Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
16 Нарӑсӑн 2022, 10:55

Сумлă çын кун-çулĕ тĕслĕх вырăнне

Утмăл çул ытла пурăнать Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче лăпкă та сăпайлă, кăмăлĕпе уçă Галина Федоровна Борисова. Кăçалхи февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче сумлă кинемей 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Сумлă çын кун-çулĕ тĕслĕх вырăнне
Сумлă çын кун-çулĕ тĕслĕх вырăнне

Галина Федоровна Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкулта 10 класс пĕтернĕ. 1961 çулта вун тăххăрти хĕр Кивĕ Сименкке ялĕнче пурăнакан каччăпа Николай Борисовпа пĕрлешнĕ. Çамрăксем кил-çурт хăпартнă, хăйсен хуçалăхне йĕркеленĕ. Мăшăр 4 ача çуратса ÿстернĕ. Ачисем пурте тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕннĕ. Халĕ Галина Федоровна килĕнче пĕчченех пурăнать. Шел пулин те Николай Платонович вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çулĕсем чылай пулсан та ăш пиллĕ те тарават асанне-кукамай ĕçсĕр лармасть, алă ĕçĕпе киленет. Ачисемпе мăнукĕсем çывăх çынни патне килсех тăраççĕ, май çитнĕ таран пулăшаççĕ. Сумлă ватă вĕсене яланах хапăл туса кĕтсе илет, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать.
Çак кунсенче Сименкке ял Канаш хутлăхĕн администраци тата культура ĕçченĕсем Галина Федоровнăна 80 çулхи юбилей ячĕпе саламларĕç.
Галина Борисован ĕç кĕнекинче нумай çырман. Хăй каласа панă тăрăх, колхозра виçĕ çул тăрăшнă хыççăн клуб заведущийĕ пулса 5 çул ĕçленĕ, унтан тепĕр 5 çул библиотекарь тивĕçне пурнăçланă. Çирĕм пилĕк çул ытла Сименкке ял Канаш ĕçтăвкомĕн секретарĕ, унтан ĕçсен управляющийĕ пулса тăрăшнă.
Хисеплĕ Галина Федоровнăна сумлă юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хăват сунатпăр. Ял пуласлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн тăрăшнишĕн тав тăватпăр. Сирĕн пуян пурнăç опычĕпе ăс-хакăлăр çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнне шутланать.
Татьяна НИКИТИНА,
Сименкке ял Канаш администрацийĕн ĕçченĕ.
Пелепей районĕ.

Сумлă çын кун-çулĕ тĕслĕх вырăнне
Сумлă çын кун-çулĕ тĕслĕх вырăнне
Сумлă çын кун-çулĕ тĕслĕх вырăнне
Сумлă çын кун-çулĕ тĕслĕх вырăнне
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: