Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
22 Мартӑн 2022, 11:36

Пелепей район корреспонденчĕ, педагог, музей ертÿçи, таврапĕлÿçĕ…

Пиртен кашниех хайне евĕрлĕхпе, пултарулăхпа, ăсталăхпа уйрăлса тăрать. Паллах, кам-тăр чун туртăмне пĕчĕкренех туйса пурнăç çулĕ çине тăрать, тепри вара çулсем иртнĕçемĕн тин юратнă ĕçне кÿлĕнет. Чи пахи кунта – пурнăçăн хуть хăш тапхăрне те тивĕçлĕ утса тухасси, хăв хыççăн ырă йĕр хăварасси …

Пелепей район корреспонденчĕ, педагог, музей ертÿçи, таврапĕлÿçĕ…
Пелепей район корреспонденчĕ, педагог, музей ертÿçи, таврапĕлÿçĕ…

Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнакан М.П. Сидоровпа пуçласа шкулта вĕреннĕ çулсенче паллашнăччĕ. Чăваш ачисене вырăс чĕлхине вĕрентес ĕçре вăй хунисĕр пуçне вăл кашнинпе пĕр чĕлхе тупма, çумри çынсене ăнланма, вĕсене пулăшма тăрăшнипе уйрăлса тăратчĕ, вĕренекенĕн ырă енĕсене палăртма тăрăшатчĕ.
Пĕррехинче, шкулсен хушшинче ирттернĕ мероприятие хутшăннă хыççăн Михаил Петрович мана район хаçатне заметка çырма ыйтрĕ. Çапла пуçласа журналистикăна çул уçаканĕ маншăн М. П. Сидоров пулчĕ тесен те йăнăш пулмасть. Шкулта вăй хунисĕр пуçне унăн статйисем «Знамя Победы», унтан «Вперед» хаçатсенче пичетленетчĕç, халĕ те вăл «Белебеевские известия» хула тата район кăларăмĕпе тачă çыхăну тытать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче республика шайĕпе çутă курнă «Урал сасси» чăваш хаçатне те вăл хапăлласа йышăнчĕ, вăрахламасăр штатра тăман корреспондентсен йышне кĕчĕ. Редакцире вăй хуракансем ун ал çырăвĕсене хапăлласа йышăннине, пысăк шая хурса хакланине пĕрре мар асăрханă. Пелепей район корреспонденчĕ – вулакансене кăсăк та пуян материалсемпе «сăйланисĕр» пуçне чăваш хаçатне хастар агитацилекенĕ те. Çырăнтару тапхăрĕнче вăл, хуçалăхри ĕçĕсене пăхмасăр, редакци ĕçченĕсемпе килрен-киле çÿренĕ вăхăтсем халĕ те асра. Хăйсен ялĕнче пурăнакансемпе васкамасăр, майне пĕлсе калаçма тăрăшнине, вĕсен кил-йышĕнчи лару-тăрупа, сывлăхĕсемпе интересленнине пĕрре мар асăрханă. Çакнашкал тĕлпулусенче чăваш хастарĕ çурт хуçисен ăсталăхне, пултарулăхне палăртма та манмастчĕ. «Урал сасси» хаçат тиражне ÿстерес тĕллевпе Ярмулай корреспонденчĕ пĕрре кăна мар ентешĕсене хăй шучĕпе «Урал сасси» çырăнса панă, çуралнă кунпа саламласа юратнă кăларăма парнеленĕ.
Михаил Петрович тăван тавралăха, унта пурăнакан çынсене питĕ юратать. Ăна та сума сăваççĕ тата хисеплеççĕ. Чăваш чунлă ентешĕмĕр ял-йышăн, ăна пĕлекен тĕрлĕ тăрăхри çынсен хисепне хăçан тивĕçнĕ-ши? Хуравĕ те ансат – ĕмĕр тăршшĕпе.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, корреспондент тата таврапĕлÿçĕ… Ял историне, пултаруллă çынсене, чăваш йăли-йĕркине, культурине унтан лайăхрах пĕлекен çын çук та пулĕ. Ялта ирттерекен концертсене май пур таран хутшăнать, вырăнти хăйпултарулăх ушкăнне çÿрет.
Çемье архивĕнче упранакан материалсенчен мĕн тата кам çинчен кăна пĕлсе пулмасть-ши! Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа М.Сидоров ял историйĕпе, ентешĕсемпе çыхăннă кĕнеке валли ал çырăвĕсем хатĕрлет. Шел, питĕ шел, укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пула таврапĕлÿçĕн ĕçне хальлĕхе алла тытса хаклама май çук. Анчах паянхи кун, пулас кĕнеке авторĕ, çак лару-тăруран тухма пулăшакан çул-йĕр шырать. «Пĕр çын сурать – сурчăк пулать, халăх сурать – кÿлĕ» тенĕ ваттисем. Пĕтĕмлетсе каласан, пысăк ĕç валли пĕчĕк пулăшу кирлĕ. Тен, вулакансем те çак пархатарлă ĕçе хутшăнĕç?
М. Сидоров миçе ăрушăн ырă тĕслĕх шутламасть-ши? Калама йывăр. Çапах та хăш-пĕринпе паллаштарасшăн:
Эльвера Мурзакова, Пелепей хули:
– М.П. Сидоров мана вĕрентмен, анчах ăна тăтăшах тĕрлĕ мероприятире куратăп. Питĕ кăмăллă, кашнин пе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен, тимлĕ çын. Темшĕн-тĕр «Май пур таран пулăшма тăрăшакан асатте» тесе калас килет ун пирки. Вырăнти ветерансен Канашĕн председателĕ пулнă май ватăсене пысăк тимлĕх уйăрать, вĕсене ялан çуралнă кунĕсемпе саламлать.
Марина Герасимова, Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕ:
– Михаил Петрович – пуçланă ĕçе ялан вĕçлеме тăрăшакан çын. Кĕнеке валли сахал мар материал хатĕрленĕ вăл. Ал çырусемпе тăтăшах ĕçленĕрен кунран-кун пулас кĕнекен страницисем ÿссе пыраççĕ. Вырăсла та, чăвашла та çырма ăста çыравçă.
Мĕнле кăна ĕлĕкхи юрăсем пĕлмест-ши вăл! Тепĕр тесен, вăл пĕлмен япала çук та пулĕ. Пĕр е тепĕр ыйту çуралсан, е йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿксен, никам патне те мар, Михаил Петрович патне васкатпăр. Çапла вăл пирĕн çемьешĕн атте вырăнне пулсан, хĕршĕн – ырă асатте.
Михаил Петрович тăрăшнипе Ярмулай ялĕнче Анна Корина реставратора халалланă музей уçăлнă. Вырăнти шкулта та пĕр вăхăт музей ертÿçи пулса тăрăшрĕ.
Ирина Нестерова, Салехард хули:
– Михаил Петрович мана вырăс чĕлхипе литературине ăша хывма пулăшрĕ. Паянхи кун ман ĕç вырăсла протоколсем çырассипе çыхăннă. Паллах, шкулта илнĕ пĕлÿ – маншăн питĕ пысăк пулăшу. М.П. Сидоровпа çыхăннă асра юлнă пĕр самант халĕ те пуçра. Класри арçын ачапа эпĕ тăтăшах вăрçăшаттăм. Тимлĕ Михаил Петрович пире туслаштарас тĕллевпе мĕнле кăна тăрăштармарĕ-ши? Вăл çынсемпе туслă пурăнма тата пĕр чĕлхе тупма пире шкул саккинченех хăнăхтаратчĕ.
Анлă тавракурăмлă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаракан, чăваш чунлă, тăрăшуллă, ырă кăмăллă педагогика ĕçĕн ветеранĕ, таврапĕлÿçĕ, артист, атте, кукаçи… çитес вăхăтра 80 çул тултарать. Аслă тусăмăра çак чаплă юбилей ячĕпе саламлатпăр. Сывлăх, ырлăх сире, Михаил Петрович, пархатарлă ĕçĕрсем ăнса пыччăр.
Натали ЧИСЛОВА.
Ноябрьск хули – Ярмулай ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: