Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
5 Сентябрӗн 2023, 11:15

Тенейсем паллă ентешне чысларĕç

ПР чăвашсен Канашĕн Федоровка районĕнчи уйрăмĕн пайташĕсем йĕркеленипе Теней ялĕнче паллă тăпра тĕпчевçин, тăпраçă агрохимикăн, ял хуçалăх наукисен докторĕн, СССР Наукăсен академийĕн член корреспонденчĕн, РФ тата Таджик ССРĕн тава тивĕçлĕ наука деятелĕн Иван Николаевич Антипов-Каратаевăн (1888-1965 çç.) 135 çулхи юбилейне паллă тунă.

Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç

Чаплă митинга Федоровка район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Сальников, ПР чăвашсен Канашĕн председателĕн çумĕ Анатолий Ефремов, Федоровка районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Анна Ремпель, Теней ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Михаил Храмов тата ял çыннисем хутшăннă. Çавăн пекех уява И.Н. Антипов-Каратаевăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕн кĕçĕн мăнукĕ, Мускав хулинче пурăнакан Римма Никитична Молокоедова, килсе çитнине те палăртмалла. Римма Никитична мероприятие тĕрлĕ аса илÿсемпе пуянлатнă, юбилее килнисем вăл каласа панисене кăмăллăн та тимлĕн итленĕ.
Уява пуçтарăннисем çак кун Теней ялĕнчен тухнă паллă ăсчахăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене ăшшăн та мăнаçланса аса илнĕ. Мероприятие пултарулăх коллективĕсен юрри-ташшисем те хăйне майлă илем кÿнĕ.
Юбилей программи И.Н. Антипов-Каратаев палăкĕ умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тунипе вĕçленнĕ.
Ирина СУХАРЕВА,
ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ.
Федоровка районĕ,
Теней ялĕ.

Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Тенейсем паллă ентешне чысларĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: