Урал сасси
+6 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Юбилей
30 Августӑн 2023, 11:10

Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса малашлăха ырă шанăçпа пăхакан чăваш ялĕ

Август уйăхĕн 19-мĕшĕнче Кармаскалă тăрăхĕнчи Суук-Чишмара ял никĕсленнĕренпе çĕр çул çитнине халалласа уяв мероприятийĕсем иртрĕç.

Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса малашлăха ырă шанăçпа пăхакан чăваш ялĕ
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса малашлăха ырă шанăçпа пăхакан чăваш ялĕ

Уяв хăнисем шутĕнче Кармаскалă район администрацийĕн пуçлăхĕ Альфир Сабиров, унăн çумĕ Гульнара Исанбаева, ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕн çумĕ Рифат Бикулов, Полдубово ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Кадыров, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева, Кармаскалă районĕнчи чăваш культура обществин ертÿçин çумĕ Елена Степанова тата ыт. те пулчĕç.
Ял историйĕ XX ĕмĕр пуçламăшĕпе тÿр килет. Шăпах çав вăхăтра кÿршĕллĕ Сихун ялĕнчен тĕне кĕмен чăвашсен пĕр пайĕ çак территорие куçса çĕнĕ çĕрсене алла илме пуçланă. Яла пĕрремĕшсем пулса куçса килнĕ Макаровсен, Васильевсен, Александровсен çемйисем пĕрремĕш çул çĕр пÿртсенче хĕл каçнă. Каярах йывăç пÿртсем лартма пуçланă. Халĕ ялта икĕ-виçĕ хутлă çуртсем хăпартаççĕ. Паянхи кун кунта 600 ытла çын пурăнать. Ял ÿсет, аталанать. 2022 çулта кунта модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа асăну стели вырнаçтарнă, ялпа çумăн «Дубрава» ятлă çĕнĕ микрорайон ÿссе ларнă. Ял çыннисенчен нумайăшĕ уйрăм хуçалăх тытаççĕ, районти предприятисенче, Ĕпхÿ хулинчи аэропортра ĕçлеççĕ. Анчах ял халăхĕ умĕнче çивĕч тăракан ыйтусене – шкул çурчĕ кивелни, ача сачĕ çукки - асăнмасăр хăварма та май çук. Ку, паллах, тăкаксем пысăк пулнипе çыхăннă.
Апла пулин те вырăнти халăх ял çыннисене, хăнасене, çак ялтан тухнисене пĕрлештерекен тĕлĕнмелле илемлĕ уяв йĕркеленĕ.
Ялта алă ăстисем нумай пулнине палăртма кăмăллă. Мероприятие пуçтарăннисем хаваспах Любовь Макарова ăстаçăн алă ĕçĕсемпе паллашрĕç. Вăл сакăр çул ытла джут кантринчен тĕрлĕ япаласем çыхассипе интересленет. Унăн сĕтелли çинче çекĕлпе çыхнă карçинккасем, вазăсем, эрешсемпе сувенирсем курма пулчĕ. Полина Васильева курава хăйĕн ÿкерчĕкĕсене тăратнă. Вĕсен хушшинче çемье портретне ÿкерни те пур. Унăн тепĕр киленĕвне те палăртмалла, вăл яка çийлĕ (гладь) тĕрĕсем тума та юратать. Людмила Меркулова кил хуçи хĕрарăмĕпе Анастасия хĕрĕ вак шăрçаран тунă тата çыхнă япаласем кăтартрĕç. Тивĕçлĕ канури Татьяна Захарова куракансене хăй аллипе ăсталанă хушпусемпе тата тухьясемпе тĕлĕнтерчĕ. Надежда Янтуганова уяв тĕлне ятарласа ал тутрисем тĕрленĕ. Паллах, курава ытларах чăваш культурине, йăли-йĕркине халалланă.
Эрешсен пуххине вырăнта çирĕм çул хушши ĕçлекен историпе культура центрĕн ертÿçи Светлана Матвеева та тăратнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Альфир Сабиров хăй сăмахĕнче шăпах Светлана Семеновнăна чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене упраканĕ терĕ.
Çак кун сцена çине ял хастарĕсем, вăрăм ĕмĕрлисем, аслă ăрăвăн ырă ĕçĕсене малалла тăсакан çамрăксем, нумай ачаллă амăшсем, спонсорсем, çавăн пекех уява ирттерме пулăшакансем хăпарчĕç. Вĕсене пурне те вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен Тав çырăвĕсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Полдубово ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Наиль Кадыров чи малтан куçса килнĕ çемьесене те палăртрĕ.
Уява йĕркелекенсем хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнса çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан Семен Васильевăн, Владимир Янтугановăн, Андрей Степановăн, Анатолий Зайцевăн, Алексей Матвеевăн, Кирилл Гавриловăн çемйисене пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Пиртен кашниех арçынсем килĕсене ырă-сывă таврăнасса шанать.
Сцена çинче халăха пĕрлешме чĕнсе калакан сăмахсем сахал мар пулчĕç. Светлана Матвеева çитĕнекен ăру валли çырнă халал сăмахĕсене вуларĕ. Ăна Туслăх юрти ăшне хурса Буздяк районĕнчи тутар культура çурчĕн ертÿçине Гузель Гаугарована пачĕç. Асăннă эстафетăна ПР Халăх çурчĕ пуçарса янă. Директор çумĕ Рифат Бикулов палăртнă тăрăх, пичетленĕ юртăна 20 çултан (учрежденийĕн çур ĕмĕр юбилейĕ тĕлне) уçĕç, çавăн чухне халал сăмахĕсене те вулĕç.
Уяв программине вырăнти пултарулăх ушкăнĕн номерĕсем илем кÿчĕç. Яра кун тăршшĕпе спорт ăмăртăвĕсем пычĕç, концерт программи малалла тăсăлчĕ. Уява Çтерлĕри концертпа театр пĕрлешĕвĕн «Сарпи» чăваш эстрадăпа фольклор ансамбль вĕçлерĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: