Урал сасси
+24 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
1 Мартӑн 2022, 11:06

Аркадий Русаков ÿт-пĕве те, чуна та сиплекен çыравçă

Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх валеçмест пулин те, кашниех пурнăçра хăйĕн юратнă ĕçне тупать. Аркадий Никандрович Русаков – сывлăх сыхлав системинче ĕçлекен республикăри пĕртен-пĕр çыравçă. Вăл март уйăхĕн пуçламăшĕнче хăйĕн сумлă юбилейне паллă турĕ. Юбилей вăл – паллă кун, чарăнса тăрса каялла çаврăнса пăхса иртсе кайнă кунсем пирки савăнса аса илмелли вăхăт. Хисеплĕ çыравçа, тухтăра çавра датăпа саламласа унпа редакци тĕпелĕнче калаçу ирттертĕмĕр.

Аркадий Русаков ÿт-пĕве те, чуна та сиплекен çыравçă
Аркадий Русаков ÿт-пĕве те, чуна та сиплекен çыравçă

– Аркадий Никандрович, ачалăхăр тата çемйĕр çинчен каласа параймăр-и?
– Эпĕ Пушкăртстан Республикинчи Федоровка районне кĕрекен Кинчеккей (Веселовка) ялĕнче 1952 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕнче çемьере пĕрремĕш ача пулса çуралнă. Манăн тăван ял икĕ ту хушшинче, вăрманлă-сăртлă тата уй-хирсем сарăлса выртакан илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Кинчеккей 1927 çулта кÿршĕ Ашкатар (Кирюшкино) ялĕнчен уйрăлса тухнă. Атте - Никандр Николаевич Русаков - колхоз ферминче выльăх пăхакан, учетчик, ферма заведующийĕ пулса ĕçлерĕ, унтан пушар хурал чаçĕнче тата тĕрлĕ ĕçре вăй хучĕ. Анне - Клавдия Ивановна - колхозра тĕрлĕ ĕçре чунне парса тăрăшрĕ. Анне юрлама питĕ юрататчĕ. Вăл пĕччен чухне те, хăнара та юрăсем шăрантаратчĕ. Чылайăшĕн сăмахĕсене хăех шухăшласа кăларатчĕ. Атте те аннепе пĕрле юрлама кăмăллатчĕ. Манран кĕçĕнреххисем Петя, Федя, Илья шăллăмсем тата Зина йăмăк пулчĕç. Пире аттепе анне ĕçчен, ваттисемпе сăпайлă, кирлĕ чухне çирĕп кăмăллă пулма, йывăрлăхсен умĕнче алă усмасса вĕрентсе ÿстерчĕç. Хăйсем хаяр вăрçа пула шкулта нумай вĕренеймен пирки пире пĕлÿ пама тăрăшрĕç.
– Тăван ен, тăван чĕлхе сирĕн пурнăçăрта мĕнле пĕлтерĕшлĕ?
– Шкула кайиччен эпĕ, мĕншĕн иккенне пĕлместĕп, хамăрăн тăван Кинчеккей ялне тĕнчен варри вырăнне йышăнаканччĕ. Çапла шутлама сăлтавĕ те пулнă пуль çав. Мĕншĕн тесен унăн вăрăм урамĕн ферма вĕçĕ кăнтăралла, Çÿлти пĕве вĕçĕ çурçĕрелле тăсăлса выртатчĕ. Аслисем пире çурçĕрпе кăнтăр ăçта иккенне урам вĕçĕсем тăрăх пĕлме хушатчĕç. Калăн, çĕр варринчи компас евĕр пулнă вăл пирĕншĕн. Ялта чăвашсем кăна пурăннăран маншăн тĕнчери чи аслă халăх пек туйăнатчĕ. Чăваш чĕлхи те тĕнчери чи пĕлтерĕшлĕ чĕлхе пекчĕ. Ÿсерехпе, пирĕн ялпа кÿршĕллĕ ялсенче тутарсемпе пушкăртсем, вырăссемпе мăкшăсем пурăннине пĕлтĕм, вĕсен те хăйсен чĕлхисем пурринчен тĕлĕнтĕм. Каярахпа, пирĕн çĕршывра вырăс халăхĕ чи пысăк халăх пулнăран, пирĕн те, унран пĕчĕкрех халăх çыннисен, вырăс чĕлхине вĕренмелли çинчен пĕлтĕм. Анчах, пурпĕрех, чăваш чĕлхи маншăн тĕнчери чи пĕлтерĕшлĕ, чи тăван чĕлхе пулма пăрахмарĕ. Халиччен те çапла. Çавăнпа паян хăйсем те, ачисемпе те чăвашла калаçман чăвашсенчен эпĕ, çемçен каласан, питĕ тĕлĕнетĕп. Шухăшсене çивĕчрех те калама пултаратăп. Уйрăмах, хăйсем чăваш пулнине тĕрлĕ çĕрсенче пытарса çÿрекен чăвашсем çинчен.
– Шкулта вĕреннĕ тапхăр мĕнпе асра юлчĕ-ши?
– Пирĕн ялта (эпир пĕчĕк чухне) пуçламăш шкул çеç пулнăран, эпир, Кинчеккей ачисем, пуçламăш классем хыççăн çулла велосипедсемпе, хĕлле йĕлтĕрсемпе сакăр çухрăмра вырнаçнă Урал ялĕнчи сакăр класлă шкула çÿреттĕмĕр. Хĕллехи кунсенче е интернатра, е хваттерте пурăнаттăмăр, канмалли кунсенче киле мунча кĕме таврăнаттăмăр. Питĕ туслăччĕ эпир. Яланах пĕрле, колоннăпа çÿреттĕмĕр. Колонна пуçĕнче аслăрах та вăйлăрах ача велосипедпа е йĕлтĕрпе ертсе пырать, хыçĕнче асли кĕçĕнреххисене тимлет. Çакăн çинчен эпĕ «Чуллă вар» повеçре те çырса кăтартнăччĕ. Шкулта сайра хутра сăвăсем çыркалаттăм. Пĕрремĕш сăвă Çĕнĕ çул çинченччĕ, стена хаçатĕнче кăларчĕç. 1967-мĕш çулта эпĕ сакăр класс пĕтертĕм. Уралта ун чухне çул вăтам шкул марччĕ-ха, вăтам шкул унта 1968-мĕш çулта уçрĕç. Çавăнпа эпĕ тăххăрмĕш класа каяймарăм. Манăн умра ăçта вĕренме кĕрес ыйту тухса тăчĕ.
– Ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ эсир?
– Пĕчĕк чухне пиртен нумайăшĕ паттăр летчик, полярник, геолог профессийĕсем çинчен ĕмĕтленетчĕç. 1961 çулта Юрий Гагарин, ун хыççăн Герман Титов космоса вĕçни, Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕ Андриян Николаев тĕнче уçлăхĕнче пулни уйрăмах хавхалантарчĕ. Чăваш паттăрĕшĕн питĕ савăнтăмăр, унпа мăнаçланаттăмăр! Шкулта чылайăшĕ космонавт пуласси пирки ĕмĕтлене пуçларĕç. Герман Титов космоса вĕçнĕ кун эпир хамăра летчик-космонавтсем пек туйса, ялти лаша картин тăрринче пĕрне-пĕри хăваласа тытмалла вылярăмăр. Мана тытас текен ачаран тарса, карта тăрринчен çĕр çине сикрĕм те пуçа вăйлă ыраттартăм, кĕске вăхăта тăна çухатрăм. Çапла килсе тухрĕ паттăрла професси çинчен ĕмĕтленни!
– Мĕншĕн пурнăçăра медицина профессийĕпе çыхăнтарма шутларăр?
– Карта тăрринчен ÿкнине пулах сакăр класс хыççăн çĕр çинчи профессие суйламалла пулчĕ. Вĕренÿ заведенийĕсен справочникне пăхса лартăм-лартăм та Салават хулинчи индустри техникумне вĕренме кĕме шутларăм. Атте мана унти тăвансем патне леçрĕ те киле таврăнса кайрĕ. Тепĕр кун, техникума кайса, документсене патăм. Хулари медицинăпа санитари чаçне комисси иртме ячĕç. Кăнтăрла иртнĕ вăхăта, терапевтсăр пуçне, ытти тухтăрсене иртсе пĕтертĕм. Эрне кунччĕ. «Терапевт паян пулмасть, тунти кун кăна пулать» – терĕç. Нумай шухăшламасăр, автобус çине лартăм та яла таврăнса кайрăм. Анчах тунти кун та, тепĕр кун та Салават хулине урăх каймарăм. Çакăн вырăнне пĕчченех Çтерлĕри медицина училищине документсене кайса патăм. Çапла пурнăçа медицинăпа çыхăнтартăм та. Çтерлĕпе çыхăннă аса илÿсем «Ялтан кайсан» повеçре вырăн тупрĕç.
– Салтак пăттине ăçта çиме тÿр килчĕ?
– 1971 çулта медицина училищине пĕтернĕ хыççăн, икĕ уйăх район больницинче ĕçлесен, çара кайма вăхăт çитрĕ. Пушкăртстанри аллă çамрăк фельдшера Инçет Хĕвелтухăçне пограничник тивĕçне пурнăçлама илсе кайрĕç. Малтан Приморьене, кайран Курил утравĕсен çурçĕрти Шумшу утравĕ çинчи заставăна лекрĕм. Утравăн пĕр енче - Лăпкă океан, тепĕр енче – Охотски тинĕсĕ. Штормсем, çил-тăвăлсем! Çакăнта икĕ çул иртрĕ. Çулсем иртсен унта курни-илтнисем тăрăх «Инçетри тухăçра – чикĕре», «Чикĕри тĕлпулу» кĕнекесем çыртăм.
– Литературăри пĕрремĕш утăмсем çинчен ыйтса пĕлес килет?
– 1973-1980 çулсенче Ĕпхÿри мединститутра вĕрентĕм, çав çулсенче тĕрлĕ вăхăтра хулан «Васкавлă пулăшу» станцийĕнче, УТТУра троллейбуссемпе трамвайсен водителĕсене рейс умĕн медосмотр ирттерес ĕçре, институт кафедринче ĕçлерĕм. «Медик» ятлă институт хаçачĕн редакцине кĕске юморескăсемпе калавсем кĕртсе параттăм, çутта кăларатчĕç. Анчах институтра эпĕ литературăпа питех кăсăкланман, сайра хутра çеç. Кайран, нумай çул иртсен, хула пурнăçĕнчи пулнисене асра тытса «Айăп», «Ваннă кĕленче» тата ытти калавсем çуралчĕç.
– Авалхи Рим политикĕ Плиний Кĕçĕнни «Литература – чун илемĕ» тенĕ. Эппин çыравçă – чун сиплевçи. Эсир вара ÿт-пĕве те, чуна та сиплетĕр. Хавхалану ăçтан тупатăр?
Институт хыççăн пĕр çул Салаватра неврологипе интернатура иртрĕм те 1981 çултанпа Федоровкăри район больницинче невролог пулса ĕçлетĕп. Вăрах вăхăт нарколог пулса та вăй хутăм, психиатр çук вăхăтра унăн тивĕçĕсене те пурнăçларăм. Неврологи уйрăмĕ пур чухне унăн заведующийĕ пулса ĕçлерĕм. Литература ĕçĕпе шăпах çак вăхăтра кăсăкланма пуçларăм. Уйрăмах Çтерлĕре «Шуратăл» литпĕрлешÿ йĕркеленни хавхалантарчĕ. Унччен ун-кун чăвашла сăвăсем çыркалаттăмччĕ. 1989 çулта çавсене литература пĕрлешĕвне ярса патăм. Чĕнтерчĕç. Унта вăл вăхăтри питĕ вăйлă та талантлă чăваш çыравçисемпе паллашрăм. Литпĕрлешÿре Н.Леонтьев, А.Савельев-САС, Б.Борлен, В.Енĕш, М.Ишимбай, В.Озеров тата ыттисем вăй хуратчĕç. Вĕсем маншăн вĕрентекенсем пулса тăчĕç. Пелепей хулинче «Урал сасси» хаçат уçăлни те питĕ пулăшрĕ. Хаçатра вăл вăхăтра та, халĕ те шуратăлçăсен хайлавĕсене пичетлесе кăларатчĕç, кăлараççĕ те. Чăваш Республикинчи кăларăмсенче те кун çути курсах тăраççĕ. Çакă пултарулăх шайне аталантарма пулăшрĕ те. 2007 çултан ЧР тата РФ писателĕсен членĕ пулса тăтăм. Эпĕ – 11 кĕнеке авторĕ. Виççĕшĕ - вырăсла, саккăрăшĕ - чăвашла. Вырăслисем пурте чăваш халăх историне тĕпчессипе çыхăннă. Вĕсенчен чи калăпăшли «Страницы чувашской истории» ятли. Юлашки çулсенче чăвашсен историйĕпе çыхăннă поэмăсемпе повеçсем çыртăм. «Эпир кунта хĕçпе килмен» роман кун çути курчĕ. 2021 çулхи декабрь уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче «Юрату каçарма чĕнет» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна вулакансене вуласа хаклама сĕнетĕп. Унта историпе çыхăннă пĕр повесть тата хальхи пурнăçа сăнласа паракан калавсем кĕчĕç. А.Никитин, А.Мингалев, В. Николаев, И.Сухарева, П.Русаков шăллăм тата ытти композиторсем манăн сăвăсем валли музыка çырнă юрăсем те пур. Врач пулса ĕçленĕ май литература пултарулăхĕнче те вăй хуни манăн пурнăçа ăс-хакăл енчен пуянлатать, кăмăла çĕклет.
Литература анинче ĕçлеме мана «Шуратăл» литпĕрлешÿре тăни пулăшать. Эпир пĕр-пĕрне хамăрăн хайлавсене кăтартатпăр, пулăшатпăр. Тата яланах манăн пĕрремĕш вулакан, критик, канаш паракан Любовь Ивановна мăшăрăм пулса тăрать. Тавтапуç ăна çакăншăн!
– Тавах, Аркадий Никандрович. Сире юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, тулăх пурнăç, нумай çул савăнса пурăнма, вулакансене çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарма сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА калаçнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: