Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
10 Кӑрлач 2022, 09:25

Вăл хăй тĕслĕхĕпе ытти таврапĕлÿçĕсене те хавхалантарать

Пирĕн ăсчахсем хушшинче тĕрлĕ тĕпчевсем ирттересси, ял историйĕсене, чăваш халăх сăмахлăхне тĕпчесе кĕнекесем кăларасси йăлана кĕнĕ. Ун пек кăларăмсенчен пĕри – Александр Парфирьевич Михайлов (Аляккав Санькки) пухса хатĕрленĕ «Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсен тата çунатлă пуплевсен чăвашла-вырăсла пуххи». Ăна эпир, редакци ĕçченĕсем, кашни кунах алла илетпĕр, усă куратпăр, яланах Александр Парфирьевича тав тăватпăр.

Вăл хăй тĕслĕхĕпе  ытти таврапĕлÿçĕсене те хавхалантарать
Вăл хăй тĕслĕхĕпе ытти таврапĕлÿçĕсене те хавхалантарать

Кĕнеке авторĕ пирки калас пулсассăн, вăл 1937 çулхи январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче çуралнă. Вăрçă вăхăчĕпе тÿр килнĕ ачалăхĕ тата çамрăклăхĕ Çтерлĕ районĕнчи Айгуль ялĕнче иртнĕ. 1953 çулта çичĕ класлă шкула пĕтерсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Салават хулине пурăнма куçнă. Салтака кайма вăхăт çитиччен сварщик пулса ĕçленĕ. Хĕсмет хыççăн (1956-1959 çç.) Йĕкенпуç каччи малалла вĕреннĕ тата ĕçленĕ. Ĕçлекен çамрăксен каçхи шкулне (1959-1962 çç.) пĕтерсе Свердловск хулине тухса кайнă, асăннă хулари юридици институтне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн (1964-1969 çç.) Чăваш Республикинчи прокуратурăсенчен пĕринче, каярах Салават хулинче следователь пулса ĕçленĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен хулари предприятисенче юрисконсультант пулса тăрăшнă.
Литература ĕçне салтак аттине тăхăннă хыççăн пуçăннă. Унăн очеркĕсемпе калавĕсем, статйисем тĕрлĕ çар кăларăмĕнче пичетленнĕ. 1985 çулта çĕнйĕркелÿ пуçланнипе хавхаланса Александр Парфирьевич манăçа туха пуçланă тăван чĕлхине çĕнĕрен алла илме пуçланă. Темиçе çул хушши чăваш ялĕсем тăрăх çÿресе чăваш халăх юррисене, ваттисен сăмахĕсене, каларăшсене, çунатлă пуплевсене пуçтарнă. Çав çулах чăваш сăмахĕсене тĕрĕс калама, тăван чĕлхе грамматикине вĕренме пуçланă. Ялсем тăрăх çÿрени, уйрăмах Айгуль ялĕнче пулни, ахаль иртмен. 2001 çулта пухнă материалсемпе усă курса А.П. Михайлов хăй шучĕпе «История села Айгуль» кĕнеке кăларнă. Вулакансем, уйрăмах пĕрялсем, ăна хапăлласа йышăннă. «История села Айгуль» кун пек жанрпа тухнă пĕлÿ çăлкуçĕсенчен пĕрремĕшĕ пулса тăнă. Часах ытти таврапĕлÿçĕсем те унран тĕслĕх илсе çавăн пек кĕнекесем кăлара пуçланă.
А.П. Михайлов 20 çул хушши чăваш фольклорĕ, ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем пуçтарнă. Унтан вĕсене вырăслана куçарнă. Нумай çул тăрăшнă хыççăн тепĕр кĕнеке «Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсен тата çунатлă пуплевсен чăвашла-вырăсла пуххи» кун çути курнă. Кăларăм Шупашкар хулинче 2006 çулта 1000 экземплярпа пичетленнĕ. Кĕнекене сахал мар специалист пысăка хурса хак панă.
2013 çулта А.П. Михайлов хăйĕн виççĕмĕш кĕнекине «Пушкăртстанри чăвашсен юррисем» кун çути кăтартнă. Александр Парфирьевич 2014 çулта пичетленнĕ «Пушкăртстанри кĕске чăваш энциклопедине» кăларас ĕçре те пысăк пулăшу панă. Вăл çырса хатĕрленĕ вунна яхăн ентешĕн – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем тата тыл ĕçченĕсем – ячĕсем энциклопедие кĕнĕ.
2018 çулта вăл 850 страница ытла «Жизнь, какою она была» автобиографилле ĕçсен пуххине çырса хатĕрленĕ. Юлашки çулсенче А.П. Михайлов маларах кăларнă кĕнекисене тепĕр хутчен кун çути кăтартас тесе тăрăшать. Ăна 2006 çулта Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн пайташне суйланă. Нумай çул хушши таврапĕлÿ ĕçне илсе пынăшăн А.П. Михайлова 2002 çулта Чăваш культура обществин Хисеп хучĕпе, С.М. Яндуш медалĕпе (2012 ç.) наградăланă.
Çавăн пек пултаруллă чăвашсем пурăнаççĕ пирĕн хушăра.
Надежда РОДИОНОВА.
Салават хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: