Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
26 Кӑрлач 2022, 11:07

Пире хăй юратăвне ним юлмиччен парнелекен анне

Январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче пирĕн анне, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ăхпуç ялĕнче пурăнакан Галина Григорьевна Афанасьева, 80 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет.

Пире хăй юратăвне  ним юлмиччен парнелекен анне
Пире хăй юратăвне ним юлмиччен парнелекен анне

Çак йĕркесем аннен çăмăлах мар пурнăçне, эпир хаклă çын умĕнче пуç тайнине кăтартса параççĕ. Кунта пирĕн аннен çеç мар, вăрçă вăхăтĕнче çуралнă, халĕ пурнăçран уйрăлса каякан ăрăвăн кун-çулĕ те сăнарланнă. Вăл вăхăтри нумай çыннăнни пекех аннен пурнăçĕ çăмăл килмен, кашни кунĕ ĕçре иртнĕ.
Юратнă çыннăмăр Пишпÿлек тăрăхĕнчи Йăкăнашки ялĕнче Григорий Николаевичпа Феодосия Ивановна Портновсен çемйинче çуралнă. Хăйĕн ашшĕне курма шăпа пÿрмен ăна. Кукаçи фронта тухса кайнă та тăван килне урăх таврăнайман.
Анне мĕн пĕчĕкрен нумай ĕçленĕ. Ял пурнăçĕ юлхавсене юратмасть. Çичĕ класс пĕтерсенех колхозра ĕçлеме пуçланă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра вăй хунă.
1959 çулта анне, ун чухне çамрăк хĕр, Порфирий Лазарева качча тухнă. Çемьере пĕрин хыççăн тепри Людмила тата Альбина хĕрĕсем çуралнă. Анчах та телейлĕ çемье пурнăçĕ вăраха пыман, пĕр кĕтмен çĕртен упăшки пурнăçран уйрăлса кайнă. Иккĕмĕш хут анне Ананий Афанасьева качча тухнă. Унпа 11 çул пĕрле пурăннă. Ананий мăшăрĕ чирлесе вилнĕ. Иккĕмĕш упăшкипе пурăннă чух Алена хĕрĕ, Андрейпа Алексей ывăлĕсем çуралнă.
Кулленхи йывăр ĕçе пăхмасăр анне нихăçан та пурнăçа ÿпкелешмен. Ĕçчен те ырă кăмăллăскер ачисене хăй пекех пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Вăл – чăн-чăн ял ĕçченĕ, ыттисене яланах пулăшма хатĕр çын. Ăшпиллĕх тата хĕрхенÿ туйăмĕ – акă аннене хак паракан тĕп паллăсем. Ытти нумай анне пекех вăл та ачисем хăйсенчен лайăхрах пурăнччăр тесе ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та хăй умне тĕпренчĕкĕсене вĕрентсе кăларса тивĕçлĕ професси пама, ура çине тăратма тĕллев лартнă. Пуян пурнăçпа пулмасан та мĕн пуррипе хапăл пулса яланах пĕр çемье пек пурăнма вĕрентнĕ. Йывăр вăхăтра ачисене яланах пулăшма, ăнланма хатĕр çывăх çын пурри çинчен аса илтерсех тăнă.
Вăхăт сисĕнмесĕр иртнĕ. Ачисем ÿссе çитĕннĕ, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем çуралнă. Сакăр вунă çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ май анне пысăк та туслă çемйипе мăнаçланма пултарать. Мăнаçланма тивĕç те.
– Эпĕ – пуян кукамай, асанне, – тет вăл савăнса, – манăн çичĕ арçын ача мăнук, пĕр хĕр ача мăнук, ултă кĕçĕн мăнук пур. Вĕсем пурте мана юратаççĕ, пулăшма, май пур таран тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ.
Анне вăхăт иртнине парăнмасть. Пурнăç çине хавас куçпа пăхать. Ун çине сăнаса пăхатăн та тĕлĕнетĕн: йывăр ĕç те, хуйхи-суйхи те чунне хытарман. Яланах уçă, ырă кăмăллă анне ачисене хăй пек пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Вăл пире юратăвне ним юлмиччен парнеленĕ, халĕ çав юрату, тимлĕх хăйĕн патне таврăнать. Эпир, ачисем, питĕ туслă, анне патне час-часах кайса çÿретпĕр. Мăнукĕсем те кукамăш-асламăш патĕнчен тухма пĕлмеççĕ.
Анне эпир килсен савăнать, кăпăшка икерчĕ, кукăльсем пĕçерет. Вĕсем унăн питĕ тутлă пулаççĕ.
– Халĕ эпĕ питĕ лайăх пурăнатăп, – тет вăл.
Ун пек чухне пичĕ çуталса, куçĕсем айĕнчи пĕркеленчĕкĕсем якалса каяççĕ, тути çинче йăл-кулă вылять.
Пирĕн анне пурнăç интересне çухатман, районти пур хыпарсене те пĕлме тăрăшать, телевиденипе кăтартакан кăларăмсене те сиктермест. Пирĕншĕн анне кулнă, куçĕсем телейпе тулнă самантсенчен хакли нимĕн те çук. Унăн кĕмĕлленнĕ çÿç пайăркисем çине хурланса пăхатăн, пичĕ çинчи кашни пĕркеленчĕкĕшĕн хăвна ятлатăн. Шел пулин те, нумай чухне çакна вăхăт иртнĕçемĕн çеç ăнланма пуçлатăн. Аннен пурнăçне вăрăмрах та телейлĕрех тăвасси пирĕн тĕп тивĕç тесе шутлатпăр.
Хаклă çыннăмăр хăйĕн çăмăл мар пурнăçĕ çинчен кулăпа каласа панинчен тĕлĕнетпĕр. Унпа пĕр ÿсĕмрисем нумай ĕçленĕ, вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра та малалла пурăнма вăй-хăват çитернĕ. Анчах та çынсем пурнăçа ÿпкеллешсе калаçман. Мĕн пуррипе, сахал пулсан та, савăнма пĕлнĕ.
Юбилее анне патне пуçтарăнма ĕмĕтленетпĕр. Ăна çирĕп сывлăх, телей, нумай çула ăнăçу сунатпăр, пуриншĕн те тав тăватпăр.
Ачисен ятĕнчен
Галина АФАНАСЬЕВА кинĕ.
Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: