Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
5 Сентябрӗн 2023, 12:00

«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»

Кашни ăрушăн чи пархатарли вăл – хăй çуралнă кĕтесĕн историне, йăх-несĕлĕсене пĕлни, хисеплени. Шăпах çак тĕллевпе тĕпчевçĕсем кĕнекесем калăраççĕ, культура ĕçченĕсемпе ял хутлăх администраци ертÿçисем юбилей мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Çакăн пек чаплă уяв нумаях пулмасть Иглин районĕнче те пулса иртрĕ – Чăваш Кăпавĕ 250 çулхи юбилейне паллă турĕ.

«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»

Иртнине аса илсе
Чăваш Кăпавĕ çинчен асăннă йĕркесене çырура пуçласа пушкăртсемпе килĕшÿ тунă кĕнекере курма пулать. Ăна 1773 çулхи июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче çырса хунă, анчах та килĕшÿ тăвиччен темиçе çул маларах чăвашсем кунта килсе вырнаçнине çирĕплетме те пулать. Пушкăртсем чи малтан Ĕпхÿ уесĕнчи Ногайск çулĕ çинчи Гунак ялĕнчи Родион Алексеев-Салудене хăйĕн юлташĕсемпе тата Хусан уесĕнчи Никита Игнатьев-Саврилене, Михаил Иванова, Федор Леонтьев-Ягункене йышăннă, çак çĕрсем çинче 40 çул пурăнма ирĕк панă. Пурĕ 25 кил пулнă. Калаçса татăлнă (каярах çырупа та çирĕплетнĕ) тăрăх, вĕсен 5 тенкĕ оброк тÿлемелле пулнă.
Малтанхи çуртсене Лобовка юхан шыв хĕрринче лартнă. 1886 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче ялта 10 ача валли чăваш училищи уçнă. Пĕрремĕш вĕрентекен А.М. Матвеев пулнă.
1891 çулта ТрансÇĕпĕр чукун çул магистрале хута ярсан ялта пушарсем тухас хăрушлăх ÿснĕ. Çавăнпа та ял çыннисем чукун çулăн çурçĕр енне куçма пуçланă, ял паянхи кун шăпах çавăнта вырнаçнă. 1892 çулта М.Д. Попов çине тăнипе Халăха çутта кăларас ĕç министерствин укçи-тенкипе алтарьлĕ кĕлĕ çурчĕ уçнă. 1896 çулхи апрель уйăхĕн 14-мĕшĕнче Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ ĕçлеме пуçланă. Иван Александров пĕрремĕш пачăшкă пулнă.
Ялти чăваш училищипе пĕрле чиркÿ вырăнти халăха тĕн тата кăмăл-сипет енчен воспитани панă. Турă çуртĕнче вырăсла тата чăвашла каçхи кĕлĕсем ирттернĕ.
1908 çул тĕлне Чăваш Кăпавĕнче пĕр эрех-сăра, тăватă апат-çимĕç тата пĕр хуçалăх таварĕсем сутакан лавккасем ĕçленĕ…
Кĕскен каласан, ял аталанса пынă, çакна юнашар чукун çул иртни тата Ĕпхÿ хули çывăх пулни витĕм кÿнĕ пулмалла.
Уява уяв пек йĕркелерĕç
Чăваш Кăпавĕн 250 çулхи юбилей мероприятине хам та çитсе курнă май вăл çÿллĕ шайра иртрĕ тесе татса калама пултаратăп. Шкулпа культура çурчĕ çумĕнчи лапамра халăх йышлă пухăнчĕ. Тавралăха илемлетме уçă вырăнта уяв сцени йĕркеленĕ, тĕрлĕ тĕспе тунă, ял историне сăнласа паракан баннерсем вырнаçтарнă (чи пысăкки 9х3 метр).Мĕнле кăна курав стенчĕсем хатĕрлемен-ши? Кунта вĕсем вырăнтисем çеç мар, ытти ялсемпе районсенчен те пулчĕç. Сăмахран, пухăннă халăх Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари Светлана Матвеева алĕç ăстин пултарулăхĕпе кăмăлтан паллашрĕ, Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕн (директорĕ – Полина Демченко) сăн ÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ куравне тимлĕ хак пачĕç. Юнашарах, ятарласа йĕркеленĕ вырăнта, çуллă икерчĕпе тата вĕри чейпе сăйлаççĕ. Çынсен куçĕсенче, сăн-пичĕсенче те савăнăçпа тăнăçлăх палăрать.
Юбилей программине çамрăксен ташă ушкăнĕпе вырăнти «Пилеш» (сăн ÿкерчĕкре) чăваш халăх ансамблĕ (ертÿçи – Василий Антонов) уçрĕ. Тулăх та çителĕклĕ пурнăçа сăнласа пилешçĕсем хăйсен юррине алла тулă кĕлти тытса шăрантарчĕç. Ун хыççăн сумлă хăнасене сăмах пачĕç. Район администраци ятĕнчен Чăваш Кăпавĕн ял çыннисемпе хăнисене администраци пуçлăхĕн çумĕ Лейсян Фазлетдинова саламларĕ, кĕвĕ центрĕ туянма ятарлă сертификат парнелерĕ.
Уява пухăннă халăх сцена ăстисемпе пĕрле юрлама-ташлама хатĕр пулсан та ял историйĕпе паллашма та хирĕç пулмарĕ. Унпа шкулти музей ертÿçи, 40 çула яхăн ачасене пĕлÿ панă Надежда Трофимова педагогика ĕçĕн ветеранĕ туллин те тĕплĕн паллаштарчĕ. Çур сехет ытла тăсăлнă истори теми ваттине те, вĕттине те тарăн шухăша ячĕ, хамăрăн йăх-несĕле аса илме хистерĕ. Тепĕр хут «иртнисĕр малашлăх çук» текен йĕркесен тĕрĕслĕхне кăтартса пачĕ.
Сцена çине Чăваш Кăпавĕ ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Анжелика Тимофеева тухрĕ.
– Эпĕ хамăрăн ялпа мăнаçланатăп. Пирĕн халăх яланах пирĕнпе пĕрле ĕçлеме, пулăшма хатĕр. Çак уява та эпир халăхпа, депутатсемпе, пуçаруллă çынсемпе пĕрле йĕркелерĕмĕр. Пурне те тав сăмахĕ калас килет. Уяв ячĕпе сире, тăван ял çыннисем. Тулăх та савăк пурнăç, ăнăçу, телей сунатăп сире, – терĕ Анжелика Альбертовна салам сăмахĕсене пĕтĕмлетнĕ май.
Ун хыççăн уяв программине ертсе пыракансем Раççейри федераллă чăваш наципе культура автономи (РФЧНКА) Канашĕн пайташне, Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономин ертÿçине Владимир Яковлева сăмах пачĕç. Владимир Матвеевич чăвашсем çак тăрăхра виçĕ ĕмĕре яхăн пурăннишĕн, ĕçре, спортпа культурăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн савăннине пĕлтерчĕ, тивĕçлисене обществăлла организацисен тата ведомствăн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене парса чысларĕ. Çав шутра Чăваш Енĕн спорт министрĕн Василий Петровăн Тав çырăвĕ те пулчĕ. Ăна Иглин ялĕнчи 5 № шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсене пĕлÿ паракан Ксения Мирзаева (сăн ÿкерчĕкре) патриотизмла воспитани парас ĕçре тухăçлă ĕçленĕшĕн тата «Кĕрешÿ» наци спортне халăх хушшинче сарнăшăн тивĕçрĕ. Çавăн пекех хăна наци культурине, йăли-йĕркине, чăваш чĕлхине аталантарас тата упраса хăварас ĕçре тÿпе хывнăшăн Раççей Геройĕ Николай Гаврилов (вăл – РФЧНКА президенчĕ), Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономи председателĕ Виталий Викторов алă пуснă Хисеп хучĕсене тивĕçлĕ чăваш хастарĕсене парса чысларĕ, ял вулавăшне «Пушкăртстанри чăвашсен кĕске энциклопедине» парнелерĕ.
Çирĕплетнĕ программăпа килĕшÿллĕн ПР Патшалăх Пухăвĕн çиччĕмĕш созывĕн депутачĕ пулма тăратнă кандидат Александр Иванов сăмах илчĕ. Юнĕпе те, чунĕпе те чăваш пулнă май чăвашкăпавсене чаплă уявпа саламларĕ, малашне те пурнăçри ырă та паха пулăмсемшĕн пĕрле ĕçлеме шантарчĕ.
Чăваш Кăпавĕнче чылай çул хушши «Агро-Весна» тулли мар яваплă пĕрлĕх (ООО) тухăçлă ĕçлет. Вăл республикăра тыр-пул тата выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернипе пĕрле сыр хатĕрлемелли сĕт суса илессипе те палăрса тăрать. Унсăр пуçне 9 тĕрлĕ апат-çимĕç туса кăларассипе ĕçлет. Кĕскен каласан, ÿсĕмсем куç умĕнче, ĕçлекенĕсем те тăван ялтанах.
Уявра ял хуçалăх предприятийĕн çитĕнĕвĕсене халалласа çырнă сăвă йĕркисем те янрарĕç. Çитĕнÿсемпе хисепе тивĕçлисем çинчен хуçалăх ертÿçи Геннадий Семенов каласа пачĕ, 16 çĕр ĕçченне парнесем парса чысларĕ. Геннадий Викторович район Канашĕн депутачĕ пулнă май ял халăхне халăх тарçисен ятĕнчен саламларĕ.
Çавăн пекех Чăваш Кăпавĕн хастар та тăрăшуллă çыннисене ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн Иглин районĕнчи ертÿçи Владимир Спиридонов саламларĕç, тивĕçлисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Чылай чухне ял юбилейĕнче аслă ăрури сумлă ватăсене, çамрăк мăшăрсене, кăçал çуралнă ачасене чысласси йăлана кĕнĕ. Çак ырă пулăма кунта та манса хăварман. Ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Анжелика Тимофеева Клавдия Ильинична Спиридонована, Прасковья Григорьевна Спиридонована, Клавдия Григорьевна Матвеевана, Николай Иванович Герасимова, Анна Матвеевна Герасимована (сăн ÿкерчĕкре) сцена çине чĕнсе кăларса кашнине нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ, парнесем парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех кăçал çемье çавăрнă Ильяпа Полина Ивановсем, Данилпа Анна Константиновсем (сăн ÿкерчĕкре), ял пурнăçне хастар хутшăнакан 12 çын, вĕрентекенсен, спортсменсен самай пысăк ушкăнĕ пуçлăх парнине тивĕçрĕç.
Уява юрă-ташăпа илем кÿрекенсем вара «Пилеш» (Чăваш Кăпавĕ), «Ĕмĕт» (Ивано-Казанка), «Народный праздник» (Тавтиман) фольклор ансамблĕсем пулчĕç. Вĕсене пулăшма килнĕ Çтерлĕри концертпа театр пĕрлешĕвĕнчи «Сарпи» ушкăн тата ялти «Майский день» вокалпа инструмент ансамблĕн артисчĕсем те пухăннă халăха чылайччен савăнăç парнелерĕç, ташă картине тăма хистерĕç.
Чăваш Кăпавĕ – Олимп призерĕн тăван ялĕ
Уяв вăхăтĕнчи кĕске калаçусем вăхăтĕнче чылайăшĕ Сергей Корнилаев ятне аса илчĕç. Кам-ха вăл Корнилаев? Çак ялта çуралса ÿснĕ паллă совет саманинчи спортсмен – ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССРăн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 48 килограмлă спортсменсем хушшинче тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă, 1980 çулта Мускаври Олимп вăййинче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Вăл Тĕнче кубокне, Халăхсен туслăх орденне тивĕçнĕ.
Сергей Григорьевич ентешĕсене нихăçан та манмасть, вĕсем те унпа яланах çыхăнура. Паллă спортсмен тăтăшах тăван тăрăхĕнче пулать, ăмăртусемпе тĕлпусем ирттерет. Сумлă та хаклă хăнана кунта яланах тарават. Шел пулин те, тăван ялĕн 250 çулхи юбилейне килсе çитеймерĕ – ĕçлĕ командировка кун йĕркине пăснă иккен. Çапах та вăл çак уяв савăнăçне пĕрле пайлани çинчен пĕлтерсе юлташĕсемпе çывăх çыннисем урлă хыпар янă, тăван яла чаплă юбилейпа саламланă.
Юрий СНЕГОПАД.
Иглин районĕ,Чăваш Кăпавĕ.

«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
«Тулăх та савăк пурнăç сунатăп сана, тăван ялăм»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: