Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
22 Августӑн 2023, 11:45

Йăлпăлак ялне – 290 çул. Ташласа-юрласа савăнатпăр уявра!

Август уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕнче халăх уявĕ иртнĕ. Ăна тăван кĕтесĕшĕн тăрăшакан ентешсен уявĕ теме те юрать.

Йăлпăлак ялне – 290 çул. Ташласа-юрласа савăнатпăр уявра!
Йăлпăлак ялне – 290 çул. Ташласа-юрласа савăнатпăр уявра!

Мероприятие вĕттинчен пуçласа ватти таран тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çав кун ял сăнĕ самай улшăннă, вăл çутă та тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе илемленнĕ. Паркпа юнашар ачасен лапамĕ ĕçленĕ, тĕрлĕ вăйăсем ирттернĕ.
Паллах нимĕнле уяв та саламланисĕр, тав тунисĕр, парнесемсĕр иртмест. Ял çыннисемпе хăнасене юбилей ячĕпе Пишпÿлек ял Канаш пуçлăхĕ Александр Семенов, Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Сергей Михайлов, ял старости Алексей Васильев саламланă. Ял хастарĕсене, юбилярсене Тав çырăвĕсемпе парнесем парса чысланă.
Ялăн тĕлĕнмелле тата пуян историйĕпе сумлă ватă Ирина Авельевна Константинова паллаштарнă. Вырăнти культура ĕçченĕсем куракансем валли илемлĕ концерт программи хатĕрленĕ. Çавăн пекех уяв мероприятине Мияки районĕнчи Кекен ялĕнчи «Туслăх» ансамбль (ертÿçи – Зоя Шуркова, аккомпаниаторĕ – Зоя Ефремова) илем кÿнĕ. Концерт хыççăн кăсăк конкурссемпе вăйăсем йĕркеленĕ.
Вырăнти паркра ял çыннисемпе хăнасем валли уяв сĕтелĕ хатĕрленĕ. Хĕрарăмсем тутлă сăй (угощение) пĕçернĕ: кукăльсем, плов тата ытти тĕрлĕ апат-çимĕç.
Мероприяти ăшă та кăмăллă иртнĕ, пухăннисене нумай аса илÿпе савăнăç парнеленĕ. Каç пуличчен таврара юрă-кĕвĕ янранă, юлашкинчен Чăваш Республикинчен килнĕ артистсем хăйсен концерчĕпе савăнтарнă. Çавăн пекех уяв феерверкĕ тата дискотека йĕркеленĕ.
Юбилее ырă та уçă кăмăллă ял çыннисем укçа-тенкĕ уйăрнипе йĕркеленĕ. Пурне те пысăк тав!
Инга ВАСИЛЬЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Йăлпăлак ялĕ.

Йăлпăлак ялне – 290 çул. Ташласа-юрласа савăнатпăр уявра!
Йăлпăлак ялне – 290 çул. Ташласа-юрласа савăнатпăр уявра!
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: