Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Юбилей
12 Кӑрлач 2022, 11:29

Тыл ĕçченĕн пурнăçĕ паттăрлăхпа тулли пулнă

Çĕнĕ çул умĕн Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ Вера Андреевна Тимофеева хăйĕн 90 çулхи чаплă юбилейне паллă тунă.

Тыл ĕçченĕн пурнăçĕ паттăрлăхпа тулли пулнă
Тыл ĕçченĕн пурнăçĕ паттăрлăхпа тулли пулнă

Сумлă кинемее çуралнă кунпа РФ Президенчĕ Владимир Путин çыру ярса саламланă. Çавăн пекех тыл ĕçченне тăванĕсемпе çывăх çыннисем, ял Канаш пуçлăхĕ Ирина Захарова тата культура çурчĕн ĕçченĕсем нумай ăшă сăмах каланă.
Вера Андреевнан пурнăçĕ çăмăл мар, анчах паттăрлăхпа тулли пулнă. Унăн ачалăхĕ хăрушă вăрçă çулĕсемпе тÿр килнĕ. Вăл вăхăтри аса илÿсем унăн пуçне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.
Çулĕсем самаях пулин те кинемей хăйне лайăх туять. Вăл çывăх çыннисен тимлĕхне туйса пурăнать. Тыл ĕçченĕ вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхне те уçса панă:
– Ĕçлемелле, юлхавланмалла мар. Сывлăхлă пурнăç йĕрки тытса пымалла, – тенĕ сумлă ватă.
Вера Андреевна мăшăрĕпе 56 çул пурăннă, тăхăр ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун кинемее вун тăватă мăнук тата вун çичĕ кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать.
Вера Андреевнана юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх тата çĕр çула çитме сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ,
Треппел ялĕ.

Тыл ĕçченĕн пурнăçĕ паттăрлăхпа тулли пулнă
Тыл ĕçченĕн пурнăçĕ паттăрлăхпа тулли пулнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: