Пур хыпар та
Юбилей
22 Сентябрӗн 2021, 10:32

«Ачасене нихăçан та уйăрман»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче фашистсене çĕнтернипе вĕçленнĕ. Тăватă çул хушшинче пирĕн халăха нумай хĕн-хур курма тивнĕ. Салтаксем вăрçă хирĕнче, ачасемпе хĕрарăмсем, ватăсем тылра çĕнтерĕве туптанă.

«Ачасене нихăçан та уйăрман»
«Ачасене нихăçан та уйăрман»

Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн ĕнерхи салтаксем килĕсене таврăнма пуçланă. Авăркас тăрăхĕнчи Мăйлăпукан ялĕнчи Герасим Никифорович Германов вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса урине çухатса таврăннă. Сусăр пулсан та ĕçчен чăваш арçынни ĕçсĕр тăрса юлман. Вăл ăста кăмакаçă пулса тăнă. Мăшăрĕ вăрçă вăхăтĕнче виçĕ ĕçре ĕçлесе фронта пулăшнă.
1946 çулхи сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Германовсен улттăмĕш ачи çуралать. Хĕрне Елена ят параççĕ. 1953 çулта хĕр ача тăван ялĕнчи шкула вĕренме каять. 1960 çулта ăна пĕтерсен пĕлĕвне Çтерлĕ хулинчи училищĕре туптать. Ĕлĕкрех самани çапла пулнă. 7 класс пĕтернĕ ачасем пĕр те пĕр училищĕре ĕç профессийĕ илнĕ.
Вăл вăхăтра çамрăксем ваттисен ирĕкĕнчен тухайман. Çапла училищĕре вĕренсе тухсан Елена та аслисем сĕннипе Треппел ялĕнчи Владимир Смирнова качча тухать. Упăшки тăрăшуллă та ĕçчен çын пулнă. Лена колхозра доярка пулса ĕçлеме вырнаçнă. Часах Смирновсем çĕнĕ çурт хăпартса лартнă. Çемьере пĕрин хыççăн тепри виçĕ ача - Ирина хĕрĕ, Сергейпе Витя ывăлĕсем – çуралнă. Шел, телейлĕ пурнăç вăраха пыман. Çак лăпкă та савăнăçлă çемьене пысăк хуйхă килсе çапать. 1970 çулхи июль уйăхĕнче çемье пуçĕ аварие лексе сарăмсăр вилсе каять. Лена пĕчĕк ачисемпе, хунямăшĕпе тăрса юлать. Çапла пурнăçĕнче хĕрарăм ĕçне те, арçыннăнне те хăйĕн тума тивет.
Елена ĕçлекен колхозра Давлекан районĕнче çуралса ÿснĕ Иван Емельянович Андреев çĕнĕ зоотехник тăрăшнă. Ăна техникум хыççăн (1969 ç.) «Родина» колхоза направленипе ĕçлеме янă пулнă. Унăн çемйинче килĕшÿ пулман. Çавăнпа та вăл 1974 çулта арăмĕнчен уйрăлса Пелепей районĕнчи «Дружба» колхоза (Слакпуç ялĕ те çав колхоза кĕнĕ) ĕçлеме куçать. Çемьесĕр тăрса юлнă арçын ачисене тивĕçлĕ анне тупас шутпа тăлăха юлнă Ленăпа калаçса пăхма шутлать. Телее, Елена килĕшет. Çапла вĕсем 1975 çулта пĕр çемьене чăмăртанса Шаровка ялĕнче (Иван Емельянович ĕçленĕ ялта) пурăнма пуçлаççĕ. Виçĕ уйăхран Иван Емельяновичăн тăван тăрăхне, Давлекановский совхоза пурăнма куçаççĕ. Иван ĕçленĕ вăхăтрах куçăн мар мелпе институтра вĕреннĕ. Лена совхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. 1977 çулта Иван аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне алла илнĕ.
Хăй вăхăчĕпе çемьере ывăлпа хĕр çут тĕнчене килеççĕ. Андрей 1976 çулта, тепĕр ултă çултан Ольга хĕрĕ çуралнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Андреевсем Давлекан совхозĕнче вăй хураççĕ.
Пурнăç кустăрми тикĕс кусмасть. 2017 çулта Елена Герасимовнан Сергей ывăлĕ шыва путса вилет. Ваттисен каларăшле хăвăн ачуна пытарни чи пысăк çухату. Ленăпа Иван ачисене уйăрман. Икĕ çемье пĕрлешсе сакăр ача пулса кайнă. Икĕ ывăлне вăхăтсăр пытарма тÿр килнĕ. Виçĕ хĕрĕ вĕрентекен специальноçне алла илнĕ. Асли Пелепейри педагогика училищинче вĕреннĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçленĕ. Иккĕмĕшĕ, Елена, М.Акмулла ячĕллĕ педагогика университетĕнчи филологи факультетне пĕтернĕ. Халĕ Аксаково шкулĕнче вырăс чĕлхи предметне илсе пырать. Кĕçĕнни, Ольга, Ĕпхÿри педколледжра, ППУри социологи факультетĕнче вĕреннĕ. Халĕ пенси фондĕнче ĕçлет. Вăл Сергей Викторович Балухтăпа çемье çавăрнă. Сергей - гражданла авиаци летчикĕ, сывлăш карапĕн командирĕ.
Ывăлĕсем начар мар вĕреннĕ пулин те аслă пĕлÿ илме тăрăшман. Вĕсем шоферсемпе механизаторсем пулса ĕçлеççĕ.
Еленă Герасимовнăпа Иван Емельяновичăн 10 мăнук тата икĕ кĕçĕн мăнук. Çуллахи вăхăтра хĕрарăм пахчаран тухман та темелле.
Çапла пурăнать пирĕн юратнă анне, асанне, кукамай тата мăшăр Елена Герасимовна.
Иван АНДРЕЕВ.
Давлекан районĕ,
Рауш хуторĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: