Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
9 Мартӑн 2022, 10:51

Леонтьевсен – сапфир туй

Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан Петр Федоровичпа Тамара Леонидовна Леонтьевсем пĕрлешнĕренпе март уйăхĕн 6-мĕшĕнче 45 çул çитрĕ.

Леонтьевсен – сапфир туй
Леонтьевсен – сапфир туй

Мăшăрлă пурнăçăн çулталăкĕ – çемье календарĕнче пĕлтерĕшлĕ дата. Çак кун телейпе юратăвăн чăн-чăн уявĕ. Хĕрĕх пилĕк çулхи пĕрлехи пурнăç юбилейне ахальтен сапфир туй тесе каламаççĕ пулĕ. Хĕрĕх пилĕк çул пĕр-пĕрне ăнланса, çума-çумăн пурăнакан çынсен çыхăнăвĕ паллах çирĕп. Çемье уявĕ юбилярсемшĕн те, вĕсен ачисемпе мăнукĕсемшĕн те пысăк уяв шутланать. Леонтьевсем сумлă, тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем. Вăрах вăхăт пĕрле пурăнаканскерсен ĕмĕрĕнче чылай тĕл пулусем, ачасем çуралнипе, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе çыхăннă пулăмсем пулса иртнĕ.
– Хĕрĕх пилĕк çул пĕр самант пек иртсе кайрĕ. Куллен ĕçе çÿренипе, кил-çурт, хуçалăх илсе пынипе, ачасене ÿстерес, воспитани парас ыйтусене татса панипе ĕмĕр иртнине сисмесĕрех юлатăн, – тет мăшăр. – Пурнăçра тĕрли пулнă: лайăххипе начарри, кăмăла савăнтараканни тата хурлантараканни. Анчах та эпир чи кирлине, пĕр-пĕрин хушшинчи ăнланулăха, хисеплĕхе, юратăва упраса хăварма пултарнă. Пур çамрăк мăшăра та сапфир туйччен телейлĕ пурăнма сунатпăр.
Юбилярсем пĕр-пĕрне суйласа илнишĕн нихăçан та ÿкĕнмен, ÿпкелешмен. Виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани тата аслă пĕлÿ панă. Петр Федоровичпа Тамара Леонидовнан пысăк та туслă çемье. Кил-йышпа мăнаçланмалли сăлтавсем те чылай, хальхи кунччен мăнукĕсене воспитани парас ĕçе хастар хутшăнаççĕ.
– Пĕр-пĕринпе эпир 1974 çулта паллашрăмăр, –аса илет Тамара. – Ун чух эпĕ 17 çул тултарнăччĕ, Петĕр – 20 çултаччĕ. Вăл Кандра-Куль ялне килнĕччĕ, çавăнта паллашрăмăр та. Пĕр-пĕринпе виçĕ çул тĕл пултăмăр. Петĕр ман пата машинăпа килсе çÿретчĕ, унпа пĕрле каçсерен клуба тухаттăмăр. Савни Тельман (Эрнст Тельман) ячĕллĕ колхозра водитель, эпĕ пульницăра повар пулса тăрăшаттăмăр.
1977 çулхи март уйăхĕнче çырăнас, пĕр-пĕринпе мăшăрланас терĕмĕр. Çав кун кутсăр-пуçсăр тăман тустарнине лайăх астăватăп. Çитес çĕре машинăпа мар, ДТ-75 гусеницăллă тракторпа çитрĕмĕр. 1982 çулта çĕнĕ çурт хăпартса пурăнма куçрăмăр.
Хальхи вăхăтра Леонтьевсем хуçалăх тытса пурăнаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Тамара Леонидовна чечексем ÿстерме юратать. Хăйĕн чун киленĕвне вăхăт та, вăй та шеллемест. Сапфир туй уявне Леонтьевсем ачисемпе, мăнукĕсемпе тата тăванĕсемпе пĕрле пуçтарăнса паллă турĕç.
Людмила ПЕТРОВА.
Пишпÿлек ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: