Пур хыпар та
Юбилей
29 Кӑрлач 2020, 13:49

Вăрçă ачисене ватлăх та парăнтараймасть

«Кăмăлу сан сар хĕвел пекех» теççĕ ырă кăмăллă çын çинчен. Кивĕ Сименкке ялĕнче çуралса ÿснĕ‚ çавăнтах пурăнакан Лев Викторович Никитин çинчен шăпах çак сăмахсене калас килет. Сумлă ватă январь уйăхĕн 15-мĕшĕнче хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Лев Викторовичăн кун-çулĕ çăмăл пулман. 1954 çулхине Кивĕ Сименккери çичĕ класлă шкула вĕренсе пĕтерсен «Курган» колхозра ĕçлеме тытăннă. Ача шутĕнчен тухман пулин те аслисенчен юлман, мĕн хушнине вăй çитнĕ таран пурнăçланă: колхоз анинче çум çумланă‚ ырашпа тулă акнă. Кунĕн-çĕрĕн тар тăкнă.
Вăхăт шунă. Тăван çĕршыв умĕнчи парăма татмалли кун та çитнĕ. Чăваш каччи ăна 1959-1962 çç тивĕçлĕ пурнăçланă. Хĕсмет хыççăн та Лев Никитина çĕр ĕçĕ илĕртнĕ. Тен‚ çавăнпа вăл Пелепей хулинчи механизаторсен училищине вĕренме кĕнĕ. Хăйĕн пурнăçне тăван кĕтеспех çыхăнтарма палăртнă каччă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван яла таврăннă. Тÿрех колхоз ĕçĕсене пурнăçлама пикеннĕ. Пĕрремĕш çулхине ăна комбайн штурвалĕ умне ларма тÿр килнĕ. Çулталăкран механизатор пĕлĕвне илнĕ çамрăка гусеницăллă трактор шанса панă. Тракторпа мĕн кăна туман-ши вăл? Уй-хирте‚ ферма таврашĕнче тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Çурхи-кĕрхи кунсенче суха тунă‚ акнă, культивациленĕ. Фермăна хĕл каçарма тăратнă выльăхсен хырăмĕсем канмалли кунсенче те выçаççĕ-çке...Вĕсене валли те апат турттарнă. Лев Никитин хăй вăхăтĕнче бульдозерпа та ĕçлесе курнă. Вăл Репьевка çулне сарнă‚ Гусаркино тата Çĕнĕ Сименкке ялĕсене каякан çулсене никĕсленĕ çĕрте те вăй хунă. Çамрăк специалист ĕçе кÿлĕнсенех ĕçтешĕсен хисепне тивĕçнĕ. Пуçлăхсем пултаруллă каччăра çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват пуррине асăрханă. Çавăнпа пĕлтерĕшлĕ те яваплă ĕçсене ăна шанса панă.
Ял таврашĕнче ĕç нумай пулнине пăхмасăр‚ каччăсемпе хĕрсем каçхине вăййа тухнă: ташăсем ташланă‚ юрăсем шăрантарнă. Пирĕн герой ыттисенчен уйрăлса тăман‚ вăл та çамрăксемпе пĕрле юрласа-ташласа савăннă. Çамрăклăх вĕсене кÿршĕ ялсене те илсе çитернĕ.
Пĕррехинче çапла каччăсемпе Çĕнĕ Сименкке ялне кайсан Лев Раиса ятлă хĕре килĕштерсе пăрахнă. Хĕр унăн пурнăçĕнчи чи çутă çăлтăр пулнине туйса илнĕрен, каччă савнă çыннине çухатма шутламан. Кашни кану каçне кÿршĕ ял хĕрĕпе тĕл пулма васканă. Туслăх çирĕпленсех пынă. Каччă хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Раиса хирĕçлемен, качча тухма килĕшнĕ. Çамрăксем 1965 çулта туй туса пĕрлешнĕ. Раиса Мироновнăпа Лев Викторович паянхи кун та пĕр-пĕрне килĕштерсе пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Çак кунсенче мăшăр пĕрлешнĕренпе 55 çул çитрĕ. Вĕсем пысăк та илемлĕ çурт лартнă‚ виçĕ ача çитĕнтернĕ. Светланăпа Людмила хĕрĕсем хăйсен пурнăçĕсене медицина профессипе çыхăнтарнă. Сергей ывăлĕ вара строительство сферинче вăй хурать. Паянхи кун Никитинсене виçĕ мăнук савăнтарать.
Лев Викторович хăйĕн юратнă ĕçне мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 2001 çулччен, пурнăçланă. «Авангард» колхозра ĕçленĕ вăхăтра вăл сахал мар ĕç наградисене тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче «Хастар ĕçленĕшĕн» (1970ç)‚ «Ĕçре палăрнăшăн» (1973ç) медальсем. Тăххăрмĕш тата вун пĕрмĕш пилĕк çуллăхсен коммунизмла ĕç ударникĕ те пулнă. Çавăн пекех Ĕç мухтавĕн 3 степень (1979ç) тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне унăн пухмачĕнче темиçе теçетке Хисеп хучĕ упранаççĕ. 2000 çулта Лев Викторовича «Ĕç ветеранĕ» медаль парса чысланă.
1972 çулта Пелепей районĕнчи «Çĕнтерÿ ялавĕ» («Знамя Победы») хаçатра кун çути курнă статьяра çапла çырнă: «Çурхи акана вăхăтлă та паха ирттерме лайăх юсанă техника пулни пулăшрĕ. Ĕç вăхăтĕнче пĕр чăрмавсăр тата çĕмĕрĕлмесĕр Владимир Нагусев‚ Лев Никитин‚ Нагим Шарапов‚ Наиль Зиязев механизаторсен агрегачĕсем ĕçлерĕç. Çакă асăннă трактористсем ĕçре хастар пулнине‚ техникăна яваплăха туйса хатĕрленине çирĕплетет...», - палăртать колхозăн тĕп инженерĕ З.Файрушин.
Хальхи вăхăтра Лев Викторович хăйне аван, хевтеллĕ (бодро) туять. Йăпанма пÿртре те, кил картинче ĕç тупать. Кил-çуртри пур япала та унăн хăй вырăнĕнче. Ĕç ветеранĕн пит-куçĕнче хаваслăх çиçет. Чăн та, ун пирки сакăр вуннăри çын тесе калаймăн. Ĕçпе туслă пулни, халăхпа хутшăнни, эрех-чĕлĕмпе иртĕхменни пурнăçне тăсма пулăшать. Унсăр пуçне Л.В.Никитин спортпа та туслă пулнине палăртса хăвармалла. Вăл паянхи кун та йĕлтĕрпе уçăлса çÿреме кăмăллать. Сăнанă тăрăх, пурнăç йывăрлăхĕсене чăтса ирттернисене ватлăх та парăнтараймасть. Вĕсем халĕ те пăрчăкан пекех ĕçчен те вăр-вар, çирĕп кăмăллă, сăпайлă, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмаççĕ. Вĕсенчен пĕри - пирĕн хисеплĕ Лев Викторович.
Надежда УХАТКИНА‚ библиотекарь.
Пелепей районĕ‚ Кивĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: