Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
4 Октябрӗн 2023, 11:30

Хĕр ачасен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ

1878 çулхи октябрь уйăхĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри (7-14 çулхисем) 11 хĕр ача вĕренме тытăннă. Ытларах вĕсем тăлăх ачасем пулнă. Шкулта тăватă çул вĕренме тÿр килнĕ.

Хĕр ачасен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ
Хĕр ачасен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ

Çак ĕç çинчен И.Я. Яковлев вĕренÿ округне пĕлтернĕ. Вĕрентÿ министрĕ Д.А. Толстой тав тунă, анчах укçа-тенкĕпе пулăшма шантарман. Пĕтĕм тăкака Иван Яковлевич хăй çине илнĕ, ачасене вĕрентессине – арăмĕ Екатерина Алексеевна. 1881 çултан, сахал пулсан та, укçа памалла тунă.
Ачасене вулама, çырма вĕрентнисĕр пуçне ытти предметсене те (арифметика, истори, географи) вĕрентнĕ. Кашни вĕренÿ çулĕнчех ачасем экзамен тытнă. 1890 çултанпа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ – учительсем хатĕрлекен шкул. Халĕ ĕнтĕ учитель ятне илес тесен ултă çул вĕренмелле пулнă. 1879-1895 çулсенче вĕреннисенчен 122 хĕр ача учитель ятне тивĕçнĕ. Вĕсене пурне те тĕрлĕ çĕрти чăваш ялĕсене ĕçлеме янă. Çамрăк учительницăсене пехиллесе ăсатнă: «Темиçе çул хушшинче Чĕмпĕр шкулĕ сирĕншĕн тăван кил пулчĕ. Вăл сире вĕрентрĕ, ăс пачĕ. Çын пуласси пĕтĕмпех хăвăртан килет. Эсир халăхран тухнă, халĕ учительсем пулса халăх патне таврăнатăр. Эсир – халăх ĕçне тумалли çынсем. Ăна çутта кăларассине хăвăр çине илĕр. Телей сунатăп сире. Манăн шанчăка тÿрре кăларăр. Турă пулăштăр» (çак шултан вĕренсе тухнă А.Н. Николаева аса илĕвĕнчен).
Пулас учительсен ял хуçалăх ĕçĕсене те пĕлмелле пулнă: пахча çимĕç ÿстерме, выльăх-чĕрлĕх пăхма…Хĕр ачасем тумтир çĕлеме, тĕрлеме, апат-çимĕç пĕçерме, юрлама, ÿкерме, ачасемпе çеç мар, ял халăхĕпе хорсем йĕркелеме… Çапла чăваш шкулĕнче çĕнĕ чăваш пурнăçĕ вĕресе тăнă, чăваш интеллигенцийĕ аталаннă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă арçынсем шкулсенче çеç мар, чиркÿсенче те ĕçленĕ. Чиркÿсенче чăвашла вулама кĕлĕсене вырăсларан чăвашла хăйсем куçарнă.
Ĕпхÿ кĕпĕрнинче кăна Иван Яковлевăн 150 вĕренекенĕ тăрăшнă. Вĕсем революцичченех 108 шкулта чăваш ачисене тăван чĕлхепе вĕрентме май тупнă. Нумай çĕрте пĕрремĕш учительсем пуçласа чăваш шкулĕсене йĕркелекенсем те пулса тăнă (Иван Тарасовăн «Урал сасси» хаçатри «Иван Яковлевăн хваттер музейĕ» статйинчен ).
Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуçĕнче чиркÿре ĕçлекенсем те, шкула йĕркелесе яракансем те Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем пулнă. 1891 çулта Слакпуçĕнче чиркÿ тата шкул ĕçлеме пуçланă, унта Афанасий Виноградовпа Яков Петров ачасене пĕлÿ панă. Хĕрарăм учительсенчен Слакпуçĕнче чи малтан ĕçлеме тытăнаканĕ В.С. Сидорова пулнă.
Варвара Сидорова (1875-1958çç) Теччĕ районĕнчи Чураппан ялĕнче çуралнă. Пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вăл 1894 çулта вĕренсе тухнă. Ĕçлеме ăна Пишпÿлек ялне янă. 19 çулхи Варвара Сидоровна таврара пĕртен-пĕр чăваш учителĕ шутланнă. Вăл вăхăтра ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене, ытларах хĕр ачасене, шкула ярасшăн пулман. «Хĕр ача тивĕçĕ – кĕçĕн йăмăкĕсене, шăллĕсене, картари выльăх-чĕрлĕхе пăхасси, çăм арласси, çыхасси, тĕртесси… Ку ĕçсене пурнăçлама вулама, çырма пĕлни кирлех мар», - илтме тÿр килнĕ В.Сидорована килĕрен киле çÿренĕ, ашшĕ-амăшĕсене ÿкĕтленĕ май. Çамрăк хĕр хуллен-хуллен çынсене шкул енне çавăрнă, ачасене шкула çÿреме вĕрентнĕ. Пишпÿлекре вăл 1894-1907 çç ĕçленĕ.
1903 çулта Слакпуçĕнчи хĕр ачасен шкулне икĕ класлă (двухклассная) шкул тунă. Варвара Сидоровнăна çак шкула куçарнă. Вăл 50 çула яхăн Слакпуçĕнче пурăннă. Нумай çул тухăçлă, ырми-канми ĕçленĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденне тивĕçнĕ. 1952 çулччен Слакпуçĕнче пурăннă. Ватăлсан тăванĕсем хăйсем патне илсе кайнă. 1958 çулта чĕри тапма чарăннă.
Акă сирĕн умăрта Слакпуç шкулĕн ĕçне 1909 çулхи декабрь уйăхĕнче тĕрĕсленĕ отчет копийĕ. Унта Варвара Сидоровна ячĕ те пур. Отчет оригиналĕ К.В. Иванов музейĕнче упранать. Чăвашсен малтанхи çыравçисем те – Ваççа Аниççи, Марфа Трубина Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Иккĕшĕ те шкулта ĕçленĕ, хăйсен хайлавĕсене çырнă. Пархатарлă ĕçĕсемшĕн тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Кăçал иккĕшĕн те юбилей. Ваççа Аниççи çуралнăранпа январь уйăхĕнче 130 çул пулчĕ. Марфа Трубина çуралнăранпа сентябрĕн иккĕмĕшĕнче 135 çул. Хăйсем Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтри пурнăç, учительсем, ытларах И.Я. Яковлев çинчен аса илÿсем çырнă. Марфа Трубина Чĕмпĕрте К.Ивановпа пĕр вăхăтра пĕлÿ илнĕ. Акă Ваççа Аниççин И.Я. Яковлев çинчен çырнă аса илĕвĕ. «Вăл (И.Я. Яковлев) çирĕп ыйтакан çын, çав вăхăтрах тимлĕ наставникчĕ. Час-часах столовăя килсе вĕренекенсене тăраниччен çиме хушатчĕ. Тăван халăхшăн вăй хума сирĕн çирĕп сывлăхлă, тĕреклĕ пулмалла», - тетчĕ.
Вĕсен юбилейĕсене Чăваш Республикинче анлăн, чаплăн ирттерни çинчен хаçат-журналсенче вулăр. Шел те, Пушкăртстанри чăваш ялĕсенче паллă, пултаруллă чăваш çыннисене асăнмалли мероприятисем ирттерни çинчен сас-хура çукпа пĕрех. Çакăн пек ĕçсем - чăваш халăхне, чĕлхине çĕр çинчен хуллен-хуллен çухалма пулăшакан пулăмсем. Атьăр-ха, И. Я. Яковлев халалĕнчи сăмахсене ас тăвар. «Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам. Чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла. Вĕсене вĕрентсе çутта кăларас ĕç пуринчен ытла та сирĕн çинче пулмалла. Эсир вĕсен хушшинчен тухса вăй илнĕ. Вĕсемшĕн тăрăшассине эсир хăвăр çине илмелле. Ан манăр, çакна ас туса тăрăр. Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхине хирĕç тăмасан, халăх кăмăлне пĕтĕмпех хăвăр аллăрта тытса тăрăр» (кĕскетнĕ вариант).
Халал вăл - ĕмĕр-ĕмĕре. Хăй вăхăтĕнчи çынсемшĕн çеç çырман ăна.
Яковлев халалĕ пирĕн те.
Пирĕн пĕр пуласчĕ пурин те.
Çапах та халалăн ку пайĕпе ĕçлесси – шкулсенче, библиотекăсенче, клубсенче ĕçлекенсен тивĕçĕсене пăхмасăр, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çултан çул анлăланса, йышланса, тĕрекленсе пынă. 1916 çулта шкулта 335 ача вĕреннĕ, вĕсенчен 143-шĕ хĕр ача пулнă. Темиçе çĕр çухрăмри чăваш ялĕсенчен çамрăксем Чĕмпĕре çул тытнă.
Римма ПЕТРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей районĕ.

Хĕр ачасен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ
Хĕр ачасен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: