Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
12 Апрелӗн 2022, 10:52

«Ылтăн хĕрĕн» телейлĕ шăпи

Апрель уйăхĕн 14-мĕшĕнче пирĕн юратнă аннемĕр Нина Борисовна Гуслина 85 çул тултарчĕ. Вăл телейпе тата юратупа тулли пурнăç пурăнса ирттерет.

«Ылтăн хĕрĕн» телейлĕ шăпи
«Ылтăн хĕрĕн» телейлĕ шăпи

Хаклă çыннăмăр Пушкăртстанран аякра, Амур облаçĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шăпах унта ылтăн кăларакан вырăнсем вырнаçнă та. «Эпĕ – ылтăн хĕрĕ», – тесе калама юратать анне. Унăн ашшĕ-амăшĕ Амур облаçне вербовкăпа тухса кайнă пулнă. 1939 çулта кукаçее, Борис Михайлович Евграфова, çара чĕнсе илнĕ пирки çемье тăван кĕтесе, Ермеккей тăрăхĕнчи Суккул ялне, пурăнма куçнă.
1941 çулхи май уйăхĕнче ашшĕ килне таврăннă, ун чухне Нина хĕрĕ виçĕ çулта пулнă. Анчах Турă кукаçее çемье пурнăçĕпе савăнса пурăнма вăрах паман: июнь уйăхĕнче ăна вĕренме илсе кайнă, унтан вăрçа янă. Вăл хаяр вăрçăн пĕрремĕш уйăхĕсенчех пуçне хунă. Анне хăйĕн ашшĕне астумасть тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕрле вăрах пурăнман. Çапах та ашшĕне вĕренме ăсатни ĕмĕрлĕхех унăн асĕнче упранать. Çав кунхине Евграфовсен килĕнче çывăх çыннисемпе тăванĕсем пухăннă. Анне хăйĕн юлташ хĕрĕсем патне выляма кайма шут тытнă. Шăпах çавăн чухне кукаçи чÿречине уçнă та аннене пĕр татăк сахăр – рафинад тыттарнă. Аннемĕр савăнса урампа чупнă. Çакă вĕсен юлашки тĕлпулăвĕ пулнă та. Нина хăйĕн ашшĕне ырă кăмăллă çын пек астуса юлнă.
Кукамай, Александра Семеновна, икĕ ачине (ывăлĕ Пушкăртстана пурăнма куçсан çуралнă) пĕчченех ура çине тăратнă. Вăл çĕвĕç ĕçне ăста пулнă: кĕпесем те, пальто та çĕленĕ. Çавăнпа вăрçă тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче ачисем выçă ларман. Кукамай мăшăрĕн юлашки çырăвĕнче ыйтса çырнине пурнăçласа хăйĕн тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ.
Анне Суккул ялĕнчи шкулта 7 класс пĕтернĕ. Вăл паянхи кун та вĕрентекенсен ячĕ-хушамачĕсене астăвать, вĕсене ырăпа çеç аса илет. Уйрăмах хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне Матрена Степановна Сидорована. Аннемĕр вăтам пĕлÿ кÿршĕ ялта, Этĕлте, илнĕ. Вăрман тата сăрт-ту урлă кашни эрнере шкула çÿренĕ. Кÿршĕ ялсен ачисем хваттерте пурăннă. Паллах, вĕсене çăмăл пулман. Анчах пĕлÿ илес туртăм вăйлă пулнă.
Шкул пĕтерсен ăна, хут пĕлекен çынсенчен пĕри тесе, хăйсен ирĕкĕпе йывăçпа ĕçлекен пĕрлĕхĕн кассирне лартнă. Кăшт вăхăтран вăл лавккана сутăç ĕçне куçнă. Çакăнта çывăх çыннăмăр 30 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Сăн-пичĕпе илемлĕ, вăрăм та хура çивĕтлĕ хĕре пирĕн атте, Виталий Максимович Гуслин, улах ларнă вăхăтра куç хывнă. Çÿллĕ те яштака качча анне те тÿрех килĕштернĕ. Çамрăксем паллашнă хыççăн пĕр-пĕринпе тĕл пула пуçланă. 1964 çулхи июнь уйăхĕнче вĕсем мăшăрланнă. Аттепе анне алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе 58 çул утаççĕ.
Мăшăр çут тĕнчене виçĕ хĕр парнеленĕ: Алевтина, Людмила тата Ираида. Аттепе анне хăйсен тĕслĕхĕпе пире ырă та тÿрĕ чунлă пулма, ыттисене пулăшма вĕрентнĕ. Паян кукаçи-кукамай ята тивĕçнĕ ватăсене çичĕ мăнук тата 5 кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать. Эпир тăтăшах атте-анне çуртĕнче пуçтарăнатпăр. Унта вара кашнинех хавас кăмăлпа кĕтсе илеççĕ.
Çывăх çыннăмăрсем – ăста хурт-хăмăрçăсем. 1967 çултан пуçласа паянхи кунччен вĕсем çак ĕçпе тăрмашаççĕ. Пĕрремĕш хурт пуçне аннен кукашшĕ Семен Ионович Головин парнеленĕ пулнă. Вăл та хăй пурнăçне хурт-хăмăрçă ĕçĕпе çыхăнтарнă. Аттепе анне хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре нумай вăй хунă, ылтăн хуртсене темĕн чухлĕ юратупа тимлĕх уйăрнă. Пĕчĕкскерсем те çакна ăнланса вĕсене тутлă пыл парса савăнтараççĕ. Çавăнпа çывăх çыннăмăрсен сĕтелĕ çинче ялан пыл пур.
Эпир, ачисемпе мăнукĕсем, атте-аннене, кукаçи-кукамая вĕсен юратăвĕшĕн, тимлĕхĕшĕн тата ăшă сăмахĕсемшĕн чунтан тав тăватпăр.
Хисеплĕ те юратнă анне-атте, кукамай-кукаçи, эсир пире чи хаклă парне – пурнăç парнеленĕ. Пире юратупа тимлĕх, ăнлану парса çитĕнтернĕ. Хĕрĕрсене яланах пулăшма васканă. Хăвăр тĕслĕхĕрпе çемье, кил-çурт хăтлăхĕ тата çывăх çынсен хушшинчи ăшă та çепĕç туйăмсем çыншăн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине кăтартса патăр. Пуриншĕн те сире пысăк тав!
Хĕрĕсен ятĕнчен
Людмила ШАДРИНА.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: