Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
10 Ноябрӗн 2021, 11:56

Хăй телейне ачисемпе мăнукĕсенче курать

Обществăлла ĕçсене пурнăçланă май час-часах ветерансем патĕнче пулатăп. Хальхинче пахчари кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн Нина Моисеевна Тимофеева патне кĕрсе тухма шутларăм. Çитменнине ноябрь уйăхĕнче унăн юбилей.

Тăватă пÿлĕмлĕ пысăк пÿрт, хальхи вăхăтри хÿмесем, тирпейлĕ пахча – пур çĕртре те шанчăклă хуçа алли туйăнать. Пÿрт ăшĕ те паянхи саманапа килĕшсе тăрать: газпа хутса ăшăтмалли колонка, шыв пăрăхĕ, телевизор тата хуçалăхра кирлĕ ытти япаласем. Пурнăç çинчен калаçса кайрăмăр та, пуçланчĕ вара аса илÿ çăмхи сÿтĕлме.
Нина Анисимова Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче, вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш çул çуралнă. Хĕр ача сакăр уйăхра чухне ашшĕ çемйине пăрахса тухса кайнă. Нинăсăр пуçне çемьере çичĕ çулхи аппăшĕ тата икĕ пиччĕшĕ пулнă. Аслă ăру 1947-мĕш выçлăх çулне питĕ лайăх ас тăвать. Çынсем ун чухне типĕтнĕ çăка хуппине, мăян тата ытти курăксене çинĕ. Апла пулин те Фекла Федоровна тăватă ачине те ырă-сывă çитĕнтернĕ. Нина сакăр класс пĕтернĕ хыççăн фермăна доярка пулса вырнаçнă.
Илемлĕ те ĕçчен хĕре Эрехĕррине Ярмулайĕнчен тăванĕсем патне пĕр хутчен çеç мар килсе çÿренĕ Иван Тимофеев асăрханă. 1966 çулхине çамрăксем туй кĕрлеттернĕ. Малтанхи вăхăтра Нина тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: пăрçа çулнă, çĕр улми кăларнă, йĕтем çинче ĕçленĕ. Вырăн пушансан ферма ĕне сума кайнă. Хăй вăхăчĕпе çамрăк çемьере Луиза хĕрĕ çуралнă. Ун чухне декретпа ача пăхмалли отпусксене тăватă уйăха çеç панă. Çавăнпа Нина ачине хăйпе пĕрле фермăна илсе çÿренĕ. Хăш чухне выльăх пăхакан пулса ĕçлекен мăшăрĕпе лашапа ларса кайнă, хăш чухне алă вĕççĕн çĕкленĕ. Малтанлăха хунямăшĕпе тата мăшăрĕн йăмăкĕпе пĕр пÿлĕмлĕ çуртра пурăннă, каярах тепĕр пÿлĕм туса лартнă. Анчах пĕррехинче аçа çапса пушар тухнă та, кил-çурт вутпа çунса кĕлленнĕ. Çапла урăх вырăна куçса татах пÿрт тумалла пулнă.
Çĕнĕ çуртра пĕрин хыççăн тепри икĕ хĕрĕпе виçĕ ывăлĕ çуралнă. Нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Иванпа Нинăшăн ку ахаль пулăм çеç шутланнă. Вĕсем ачисене туслă та ĕçчен, сăпайлă, Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Пиллĕкĕшĕ тăван ялĕнче тымар янă. Турă çырнă мăшăрĕсене те çак ялтах тупнă. Вĕсем те нумай ачаллă çемьесенчен. Халĕ Луизăн хăйĕн икĕ хĕр те икĕ мăнук, Надеждăн тăватă ывăл, Ларисăн хĕрпе ывăл тата мăнук, Робертăн виçĕ хĕр те икĕ ывăл, Ваньăн икĕ ывăл. Сергей ывăлĕ çемье çавăрса ĕлкĕреймен-ха, вăл амăшĕпе пурăнать, унăн тĕревĕ тата шанчăкĕ.
Нина Моисеевна тĕрлĕ сферăра тÿрĕ кăмăлтан тăрăшакан ачисемпе тата мăнукĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Пурнăçра тĕрлĕ тапхăрсем килсе тухсан та вĕсем пĕр кун та ĕçсĕр ларман. Виçĕ хĕрĕ те хăйсен пурнăçне суту-илÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Надежда ялта магазин та уçнă, Луиза аппăшĕпе ял çыннисене апат-çимĕçпе тата хуçалăхра кирлĕ таварсемпе тивĕçтерет. Лариса ялти тепĕр магазинра ĕçлет. Роберт вунă çул ытла вăрман хуçалăхĕнче тăрăшать. Сергей – строитель. Уйрăм сăмах Иван Иванович çинчен каласа хăварас килет. Вăл Осетинче хĕсметре тăнă, Ĕпхÿри вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, малалла Пелепейĕнчи ПР ШĔМ ведомство тулашĕнчи хуралта ĕçленĕ, унтан капитан званийĕпе отставкăна кайнă. Ăна Хисеп хучĕпе, «Службăра палăрнăшăн», «Милици отличникĕ» медальсемпе наградăланă. Халĕ Çурçĕрте ĕçлет. Ларисăн ывăлĕ Денис та куккăшĕн тĕслĕхĕпе полицинчи службăна суйласа илнĕ. Халĕ юридици пĕлĕвне туптать. Луизăн хĕрĕ Анастасия Пелепейри медицина училищинчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, унтан фармаколога вĕреннĕ. Вăл икĕ ывăл амăшĕ. Ахальтен ырă вăрăран ырă çимĕç çитĕнет темеççĕ пулĕ. Паянхи кун Тимофеевсен ăрăвĕнче 33 çын. Вĕсен хушшинче маларах асăннă профессисемсĕр пуçне техник-механиксем, бухгалтер-экономистсем, нефтяниксем тата ыттисем те пур. Кашнин çинчен ыррине çеç калама пулать.
Паллах, çавăн чухлĕ ачана, мăнукĕсене ура çине тăратма Нина Моисеевнăна çăмăл пулман. Вăл аслă ывăлĕ Раççей çарĕнче службăра пулнă вăхăта, 90-мĕш çулсен пуçламăшне, аса илчĕ. Ун чухне çарта йĕрке те, дисциплина та пулман. Шăпах çав вăхăтра амăшĕ çартан ывăлĕ айăпа кĕнĕшĕн пысăк укçа тÿлемелле тесе асăрхаттарнă çыру илнĕ. Хĕрарăм çарта пулнă аслă кĕрÿшĕпе Павелпа служба иртекен вырăна Алтай вăрманĕсене çитсе темле майпа ывăлне часть территорийĕнчен илсе тухнă. Ахаль тум тăхăнтартса килне илсе таврăннă та службăна малалла Пушкăртстанра тăсма военкомата леçнĕ. Ваньăна салтака ăсатнă хыççăн мăшăрĕ чирлесе вилнĕ. Унтанпа 26 çул хушши вăл çемье лавне хăй пĕччен туртать. Мухтав Турра, ачисем, кĕрÿшĕсемпе кинĕсем тата мăнукĕсем яланах пулăшса пыраççĕ. Мăнукĕсем асламăшне, кукамăшне чунтан юратаççĕ. Вăл – вĕсене. Икĕ çул каялла Нина Моисеевна йывăр чире чирлесе ирттерчĕ. Унăн аллинчен хăтăлса тухрĕ пулсан та чир хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Апла пулин те вăл клубра иртекен мероприятисене çÿрет, ачисемпе мăнукĕсем патне кайса килет. Вĕсем те май пур таран ашшĕ-амăш килĕнче пулма, ватă çыннăн сывлăхĕпе интересленме, кирлĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ватă çынна тата мĕн кирлĕ.
Михаил СИДОРОВ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Хăй телейне ачисемпе мăнукĕсенче курать
Хăй телейне ачисемпе мăнукĕсенче курать
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: