Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
26 Нарӑсӑн 2020, 13:13

Чăвашсен «Хавасĕ» ненец халăхне те савăнтарать

«Çĕре ÿкнĕ паха вăрлăхран лайăх тухăç кĕт» тенĕ ваттисем. Çак каларăша эпĕ шăп та лăп Тюмень облаçĕнчи Муравленко хулинчи «Хавас» халăх ушкăнĕпе çыхăнтарасшăн.

10 çул каярах «Хавас» ансамбль‚ тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр‚ Çурçĕр çĕрĕ çинче тымар янă. Пĕрремĕш кунран пуçласа пултарулăх ушкăнне Лира Губарева ертсе пырать.
Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ Лира Ĕпхÿри кĕвĕ педагогика колледжĕнче‚ унтан Шупашкарти чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи музыка факультетĕнче вĕреннĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕнче вăл ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Алексеевна Козлова профессор патĕнче пĕлÿ пухнă.
Ĕç стажне Лира Губарева 1999 çулта наци культурисен центрĕнче (Ишимбай хули) пуçланă. Унтан 10 çул хушши Çтерлĕри филармонире «Сарпи» профессиллĕ ансамбльте вăй хунă. Аякри Çурçĕре ăна Муравленкăри чăвашсен наци культура пĕрлĕхĕн ертÿçи Анатолий Ефремов (Куюргазă район çынни) йыхравланă.
Ушкăна пĕрремĕш кунран çÿрекен Н.Осипова асăннă тапхăра çапла аса илет:
- Ансамбль йĕркеленине илтсен тÿрех унта çул тытрăм. Малтанхи вăхăтра‚ паллах‚ ячĕшĕн кăна çÿреттĕмĕр. Лира Евгеньевна ертÿçĕ пулса килсен вара унăн професиллĕ шайне туйса илтĕмĕр. Çапла вăл хавхалантарнипе пирĕн ушкăн пысăк коллектива çаврăнчĕ.
Паянхи кун чăвашсен культурине аталантарас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшакан‚ обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан‚ тĕрлĕ районсемпе хуласене концертсемпе тухса çÿренĕ «Хавас» ансамбль Тав хучĕсене тата унăн ертÿçи Лира Губарева хормейстер Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ямалпа Ненец автономиллĕ округра иртекен тĕрлĕ конкурсран та юлмасть пултарулăх ушкăнĕ. Çакна тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе Дипломсем, Тав çырăвĕсем‚ çирĕплетеççĕ.
«Хавас» халăх коллективĕн юбилейлă концертне килсе çитнĕ Тюмень облаçĕнчи «Тăван» чăвашсен ассоциацийĕн Президенчĕ Ираида Маслова пултаруллă хĕрарăмăн ĕçне çапла хак пачĕ:
- Тюмень облаçĕнчи наци ĕçĕсен комитечĕ Лира Губареван ĕçне пысăк шая хурса хаклать. Çакнашкал талантлă ертÿçĕсем пирĕн хушăра сахал. Лира Евгеньевна мĕн пĕлнине ыттисене вĕрентме тăрăшакан‚ чунне парса ĕçлекен çын‚ – тесе 2013 çулта «Халăх ушкăнĕ» ята тивĕçнĕ ансамбль ертÿçине Хисеп хучĕпе‚ унăн пайташĕсене Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕ. Çавăн пекех Лира Евгеньевнăна Тюмень облаçĕнчи Дума депутачĕн Артем Зайцев ятĕнчен Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Уяв мероприятийĕнче чăвашла кăна мар‚ вырăс‚ украинпа казак тата чикан чĕлхисемпе те юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Концерт программине вырăнти музыка шкулĕн «Сувенир» халăх инструменчĕсен ансамблĕ‚ казаксен «Славица»‚ тутарсемпе пушкăртсен «Дуслык» ушкăнĕсем‚ «Радуга» тĕслĕхлĕ ташă ансамблĕ‚ Ханымей хулинчен килсе çитнĕ Алексей Кравченко юрăç пуянлатрĕç. Вĕсенчен ытларах пайĕ Л.Губаревана пултарулăх ĕçĕнче пулăшнăшăн‚ ăсталăха вĕрентнĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕç, ăна «иккĕмĕш аннепе»‚ «çутă хĕвелпе»‚ «пысăк талантлă ăстапа» танлаштарчĕç.
Украина культура çурчĕн директорĕ М.В. Ковалева халăх ушкăнне малалла та аталанма сунса Муравленко культура управлени пуçлăхĕ Н.Тягунова ятĕнчен «Хавас» ертÿçине Л.Губаревана тата унта çÿрекен хастарсене - Н.Осиповапа К.Стамована, А.Иванована (Пушкăртстан)‚ Н.Моисеевапа И.Иванована‚ С.Бухаровапа А.Меленована тата Т.Тихоновапа Н.Шамукована (Чăваш Ен) - Тав хучĕсем парса хисеп турĕ.
Ноябрьск хулинчен килсе çитнĕ «Нарспи» вокал ушкăнĕ те пултарулăх анинче пĕрле тăрăшакан «Хавас» халăх коллективне саламларĕ. Унăн ертÿçи Ирина Захарова ăшă та ырă сăмахсем каласа чăвашсене асăнмалăх парне пачĕ.
Çапла 10 çул каярах ÿкнĕ паха вăрлăх паян хăйĕн пуян та асра юлмалли тухăçĕпе савăнтарать.
- Кунашкал чăваш концертне тахçантанпа курманччĕ. Чунтан кантăм. Питĕ килĕшрĕ‚ – тесе хакларĕ «Газпромнефть – Ноябрьск нефтегазгеофизика» ĕçченĕ‚ вăлах «Нарспи» ансамбле техникăпа тивĕçтернĕ Евгений Николаев (пысăк тав! - авт.).
Муравленко хулинчи «Хавас» халăх ансамблĕ чăваш культура тĕнчине ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан асатте-асаннесен йăлине упраса хăварас тесе çанă тавăрса ĕçлет. Халăх юррисене хальхи вăхăт ыйтакан стильпе оранжировкăласа «тутлăлантарма» тăрăшни те сисĕнет. Унсăр пуçне репертуара вырăнти ненец халăхĕн юрри-ташшине те кĕртеççĕ. Ытти халăх çыннисем «Хавас» ушкăнра чăваш юрри-çеммине ăша хывнăран тĕрлĕ нацие пĕрлештерме пулăшать. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнсан та чăвашсем ытти наци культурине тата халăхне хисеплеççĕ‚ вĕсен йăли-йĕркисене сума сăваççĕ. Çав вăхăтрах хăйсен тымарне упраса хăварма тăрăшаççĕ. Çак ĕçре «Хавас» чăваш халăх ушкăнĕ ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Читайте нас: