Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
1 Декабрӗн 2021, 10:42

Пушкăртстанри чăвашлăх никĕсне хывнă «Нарспи» ушкăн – 35 çулта

2021 çулхи ноябрь – нарсписемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ уйăх. Шăпах çак уйăхăн 21-мĕш кунĕнче «Нарспи» ушкăн йĕркеленнĕренпе 35 çул çитрĕ.

Пушкăртстанри чăвашлăх никĕсне хывнă «Нарспи» ушкăн – 35 çулта
Пушкăртстанри чăвашлăх никĕсне хывнă «Нарспи» ушкăн – 35 çулта

Чăн малтан эпĕ сире ушкăнăн хастар та пултаруллă пайташĕсемпе, ăна пуçарса яраканĕсемпе паллаштарасшăн, вĕсем çинчен каласа парасшăн. Камсем-ха вĕсем? Вĕсем – чăвашлăх вучахне тытса пыракансем, общество пурнăçĕн хастарĕсем. Алексей Кондратьев, Иван Тарасов, Игорь Петров, Василий Никитин, Ирина Сухарева, Серафима Туктагулова-Егорова ячĕсем «Нарспипе» уйрăлми çыхăннă. Эсир пĕлекен чăваш халăхĕн паллă та маттур çыннисем! Вĕсем тăрăшнипе «Нарспи» ушкăн паянхи кун та сцена çине тухса хăйĕн юрри-ташшисемпе савăнтарать.
Ушкăна чи малтан çÿреме пуçланисене, унăн аталанăвĕшĕн чунне панисене те аса илер-ха. Вĕсенчен нумайăшĕ пиртен уйрăлса кайнă, анчах чăваш культуринче тата пирĕн ушкăн историйĕнче пысăк йĕр хăварнă. Сăмахран, Василий Никитин «Нарспи» ячĕ-чапĕ çĕклентĕр тесе 20 çул ытла администратор пулса вăй хучĕ. Василий Григорьевичăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асра, чĕрере юлĕ. Агафья Трофимова, Моисей Федоров, Елизавета Петрова, Елизавета Устинова, Галина Михеева, Клим Соколов, Петр Егоров, Клавдия Дмитриева, Нина Ильина, Александра Максимова, Юлия Васильева, Николайпа Елизавета Макаровсем, Александр Иванов, Наталья Алексеева тата ыттисем вăй-халне шеллемесĕр тăрăшрĕç. Геннадий Иванов, Евгений Воронцов, Василий Семенов, Серафима Туктагулова, Раиса Комаристова, Рэма Раянова, Роза Никитина, Николай Игнатьев паянхи кун та «Нарспи» ушкăнне хăват парса тăраççĕ.
Пултарулăх ушкăнĕнче кам кăна çук-ши? Аслисем, çамрăксем, шкул ачисем тата студентсем. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене чăваш ташши-юрри пĕр тĕвве пухнă. Тав сăмахне 20 çула яхăн ушкăна илем кÿрекен Нарспи пек илемлĕ те çепĕç, яштака та пултаруллă хĕрарăмсем тивĕç. Вĕсен шутĕнче – Олеся Дмитриева, Алиса Федорова, Альбина Яковлева, Анна Алексеева, Наталья Дмитриева, Любовь Григорьева, Наталья Данилова, Татьяна Манзурова, Эльвира Михайлова, Любовь Каримова.
«Нарспире» Сетнер пек маттур каччăсем те пур: Сергей Дмитриев, Сергей Никитин, Владимир Кириллов, Илья Никитин, Станислав Судеев, Антон Степанов, С.Дмитриев.
Вăтăр пилĕк çул хушшинче ушкăн ăçта кăна пулман-ши? Нарсписем хăйсен пултарулăхĕпе кама кăна савăнтарман-ши? Ансамбль Мускаври, Шупашкарти, Санкт-Петербургри, Новосибирскри, Самарăри, Эрĕнпурти, Тутарстанри, Пензăри йăхташăмăрсене чун апачăпе «сăйланă». «Нарспи» ушкăн çултан-çул вăй илсе, аталанса пырать, чăваш культурине çÿлти шая çĕклес тесе чунтан тăрăшать. Унсăр пуçне вăл тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене хастар хутшăнать, парнеллĕ вырăнсем йышăнать.
Пысăк тав сăмахне баянпа калакан пултаруллă музыкант Айрат Бариев концертмейстер тивĕç. Вăл тутар пулсан та чăваш кĕввине ăста калама, выляма пултарать. Август уйăхĕнче купăсçă 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл 29 çул хушши «Нарспи» ушкăна илем кĕртме пулăшать. Тавах сана çакăншăн, Айрат Мухаматевич!
Ансамбль йышĕнче тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çынсем пур. Тĕслĕхрен, Вера Гаврилова тивĕçлĕ канăва кайсан сăвăсем çырма пуçларĕ. Вăл илемлĕ пуканесем тăвать, тĕрлеме ăста. Халĕ Вера Дмитриевна нарсписене ырă сунса, юбилейпе саламласа сăвă шăрçалать. Людмила Иванова вара сăвăсем кăна çырмасть, кĕвĕсем те кĕвĕлет. Хăйĕн юррисемпе халăха савăнтарать. Зоя Кузнецова уйрăмах юрă юрлама питĕ пултаруллă. Унăн Анастасия хĕрĕ чăваш шкулне çÿрет, чăваш чĕлхине, халăх юррисене питĕ кăмăллать. Эпир вăл амăшĕпе пĕрле ансамбле илем кĕртессе чунтан шанатпăр. Василий Никитин мăнукĕ, Илюша, ашшĕ (Сергей Никитин) пекех ушкăна кăмăлтан çÿрет. Арçын ача та чăваш шкулĕнче тăрăшса вĕренет. Пирĕн хамăр ачасене, мăнуксене чăваш чунлă пулма, чăваш чĕлхине, тăван халăх юрри-ташшине, йăли-йĕркине юратма вĕрентмелле. Шăпах ачасенче, çамрăксенче пирĕн пуласлăх, малашлăх.
Кăшăлвирус чирне пула лару-тăру çивĕч пулнипе юбилей уявне 2022 çулхи çуркуннене куçартăмăр. Апла пулин те çак паллă датăпа «Нарспи» ушкăнне çÿрекен пултаруллă та хастар, чăваш культурин вучахне сÿнме паман, ансамбль ятне-чысне çĕклекен артистсене чунтан саламласа тав тăватăп. Вĕсене иксĕлми телей, çирĕп вăй-хал сунатăп. Ункайлă самантпа усă курса чи çамрăк пайташсене, илемлĕ пикесене те тав сăмахĕ калас килет. Светлана Рыбакова, Татьяна Назарова, Маргарита Зинякова, Ирина Андреева, Анастасия Кириллова тавтапуç сире! «Нарспи» вучахĕ нихăçан та ан сÿнтĕр.
Галина КИРИЛЛОВА,
«Нарспи» ансамбль ертÿçи, ЧР тата ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Ĕпхÿ хули.

Пушкăртстанри чăвашлăх никĕсне хывнă «Нарспи» ушкăн – 35 çулта
Пушкăртстанри чăвашлăх никĕсне хывнă «Нарспи» ушкăн – 35 çулта
Пушкăртстанри чăвашлăх никĕсне хывнă «Нарспи» ушкăн – 35 çулта
Пушкăртстанри чăвашлăх никĕсне хывнă «Нарспи» ушкăн – 35 çулта
Пушкăртстанри чăвашлăх никĕсне хывнă «Нарспи» ушкăн – 35 çулта
Пушкăртстанри чăвашлăх никĕсне хывнă «Нарспи» ушкăн – 35 çулта
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: