Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
27 Октябрӗн 2021, 11:05

Пакунлă çыравçăсенчен пĕри – Илькелри

Паян Пелепей хулинче пурăнакан çыравçă, ырă кăмăллă та канăçсăр чĕреллĕ чăваш Рудольф Матвеевич Павлов (Илькелри) хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Юбилей ячĕпе саламласа эпир унпа редакци тĕпелĕнче кĕске калаçу ирттертĕмĕр.

Пакунлă çыравçăсенчен пĕри – Илькелри
Пакунлă çыравçăсенчен пĕри – Илькелри

– Рудольф Матвеевич, хăвăрăн пурнăçри утăмсемпе кĕскĕн паллаштараймăр-ши?
– Эпĕ Пелепей районне кĕрекен Илкел ялĕнче октябрь уйăхĕн 28 кунĕнче 1946 çулта çуралнă. Ялти шкулта сакăр клас пĕтернĕ, унтан Пелепейри пĕрремĕш вăтам шкулта тăрăшса вĕреннĕ, вун пĕр класс пĕтернĕ, аттестат илнĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре виçĕ çул пулса килнĕ хыççăн çуралса ÿснĕ районти Чапаев ячĕллĕ колхозра комсомол организацийĕн секретарĕ пулса ĕçлерĕм.
1970 çулта Пушкăрт патшалăх университечĕн юридически факультетне куçăн мар мелпе вĕренме кĕтĕм, çав çулах милици уйрăмĕнче ĕçлеме пуçларăм. Алла диплом илнĕ хыççăн шалти ĕçсен пайĕнче милици офицерĕ пулса тăтăм. Пай пуçлăхĕ пулнă, подполковника çити ÿснĕ. Милицирен канма тухсан, тата вун пилĕк çул тăршшĕ Пелепей район администрацинче пай пуçлăхĕ пулса вăй хутăм, çамрăкăрăва пурнăçра пулăшса пытăм.
– Профессипе эсир пĕр çын, пурнăçра вара пачах урăхла. Çырас туртăм ăçтан çуралчĕ?
– Сăвă-калав хайлас туртăм çамрăклах палăрнă. Паянхи кун тĕлне вăтăр пилĕк кĕнеке вырăсла та, чăвашла та пичетлесе кăлартăм. Вĕсене вулакан мĕнле йышăннине вăл çеç хак пама пултарать. Тĕлпулусен вăхăтĕнче çынсем çырнă ĕçсене вуланă май ăшă сăмахсем калани, паллах, савăнтарать, малашне те çĕнĕ калав-пов еçсем çырма хистет.
– Паянхи кун мĕнлерех пичет-кăларăмĕсемпе çыхăну тытатăр?
– Пушкăртстанра тухса тăракан «Бельские просторы» журналпа. Манăн калавсем Шупашкарта «Хыпар» хаçатра та пичетленсех тăраççĕ тата сăвăсем «Тăван Атăл» журналта кун çути курчĕç. Тахçанах ĕнтĕ Мускавра тухса тăракан пысăк «Рыболов» журнал редакцийĕпе çыхăну тытатăп.
Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçатра хайлавсем тăтăшах вырăн тупаççĕ. Çак хаçатпа эпĕ питĕ туслă. Вăл мана чăвашла çырма вĕрентрĕ, мĕншĕн тесен эпĕ шкулта чăвашла вĕренмен. Хаçатăмăра пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпах çырăнса илетĕп, хамăн ĕçсене пичетлеме сĕнетĕп.
– Эсир профессиллĕ çыравçă шутланатăр. Çакна сирĕн автобиографинчи йĕркесем те çирĕплетеççĕ.
– Çапла. 2001 çултанпа эпĕ Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлешĕвĕн тата Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ (член Международного сообщества писательских союзов, Союза писателей Чувашской Республики) шутланатăп. Çавăн пекех Пушкăртстан Республикинчи «Шуратăл» литпĕрлешÿ ĕçне те хастар хутшăнатăп.
– Сирĕн ĕçсене шурă Шупашкарти паллă çынсем те пысăка хурса хак параççĕ.
– Ахăртнех, ĕçлекене шупашкартисем те кураçĕ-тĕр. Ку сăмахсене хама мухтас тесе каламастăп-ха. 2004 çулта «Тÿр кăмăлпа» тухнă кĕнекере академик, Чăваш Писателĕсен союзĕн ертÿçи, тĕнчипе паллă чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши çапла çырать: «Ырми-канми ĕçлет Рудольф Матвеевич чăваш литературипе культурине аталантарассишĕн, чăваш чĕлхине нумай нациллĕ Пушкăртстан Республикинчи ытти халăхсемпе пĕр тан янăрамалла тăвассишĕн вăл чăвашла та, вырăсла та çырать. Унăн хайлавĕсене, сăввисене вулакансем пысăк хак параççĕ, юратса вулаççĕ...»
– Халăх писателĕн сăмахĕсемпе килĕшмелле. Эпир те сире пултарулăх ĕçĕнче малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр, аслă юлташ вырăнне хурса сума сăватпăр.
– Тавах.
Хам енчен Рудольф Матвеевич – пултаруллă поэт пулнине те палартасшăн. Литература ĕçĕнче ырми-канми вăй хунăшăн, пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн вăл Алексей Талвир, çавăн пекех Пушкăртстанри Денис Буляков ячĕпе хисепленекен литература премисене тивĕçнĕ. Кăçал вара Фатых Карим ячĕллĕ литература премине парса чысларĕç. Пушкăрт Республикинче чăваш чĕлхин ятне-сумне ÿстерес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ăна Чăвашсен обществăпа культура центрĕн Президиумĕн Тав çырăвне те ярса панă. Вăл чăннипех те Пушкăртстан Республикинчи чăваш элчи.
Рудольф Павлов-Илькелри çулсерен хăйĕн пултарулăхне туптать. Вăл – наци академикĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Пелепей тăрăхĕнчи уйрăмĕн ертÿçи. Ăна Н.В. Никольский ячĕпе хисепленекен орденпа, медальсемпе наградаланă. Вăл чăваш халăхĕн чăн ăсчахĕ, пултаруллă çыравçă, «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ», «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ.
Надежда РОДИОНОВА калаçнă.
Пелепей хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: