Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
17 Майӑн 2022, 10:18

Микул Ишимбай – пирĕн чаплă ентеш

Пирĕн ял Канаш тăрăхĕнче çыравçăсем те çуралса ÿснĕ. Вĕсенчен пĕри – Микул Ишимбай. Вăл Чăваш Енĕн тата Раççей Çыравçисен союзĕн членĕ пулнине пурте пĕлмеççĕ те пуль. Пирĕн сăмах ун çинчен пулĕ.

Микул Ишимбай – пирĕн  чаплă ентеш
Микул Ишимбай – пирĕн чаплă ентеш

Микул Ишимбай (Николай Демьянович Иванов) Пушкăртстанри чăвашсем хушшинче çеç мар республика тулашĕнче те паллă çыравçă. Вăл – тăватă кĕнеке авторĕ. Повеçĕсемпе калавĕсем, сăввисем чăваш, вырăс, пушкăрт хаçат-журналĕсенче те нумай пичетленнĕ. 1988 çултанпах «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн хастар пайташĕ çеç мар унăн яваплă секретарĕнче нумай çул хушши вăй хунă хыççăн 2009 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа çак пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулса ĕçлет. Пушкăртстанри çыравçăсемпе тĕлпулусем, канашсем йĕркелет.
Çыравçă Авăркас районĕнчи Дадановка ялĕнче 1952 çулхи май уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă, унтах пуçламăш шкул пĕтернĕ. Ун хыççăн Меселпуçĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Унта вĕреннĕ çулсенче арçын ача Зоя Ивановна Никитина чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ ертсе пыракан «Çамрăксен сасси» ятпа тухса тăракан стена хаçатĕнче хăйĕн сăввисене пичетленĕ.
Меселпуçĕнчи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Микулай пĕр хушă Çтерлĕри хими заводĕнче ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Тинĕс-çар флотĕнче шыв айĕн çÿрекен кимĕ çинче хĕсметре тăнă. Унтан таврăнсан аппаратчикре вăй хунă. 1974-1975 çулсенче Ишимбай хулинче тухса тăракан хаçатра корреспондент пулса тăрăшнă. Унта ĕçленĕ вăхăтрах политехника институтĕнчен куçăн мар вĕренсе тухнă. 1978 çултанпа промышленность пайĕн заведующинче тăрăшнă.
Литературăри малтанхи утăмĕсене Микул Ишимбай Меселпуç вăтам шкулĕнче 5-6 классенчех тунă. Ун телейне шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зоя Ивановна «Çамрăксен сасси» кружок ертсе пынă. Çав кружок членĕсене вĕрентекен тăван чĕлхепе юрлама-ташлама çеç мар, сăвă-калавсем çырма та хăнăхтарнă. Вăл вăхăтри сăввисене Микул «Лантăш» хушма ятпа алă пуснă. Унăн темиçе сăввине илсе кăтартас килет:
Тăван ялăм
Çамрăкран эп савăнатăп
Тăван ялăма пăхса.
Ун урамĕпе пыратăп
Илемне чунтан туйса.

Лайăхран лайăх пек халĕ
Симĕс сарлака урам.
Халь вĕсем кунта çăкаллă,
Тĕрлĕ çимĕçлĕ пахчам.
Çурчĕсем çумне вырнаçнă
Телевизор антенни.
Ялăн хĕрринче мăнаçлă
Çĕнĕ çурт çĕкленнě-ши?

Савăнса ялан пăхатăп
Çак илемлĕ сăнсене.
Пур çĕрте те эп туятăп
Çĕнĕ пурнăç таппине.
Çĕкленÿллĕ те савăнăçлă сăвă. Патриотизм туйăмĕ те палăрать. Тепĕр сăввине илсе пăхар-ха:
Тинĕс
Кур-ха, тинĕс шавлать,
Хум çапать.
Малалла тулхăрса ыткăнать.
Çĕр пин татăк пулса, вакланса,
Çыран хĕрне çитсе çапăнать.
Мĕн пулнă-ши ăна çав тери,
Мĕншĕн çав териех ашкăнать?
Пысăк хуйхă е савăнăç пирки
Хăй вăйне вăл тытса чараймасть?..
Çак сăвăсене Микул Лантăш 8-мĕш класра вĕреннĕ чух çырнă.
Микул Ишимбайăн «Шурăмпуç пики» кĕнекинче пĕр повесть тата çирĕм ултă калав вырнаçнă. «Тăрачул» повеçе çыравçă чăваш халăх ăсчахне Исаак Иванович Никитина халалланă. Ак, çапла каласа парать автор ун çинчен: «Меселпуçĕнчи Исаак Иванч таврапĕлÿçĕ йĕркелесе-пăхса пурăнакан шкул музейĕнче пиншер çулхи экспонатсем упранаççĕ. Унтах хĕрарăмăн чул кÿлепи те пур. Сосновка ялĕ хыçĕнчи тÿпемсенчен пĕринче тăратчĕ вăл хам астăвасса. Хальхинче яла таврăнсан музее кĕрсе тухас терĕм. Çав авалхи чул кÿлепи кăсăклантарчĕ мана. Пăхрăм, музей хуçи хăй те ватăлса, хытканланса кайнă пек туйăнать. Вăрахранпах тĕл пулманран çапла-ши?
– Э-эй, ку хĕрарăм кÿлепин историйĕ пит кăсăк, – куçĕсене хĕсерех пăхса калаçма пуçларĕ Исаак Иванч. – Пирĕн эрăчченхи пиллĕкмĕш ĕмĕртех ăсталанă ăна. Вăл вăхăтра мĕн-мĕн пулса иртнине халь кам пĕлтĕр ĕнтĕ? Халăхра вара легенда упранса юлнă. Çав легенда тĕрĕс пулнине ĕнентерекен тĕслĕхсем сахал мар. Мăклă кулккапа Çÿлти палча çывăхĕсенче шурлăх çĕр тăпринчен йывăç кăмрăкĕпе тимĕр шăратнă кăмакасен ишĕлчĕкĕсене чавса кăлартăмăр. Кăсăр Пÿлекри юманлăх хĕрринче Улăп тăприсем юлнă. Çак чул кÿлепе, Тăрачул теççĕ ăна халăхра, хальхи Сосновка ялĕн çывăхĕнчи Улăп тăпри çинче ларнă та ĕнтĕ. Ăна эс ху та астăватăн пуль-ха. Сармат текен йăхсем пурăннă кунта. Пирĕн эрăчченхи пиллĕкмĕш ĕмĕртех тимĕр шăратма пĕлнĕ пысăк культурăллă, самай аталаннă халăх пулнă. Шырав ĕçĕсене ирттернĕ чухне археологсем çĕр пÿртсен вырăнĕсене, выльăх-чĕрлĕхпе пулă шăммисене, тăмран тунă тĕрлĕ савăт-сапа тупрĕç. Çĕр пÿртсенче пурăннă çынсем вырăнтан-вырăна куçса çÿремен. Вăл вăхăтра та вăрçă-харçăсăр пулман. Ытларах чух çĕршĕн, пурлăхшăн çапăçнă. Çакна сарматсен хыççăн юлнă Улăп тăприсем те çирĕплетеççĕ. Çав вăрçăсене пулах халăх саланса кайса, ытти халăхсемпе хутшăнса çĕр çинчен çухалнă-тăр. Акпаттăрпа Илем çинчен калакан легенда шăп çав вăхăта сăнласа парать те ĕнтĕ».
Хайлавра автор ял арăмĕсем хĕрарăм кÿлепи патне чÿк йĕркине ирттерме çÿрени çинчен çырса парать: «Пĕр кĕçнерни кун кил çăнăхĕнчен икерчĕ пĕçерсе, пир сумкисене çу-çăмарта чиксе Кăсăр пÿлеке кайрĕç. Çак ятпа ялти ватă Ухвине карчăк патĕнче хăмла сăри те вĕретсе хатĕрлерĕç. Çитрĕç Тăрачул патне тулли шыв витрисемпе. Килнĕ çичĕ хĕрарăмран виççĕшĕ курăк-чечек татма çывăхри вăрмана кĕчĕç. Тăрачул айккинерех пир татăкĕ сарса, илсе килнĕ апат-çимĕçсене кăларса хучĕç.
Акă, хĕрарăмсем вăрмантан таврăнчĕç. Тăрачул çине шыв ярса чечек-курăкпа сăтăрса, çум курăкĕсене çăлса тасатрĕç. Апăс (ертÿçĕ) тивĕçне туса пыракан Ухвине карчăк чÿклеме пуçласан пурте хĕвел тухăç енне чĕркуçленсе ларчĕç».
Малалла çыравçă пире авал çак çĕрсенче пурăннă сарматсем, Акпаттăрпа Илем юратăвĕ, вĕсен шухăш-ĕмĕчĕсемпе паттăр ĕçĕсем çинчен юмахлать. Мĕншĕн çырма ячĕ Кан Йылга? Вăл Юн çырми ят пани çинчен çырса пĕлтерет.
«Хурлăхлăн сывпуллашса уйрăлать ик чун. Иккĕшне ик енне уйăрать шăпа. Çав уйăракан çырма тарăнланса-анлăлансах пырать, тĕпсĕр вара çаврăнать. Илемĕн вут тути те, хăй çинчен хывса витнĕ сăран кĕпи те текех ăшăтаймарĕç юнсăр юлнă Акпаттăрăн кевтине. Юратнă çыннин ытамĕнчех тĕнчерен уйрăлчĕ арçын. Сассăр ĕсĕклесе хÿхлерĕ пĕччен юлнă çамрăк хĕрарăм. Тÿпене ярăнса тухнă тулли уйăх курчĕ çакна тата инçе мар выртакан тепĕр çын.
Ури çине тăчĕ Илем, хăй кĕпе вĕççĕн кăна пулсан та сивве туймарĕ. Пуçне ик аллипе тытса пăхрĕ те Акпаттăр çине тинкерчĕ. Çак самантра сулахай енчи кăкăрĕ вут пек пĕçерсе кайрĕ. Кĕтмен çĕртен пулнипе ним те ăнланаймарĕ, ыратнине тÿсеймесĕр кÿкленсе ларчĕ. Хăйĕнчен тăват-пилĕк утăмра хăяккăн выртакан çын тепре пеме хатĕрленсе ухă кантрине карăнтарнине, çак вăхăтра ун çине йытă харлатса сикнине кăна курса юлма ĕлкĕрчĕ. «Акă, каллех тĕл пулатпăр. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма Турă хушман-тăр пире» пулчĕ юлашки шухăшĕ Акпатăр кăкăрĕ çине каллех пуçне хунă май. Çапăçу хыççăн виççĕмĕш кун кайсан вилнисене пытарма тытăнчĕç. Кызыр пÿлекри тÿпем çине çума-çумăн вырттарнăскерсене сăран татăксемпе витрĕç, ултă кун хушши хура çĕр йăтса çиеле купаларĕç. Акпаттăрпа Илеме уйрăм тÿпем çинче пытарчĕç. Ĕмĕрлĕх вырăн тупнисене выртма канлĕ пултăр тесе, айккисене акшар (известь) чул купаласа хăпартрĕç, çиеле те чул питлĕх витсе çĕр купаларĕç…
Вун çичĕ çул иртсен ашшĕ-амăшне пытарнă тÿрем умне Ярук ывăлĕ килсе çитет. Вăл хăйпе пĕрле чултан касса тунă хĕрарăм кÿлепи илсе килет: «Каснă-лартнă Илем», – терĕç тĕлĕнсе астăвакансем. Чул кÿлепене вил тăприн варрине çĕр чавса тăратса лартрĕç, айккисене акшар чул пуçтарса купаларĕç.
– Çапăçусенче пуç хунисене асăнмалăх палăк пултăр. Малашне никамăн та вăрçă нушине курмалла ан пултăр. Кашниех хăй çемйипе ытлăн-çитлĕн пурăнса ачисене ÿстертĕр, йăх йышăпе пуянлăхне хуштăр, – терĕ Ярук.
Тавралăх каллех пушанса юлчĕ. Чул кĕлетке кăна, вилнисен тăнăçлăхне сыхлакан пĕччен хуралçă пек, тÿпемре тăрса юлчĕ».
Повеçре автор Тăрачулпа пулса иртнĕ мыскарасем çинчен те çырса кăтартать. Юлашкинчен Тăрачула Исаак Иванычпа ывăлĕ музее вырнаçтарни çинчен калать.
– Тăрачул тесе ахальтен ят паман ăна. Тĕме çинчи пекех тăратса хумалли истори экспоначĕ вăл. Çавна шута илсе уйрăм стенд йĕркелерĕмĕр. Ама çынсен ертÿçин палли те Илемĕнех пулнă пулас. Легендăна ĕненсен, кунта урăхран сармат йăхĕсем пурăнман, маларах çухатма та пултарайман ăна. Мĕншĕн тесен вăл ертÿçĕрен-ертÿçе куçса пынă. Илем вилнĕ хыççăн хĕрарăмсем арçынсемпе пĕрле пурăннă. Апла пулсан, хăй вăйне çухатнă çак паллă кирлĕ мар пулса юлнă. Апла мĕншĕн хуçипе пытарман ăна? Тен, темле йăла-йĕркене пула хăй пурăннă çĕрех хурса хăварнă? Кун пирки халь калама йывăр. Историре те сарматсем çинчен калани пит сахал. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем сарматсене вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ халăхсен шутне кĕртеççĕ. Ку тĕпрен тĕрĕс мар. Тимĕр шăратма пĕлекен, суту-илÿ ĕçĕпе пурăннă халăх пĕр çĕртех тĕпленнĕ, – вĕçлет сăмахне Исаак Иванч.
«Апла-и, капла-и, çавах çÿлерех каласа панă ĕçсем чăнласах иккенне шанас килет. Легенда та пиншер çул хушши халăх астăвăмĕпе пурăнать, апла пулсан, унра тĕрĕсси те пурах», – тесе вĕçлет ентеш-çыравçă.
Паллах, çак пĕчĕк ĕçрех эпир Микул Ишимбайĕн пĕтĕм пултарулăхне хак парсах çитереймĕпĕр, мĕншĕн тесен унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ: сăвăсемпе повесть-калавсемсĕр пуçне унăн шÿтлĕ хайлавĕсем хăйсем тепĕр ĕç. Тата пурнăç та пĕр вырăнта чарăнса тăмасть, малаллах кусать пурнăç урапи те. Микулай пичче паянхи кун та нумай ĕçлет, чăваш тĕнчине аталантарас тесе вăй хурать. Тав сана, сумлă ентешĕмĕр. Сывлăхлă пул, ĕçре çитĕнÿсем, çутă ĕмĕтсем сана, çемьере татулăхпа телей сунатпăр.
Алена ЕФИМОВА вĕрентекен.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Микул Ишимбай – пирĕн  чаплă ентеш
Микул Ишимбай – пирĕн  чаплă ентеш
Микул Ишимбай – пирĕн  чаплă ентеш
Микул Ишимбай – пирĕн чаплă ентеш
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: