Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
18 Майӑн 2022, 10:00

Вунă çулта - тăватă ăру

Шăп та лăп 10 çул каялла Челябинскри патшалăх культура институчĕн выпускникĕн, Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче методист пулса ĕçлекен Валентина Яковлеван, чăваш гимназийĕнче инструмент ансамблĕ йĕркелес шухăш çуралнă.

Вунă çулта - тăватă ăру
Вунă çулта - тăватă ăру

Шăпах унта В.В. Яковлеван кĕçĕн ывăлĕ Максим виççĕмĕш класра вĕреннĕ. Пултарулăх ушкăнĕн тĕп тĕллевĕ чăваш халăх культурине упрасси, халăх хушшинче сарасси тата гимназире пĕлÿ илекен ачасен пултарулăхне аталантарасси шутланать. Асăннă вĕрентÿ учрежденийĕнчи пур ача та уроксем хыççăн тĕрлĕ кружоксене çÿреймест, мĕншĕн тесен хушма пĕлÿ паракан шкулсемпе организацисем ытларах хула варринче вырнаçнă.
Максимпа пĕр класра вĕренекен ачасем ансамбль йĕркелес шухăша ырласа йышăннă. Вĕсем балалайкăпа, шăхличпе, шавлă инструментсемпе калама вĕреннĕ. Пысăках мар ансамблĕн репертуарĕнче чăваш халăх кĕввисем, ача-пăча юррисемпе наци вăййисем курăна пуçланă. Коллектив пур конкурссемпе фестивальсене те хутшăнма тытăннă.
Унтанпа коллектива çÿрекенсен тăватă ăрăвĕ улшăннă. Паянхи кун ансамбль икĕ ушкăнтан тăрать. Аслăрах ачасем «Уяв» (12-15 çулхисем) ансамбле, хатĕрленÿ ушкăнĕ «Мерчене» (8-11 çулхисем) çÿреççĕ. 2018 çулхи декабрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче ансамбле «Тĕслĕхлĕ» ят панă.
«Уяв» тĕслĕхлĕ фольклорпа инструмент ансамблĕ хаваспах Ĕпхÿ хулинчи «Азамат», Пелепей хулинчи «Силпи асамачĕ», Пишпÿлек ялĕнчи «Шурçăл», Мелеуз хулинчи «Мăн асатте-асаннесен сасси», «Пирĕн ен легенди», «Пурте килте чухне» тата ытти конкурссемпе фестивальсене хутшăнать.
Çавăн пек хăйне евĕрлĕ ансамбль пурри республикăри пĕртен-пĕр чăваш гимназийĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хамăр хулара çеç мар, Пушкăртстанра та ун пек ушкăнсем сахал.
Кăçалхи апрель уйăхĕнче çеç «Уяв» тĕслĕхлĕ чăваш фольклорпа инструмент ансамблĕ район тата регион шайĕнчи мероприятисене хутшăнса юбилей умĕн пухмачне Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе (тăххăр таран!) пуянлатрĕ.
Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн культура еткерĕн çулталăкĕ тесе палăртнă 2022 çулта пултарулăх ушкăнне çĕнĕ çитĕнÿсем тума, интереслĕ мероприятисене хутшăнса хамăр халăх культурине аталантарма сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА. Пелепей хули.

Вунă çулта - тăватă ăру
Вунă çулта - тăватă ăру
Вунă çулта - тăватă ăру
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: