Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
26 Апрелӗн 2022, 11:42

Халăх каларăшне туллин пурнăçланă

Историре XIX ĕмĕрте чăвашсем Чĕмпĕр тăрăхĕнчен Пушкăрт çĕрĕ çине куçса килни паллă. Вĕсенчен пĕр пайĕ Давлекан районĕнчи тутар Чуюнчă ялĕпе юнашар никĕсленнĕ. Йĕри-тавра çырма-çатрасем, сăрт-тусем сарăлса выртнă. Çак ялта шăпах Петровсен туслă çемйи пурăннă та. Асăннă хушамат паян та ялта анлă сарăлнисенчен пĕри шутланать.

Халăх каларăшне туллин пурнăçланă
Халăх каларăшне туллин пурнăçланă

Паянхи сăмахăм 1952 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Владимирпа Нина Петровсен çемйинче çуралнă ывăл, Андрей ятлă çын çинчен, пырать. 1959 çулта арçын ача Чуюнчă-Николаевка ялĕнчи шкула пĕрремĕш класа кайнă. Шкул пĕтерсен каччă М.Гафури ячĕллĕ колхозра вăй хунă. 1970 çулта Андрейăн салтака кайма ят тухнă. Икĕ çул службăра тăнă хыççăн чăваш арĕ колхозра ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтра вăл Шафранти выльăх тухтăрĕн шкулĕнче вĕреннĕ. Ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтра Андрей пĕр ял хĕрне, Валентинăна, куç хывнă. Çамрăксем 1975 çулта пĕр-пĕрне савса çемье çавăрнă. Юматовăра пĕлÿ илнĕ Валентина Емельяновна бухгалтер пулса вăй хунă.
Халăхра «Арçын хăй пурнăçĕнче ывăл çитĕнтермелле, çурт хăпартмалла, йывăç лартмалла», – теççĕ. Анчах пурнăç урапи камăн мĕнле куснине пĕлме çук. Çапла Петровсен çемйинче кĕтмен самантсем сиксе тухнă. Вальăн аппăшĕ самăрсăр вилнĕ. Унăн пÿрчĕ ан хупăнтăр тесе Петровсем çак çурта пурăнма куçнă. Андрей хăй вăйĕпе карта тата çуллахи вăхăтра апат пĕçермелли лаç туса лартнă. 2000 çулта вара кил хуçи кирпĕчрен çĕнĕ çурт хăпартма мехел çитернĕ.
1975 çулта мăшăрăн Оля хĕрĕ çуралнă. Ун хыççăн Петровсем тата тăватă ачана пурнăç парнеленĕ. Çапла майпа çемьере виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕннĕ. Виçĕ хĕрĕ те тăрăшса вĕреннĕ, лайăх специальноçсем алла илнĕ, иккĕшĕ вара аслă пĕлÿллĕ.
Андрей Владимирович арçын ачасем çитĕнтернĕ, çурт хăпартнă. Вăл виççĕмĕш тĕллеве те пурнăçа кĕртнĕ – икĕ çурт таврашĕнче чылай йывăç хунавĕ лартрĕ. Вĕсене вăхăтлă шăварса, пăхса тăнăран йывăçем çÿлелле аванах кармашнă.
1993 çулта Андрей Петров Акçунри техникумра куçăн мар мелпе вĕренсе зоотехник специальноçне алла илнĕ. «Рассвет» колхозра зоотехник пулса тăрăшнă. Хуçалăх аркансан Давлекан хулинчи ветеринари станцине ĕçлеме куçнă. Тивĕçлĕ канавă тухсан тата 6 çул çак ĕçре вăй хунă.
Паянхи кун Петровсем тулăх та хăтлă пурнăçпа пурăнаççĕ. Хуçалăхра икĕ çăмăл машина тата трактор, утă хатĕрлемелли техника пур. Хăтлă та пысăк çуртне шыв кĕртнĕ, туалетпа ванна, душ вырнаçтарнă. Пÿрчĕ вара хуларинчен пĕртте кая мар. Асатте-асанне, кукаçи-кукамай ятсене тивĕçнĕ мăшăра 11 мăнук пурри савăнтарать. Çапла ĕç ветеранĕн Андрей Владимировичăн каялла çаврăнса пăхсан та, малалла тинкерсен те пурнăçĕ ăннă темелле.
Иван АНДРЕЕВ.
Давлекан районĕ,
Чуюнчи-Николаевка ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: