятсемпе, вĕсем çырнă произведенисемпе пĕрмаях паллаштаратчĕ. Кăшман тасатнă е ытти ĕç тунă вăхăтра та класĕпех ун йĕри-тавра пуçтарăнаттăмăр та вăл каласа паракан хайлавсене тимлĕн итлеттĕмĕр. Çапла Ираида Георгиевна каласа панă тăрăх Чингиз Айтматовăн «Плаха» (ун чухне вăл «Роман-газета» журналта çеç пичетленетчĕ), Валентин Распутинăн «Прощание с Матерой», Виктор Астафьевăн «Царь-рыба» повеçĕсем çинчен пĕлтĕмĕр. Пĕрре çапла Ĕпхÿ хулине экскурсие кайсан, çывăрма выртас умĕн вăл пире Квазимодо текен курпунлă чан çапакан илемлĕ Эсмеральдăна юратни çинчен каласа панăччĕ. Чуна пырса тивнĕччĕ çак истори. Аслă шкула вĕренме кĕрсен вăл Виктор Гюгон «Собор Парижской Богоматери» кĕнеки пулнине пĕлтĕм.
И.Г.Степановапа ирттернĕ кашни самант, çул çÿрев-и вăл, тĕрлĕ конкурса хатĕрленнĕ вăхăт-и, вĕсем пурте пирĕншĕн пурнăç урокĕсем пулнă. Кашни самантпа усă курса класс ертÿçи пире ăнсăртран тенĕ пек пурнăçра тĕрĕс те тивĕçлĕ çул суйласа илме вĕрентнĕ. Пурнăç урокĕсем тенĕрен аслăрах классенче Ираида Георгиевна «Çемье пурнăçĕн этикипе психологийĕ» текен предмета ертсе пыма пуçларĕ. Асăннă уроксенче вăл пире кăмăл-сипет, çемьери телей мĕнрен килни çинчен тĕплĕн, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ăнланмалла каласа паратчĕ. «Юмахсем туйпа вĕçленеççĕ пулсан, пурнăç туйран тин пуçланать», - тетчĕ вăл. Халĕ, виçĕ ача амăшĕ пулнă май, çак ăслă сăмах каларăшĕпе эпĕ хам та час-часах усă куратăп.
Ираида Георгиевна хăй тата вăл ирттернĕ уроксем кăмăла кайнине пулах çав тери учитель пулас килетчĕ. Шкул хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Алла диплом илсен тăван шкула ĕçлеме таврăнтăм, 5-6 классенче чăваш чĕлхипе литература тата вырăс чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентме пуçларăм. Ун чухне вăл пире, çамрăк педагогсене, хăй мĕн пĕлнине пурне те вĕрентме, ĕç опычĕпе паллаштарма тăрăшатчĕ, нихăçан та вăхăт çук, урокăрсем начар тесе каламан. Ĕç опычĕ пысăк пулнине кура ун çумне практикантсене те час-часах çирĕплететчĕç. Майлă самантпа усă курса шкул директорне А.Г. Женжуровпа унăн мăшăрне Лидия Тимофеевнăна, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумне Г.В. Петрована, чăваш чĕлхипе литература учительне В.В. Максимова тата ытттисене мана пур ĕçре те пулăшса пынăшăн, ĕçлеме вĕрентнĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каласшăн.
Ираида Георгиевна педагог профессине ăнсăртран суйласа илмен. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Георгий Тимофеевичпа Валентина Васильевна Петровсем, иккĕшĕ те учительсем пулнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Хушăлка шкул ачисене пĕлÿ панă. Георгий Тимофеевич истори, обществознани, Валентина Васильевна биологи, труд урокĕсене вĕрентетчĕç. Иккĕшĕ те питĕ пултаруллă учительсемччĕ. Георгий Тимофеевич 17 çул ытла шкул директорĕн лавне туртнă. Шăпах вăл ĕçленĕ çулсенче паянхи шкул çуртне хăпартнă. Валентина Васильевна шкул çумĕнчи участок заведующийĕччĕ. Георгий Тимофеевичпа Валентина Васильевна тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Тăваттăшĕ те Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ: Ираида Георгиевна – вырăс чĕлхипе литература, Маргарита Георгиевна – музыка тата вырăс чĕлхипе литература, Лина Георгиевна – историпе акăлчан чĕлхи, Игорь Георгиевич – истори, обществознани, акăлчан чĕлхи учителĕсем. И.Г.Петров аспирантура пĕтернĕ, истори наукисен кандидачĕ.
Ираида Георгиевнăпа Анатолий Борисовичăн ачисем те педагогсем. Андрей Анатольевич Хушăлка шкулĕнче ашшĕ пекех физика, математика предмечĕсене вĕрентет. Унăн мăшăрĕ, Ираида Георгиевна (вăл та хунямăшĕпе пĕр ятлă, - авт.) чăваш чĕлхипе литература учителĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Евгения Анатольевна Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнчи филологи факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе аспирантурăна вĕренме кĕнĕ, филологи наукисен кандидачĕ. Петровсен çемйи шкулта пĕтĕмĕшле 185 çул вăй хунă. Вĕсен патĕнче пĕр çемьерен темиçе ăру таран пĕлÿ илнĕ.
Ираида Георгиевна ачасене пĕлу парас ĕçе 35 çул халалланă. Аслă категориллĕ вĕрентекен «Аслă учитель» ята, ПР та РФ Вĕрентÿ министерствисен Хисеп хучĕсене, «РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Шкулта ĕçленисĕр пуçне ял пурнăçне те хастар хутшăннă, пултарулăхне кура ăна пĕр хутчен çеç мар ял тата район Канашĕсен депутатне суйланă.
Пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулнă çын çинчен кашниех ыррине кăна калаççĕ. Вăл вĕрентсе кăларнă çĕршер ача ăна тав тăвать. Пултаруллă вĕрентекенĕн çулĕпе каякансем йышлă пулнă. Вĕсем паян аслă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăрăшаççĕ. Ялти шкулта юлса унăн паха опытне малалла тăсакансем те пур. Пире çавăн пек тĕлĕнмелле пур енлĕ талантлă, нихçан сÿнми вăй-хăватлă Ираида Георгиевна вĕрентнĕшĕн чунтан савăнатпăр. Унăн умĕнче пуç таятпăр.
Надежда РОДИОНОВА (АЛЕКСЕЕВА).
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: