Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
3 Мартӑн 2021, 12:31

Ним çук çĕртенех илем тупма пĕлнĕ художник

Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ Виталий Исаев фотохудожник пултарулăхĕпе хавхаланса «Вăл республикăри çулсене, сукмаксене такăрлатса хăш чухне ним çук çĕртенех, варсемпе çурăлса пĕтнĕ чухăн курăнакан çĕр çинчех, сăн ÿкерчĕк тума мĕнле те пулсан илем шыраса тупать» тесе хак панă.

2021 çулхи февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче пирĕн ентеш Виталий Исаев паллă фотохудожник çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Виталий Федотович - Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1976 ç.). Вăл - вăрçă участникĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орденĕн кавалерĕ, СССР Журналистсен союзĕн членĕ (1968 ç.), 1957-2000 çç. «Çамрăк коммунист», «Пионер сасси» хаçатсен, «Ялав» журнал фотокорреспонденчĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкĕсене республикăра тухса тăракан тĕп хаçатсемпе журналсенче, çавăн пекех ют çĕршыв вулаканĕсем валли информаци хатĕрлекен «Новости» пичет агентствин кăларăмĕсенче пичетленĕ. Пирĕн ентеш - Пĕтĕм союзри чылай фотовыставкăсемпе конкурссене хутшăнаканĕ, «Правда» хаçатăн Пĕтĕм тĕнчери фотоконкурс лауреачĕ (1974 ç.). «Силпи асамачĕ» (1990 ç.) кĕнеке авторĕ.
Паллă ентешĕмĕр 95 çул тултарнине халалласа февраль уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Сăн ÿкерчĕксене халалланă пурнăç» вулав конференцийĕ иртрĕ. Мероприятие В.Ф. Исаев тăванĕсем, ялти çамрăксем тата «Çăлкуç» фольклор ансамблĕн хастарĕсем хутшăнчĕç. Конференци Пишпÿлекри тĕп библиотекăн чăваш халăхĕпе ĕçлекен уйрăм ертÿçи Н.П. Тарасова В.Ф. Исаев çинчен хатĕрленĕ электронлă презентаци пăхнинчен пуçланчĕ. Çак йĕркесен авторĕ Виталий Федотович 15 çул хушши «Ялав» журналăн илемлĕх редакторĕ пулса ĕçленĕ тапхăр çинче чарăнса тăчĕ, «Силпи асамачĕ» кĕнеке кăларни пирки каласа пачĕ. Çак кĕнекене «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Виталий Федотович ăна хăйĕн тĕп вĕрентекенĕ тесе шутланă.
Федот Трофимовичпа Анастасия Тихоновна Исаевсен тăватă хĕр те виçĕ ывăл пулнă. Вĕсен шăписене Виталий Федотовичăн тăванĕ, таврапĕлÿçĕ тата ĕç ветеранĕ Илина Ивановна Васильева уçăмлатрĕ. Вăл В.Ф. Исаев тунă сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Тĕлĕнмелле лайăх сыхланса юлнă хура-шурă сăн ÿкерчĕксем çинче Чăваш Енĕн паллă çыннисемпе ентешĕсем сăнланнă.
Пăслăкри культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Светлана Трофимована В.Ф. Исаев патĕнче хăнара пулса курма тÿр килнĕ. Виталий Федотович унран ял, колхоз пурнăçĕ çинчен нумай ыйтса пĕлнĕ. Ырă кăмăллă та вашават çынпа калаçма та çăмăл пулнă. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Сергей - çар çынни, хăй вăхăтĕнче Байконурта служба иртнĕ. Хальхи вăхăтра Мускавра пурăнать. Кĕçĕнни Андрей - программист, Шупашкарта тĕпленнĕ.
- 1992 çулта Виталий Федотович тăван яла парне туса «Чăваш асамат кĕперĕ» фотокурав парнелерĕ. Унсăр пуçне вăл культура çуртне сцена çине тухмалли çĕнĕ костюмсем, музыка инструменчĕсем туянма пулăшатчĕ, пултарулăх ушкăнĕсене Шупашкара илсе каяссине йĕркелетчĕ, хаçатсемпе журналсенче тăван ял çинчен çырнă материалсем пичетлетчĕ. Виталий Федотович тăван тăрăхне таврăнни ял çыннисемшĕн кашнинчех хăйне майлă пысăк уявччĕ, - аса илчĕ Пăслăкри нумай функциллĕ клуб ертÿçи Ирина Игнатьева.
Пултаруллă ентеше халалланă конференцире СветланаТрофимова ертсе пыракан «Çăлкуç» фольклор ансамблĕ чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ. Мĕншĕн тесен Виталий Федотович юрă-кĕвве, ÿнере, халăх пултарулăхне çав тери юрататчĕ.
Ялти культура çурчĕн тата библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ мероприяти В.Ф. Исаевăн фотовыставкин экскурсийĕнче пулнипе, пурте пĕрле сăн ÿкерчĕк тунипе вĕçленчĕ. Чăннипех те пултаруллă, çутă çыннăн таланчĕпе паллашни уява хутшăннă пур çыннăн чĕринче те ырă йĕр хăварчĕ.
Марина КИРИЛЛОВА,
библиотека ĕçченĕ.
Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.
Читайте нас: