Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
10 Октябрӗн 2023, 11:45

Чĕмпĕрти чăваш шкулне мухтав!

Ырă чăваш тупăнчĕ,Ырă ĕçе тытăнчĕ.(К.В. Иванов «Хальхи самана»)1908 çулхи октябрь уйăхĕн вĕçĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ 40 çул тултарнă ятпа тата вăл шкула пуçласа яраканĕ, ертÿçи И.Я. Яковлев 60 çул тултарнине халалласа уяв ирттернĕ.

Чĕмпĕрти чăваш шкулне мухтав!
Чĕмпĕрти чăваш шкулне мухтав!

«Уяв пуххинче Чĕмпĕр губернаторĕ, архиерей, Чĕмпĕрти тĕрлĕ шкулсенчен пынă директорсем, преподавательсем, ытти пысăк çынсем пурччĕ.
Председательте ларнă Чĕмпĕр губернаторĕ: «Халĕ Иванов воспитанник шкулта вĕренекенсен ячĕпе Иван Яковлевича хисеплесе çырнă чăвашла сăвă вуласа парать», – тесе пĕлтернине илтсен, хамăра хамăр ĕненместпĕр, çаплах каларĕ-ши тетпĕр.
К.В. Иванов тухрĕ те Иван Яковлевича чăннипех чăвашла сăвăпа саламларĕ.
Вуласа пĕтерчĕ. Эпир çил-тăвăл пек алă çупатпăр. Пирĕн çил-тăвăл чинлă çынсене те ярса илчĕ. Вĕсем те нумайччен алă çупрĕç. Иван Яковлевичăн куçĕсенчен икĕ шултра тумлам татăлса ÿкрĕ.
Халĕ эпĕ çав сăвва ас туса илейместĕп». (Е.М. Матвеев аса илĕвĕ. «К.В. Иванова аса илеççĕ» кĕнекерен).
Сăвви – «Хальхи самана». Ку сăвва К.В. Иванов ятарласа И.Я. Яковлева саламлама çырнă. Сăввăн ячĕ айĕнче 1908 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕ тесе палăртнă. («Константин Иванов çырнисен пуххи», Шупашкар, 1990).
Вăл вăхăтра И.Я. Яковлевăн ĕçне тĕрĕс хак парса çырнă (çăхавсемсĕр пуçне) статьясем пулман-ха. Сăввăн та кăçал çавра çул – 115 çул. Сăвăра поэт чăваш халăхĕн иртнĕ пурнăçĕнчи йывăрлăхсене, терчĕсене аса илет. Пурнăç тем пек йывăр пулсан та халăх ăс-хакăлĕ ÿссе пырать.
… Ырă чăваш тупăнчĕ,
Ырă ĕçе тытăнчĕ.
Чăн чăвашла сăмахпа,
Хăй тăванне чăваша,
Пырса çапрĕ чĕрине,
Пăлхатса ячĕ чĕрене.
Пур çĕртре те ялсенче,
Хура халăх хушшинче
Хут вĕренме тытăнчĕç.
Шкулĕсем нумай уçăлчĕç,
Вĕсен чĕри Чĕмпĕрте.
Аслă чăваш шкулĕнче,
Кĕнекесем çаптарчĕç,
Çын хушшинче салатрĕç.
Кĕçке ĕнтĕ куçĕсем,
Уçăлаççĕ чăвашсен.
Çав ĕçсене кам турĕ,
Çак таранччен тăрăшрĕ?
Çак таранччен тарăхса,
Чăвашсемшĕн тăрăшса,
Кун-çулĕнче курнине,
Шухăшĕпе шурнине
Кам каласа парĕ-ши?
Кам ырă ят сарĕ-ши?
Сăвăри икĕ ыйтăва хуравласа çапла калама пулать: паллах, эпир – чăвашсем! Пирĕн хамăрăн историе, культурăна, йăла-йĕркене, паллă çынсен ячĕсене пĕлмеллех, вăл ятсене асра тытмалла. Пĕлмесен, мансан эпир халăх-наци мар, çынсем çеç. Уйрăм çын вăл – халăх мар. Хальлĕхе чăваш чĕлхипе çур миллионран ытларах çын калаçать, çырать, вулать, юрлать… «Эпир пулнă, пур, пулатпăр…» пулăпăр-ши малашне? Ку пиртен çеç килет.
Эпĕ сире ачасемпе, çамрăксемпе пĕр ĕç ирттерме сĕнесшĕн, нимле хатĕрленÿ те кирлĕ мар. Ку – хамăра хамăр тĕрĕслени çеç.
«Хальхи самана» сăвăран пĕр предложенине çеç илер.
Ырă чăваш тупăнчĕ,
Ырă ĕçе тытăнчĕ.
Викторина калаçу евĕр пултăр: кам çырнă, мĕн ку? Кам вăл «ырă чăваш»? Мĕнле ырă ĕçсем тунă? Çак сирĕн шутăрпа ниме тăман викторина-калаçу мĕн чухлĕ информаци парать: сăвă, автор, поэт, К.В. Иванов, И.Я. Яковлев, унăн ырă ĕçĕсем. Тепре тесен, ачасен ÿсĕмне кура ку ĕçе темле меслетпе те ирттерме пулать. Ирттерекен пултарулăхĕнчен килет. Кун пек ĕçсене чăваш ялĕсенчи шкулсенче, библиотекăсенче, клубсенче, кĕскен вĕренÿ, культура сферинче ĕçлекенсем тумалла. Çÿлтен хушасса кĕтмелле мар. Пурсăра та ăнăçу сунатпăр. Хăвăрăн сценарисене «Урал сассине» те ярса пама пултаратăр.
Çак юбилей тĕлне И.Я. Яковлев тăрăшнипе Чĕмпĕрте «Сказки и предания чуваш» («Чăваш халапĕсем») ятлă кĕнеке пичетленсе тухнă. Ăна «Типография А. и М. Дмитриев» ятлă типографи çуртĕнче пичетленĕ. Кĕнеке пысăках мар, 114 страницăллă. Унта К.В. Ивановăн «Икĕ хĕр», «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм» сăввисем тата «Нарспи» поэма пичетленнĕ. Н.Шупуççыннин хайлавĕсем: «Аслă суеçĕ», «Вĕри çĕлен», «Хитре Чĕкеç»… тата Михаил Федоровăн «Арçури» баллади. Кĕнекене уява пынă çынсене, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсене пурне те валеçсе панă.
Халĕ «К.В. Иванова аса илеççĕ» кĕнекери сыпăксемпе паллаштарасшăн:
«1908 çулта вăл кĕнекене шкулта вĕренекенсене пурне те укçасăрах валеçсе панă. 1909 çултан пуçласа вара тин вĕренме илнĕ ачасене пĕр виç-тăват эрнерен çав кĕнекене пурне те валеçе-валеçе паратчĕç. Чăваш шкулĕнче К.В. Иванов поэмисене питĕ юратса вулатчĕç. «Нарспи», «Тимĕр тылă», «Икĕ хĕр», «Тăлăх арăм» тесен, вĕренекен ачасем вечерсенче ăмăртмалла туха-туха калатчĕç. «Нарспи» кĕнеки пурин те пурччĕ. Юлашки çул вĕренекен хатĕрленÿ курсĕнче практика шучĕпе уроксем панă чух К.В. Иванов кĕнекинчен тĕслĕхсем илетчĕç». (Н.А. Лукин, 89 стр).
«Пĕр-икĕ эрнерен пире кашни ачана «Сказки и предания чуваш» ятлă кĕнеке валеçсе пачĕç. Эп унччен «Нарспи», «Тимĕр тылă» тата ытти те вуламан. Çав произведенисене эпир часах пĕчченшерĕн кăна мар, ушкăнпа пухăнса темиçĕ хут вулаттăмăр». (Г.А. Молостовкин, вăл ку шкулта 1913 çулта вĕренме тытăннă, стр 91)
«Каникулта поэмăна тăванăмăрсене, пĕлĕшсене тата ытти çынсене вула-вула параттăмăр. «Нарспи» итлекенсен чунне хускататчĕ, куççуллентеретчĕ». (Н.С. Сергеев, стр.51).
«Алăран алла, килтен киле çÿретчĕ «Чăваш халапĕсем» кĕнеке пирĕн ялта». (А.И. Енилина, стр 151).
««Нарспи» вăхăтсăр вилнĕ поэтăн вилĕмсĕр палăкĕ пулса тăчĕ». (Г.А. Молостовкин, стр 93).
Çапла «Чăваш халапĕсем» кĕнеке çĕршыври пĕтĕм чăваш ялĕсене сарăлнă.
Халĕ «Нарспи» поэмăна çирĕм чĕлхене куçарнă. Кашни халăх ăна хăйĕн чĕлхипе вулать.
Иванова вулать ман çĕрĕм-шывăм,
Пăлхар, француз сума сăвать ăна.
Нарспи вилсен те -
Сыввăн.
Пирĕнпеле çÿрет-çке яланах.
(Г.Ефимов).
Ку кăна-и? Нарспие куратпăр,
Вăйăра, театр залĕнче.
Чăвашсем, ун чапĕпе пурнатпăр,
Юратать ăна маттур тĕнче.
(Ан. Тимофеев).
Чĕмпĕрти чăваш шкулне никĕсленĕ И.Я. Яковлева, кĕнекери хайлавсен авторĕсене К. Иванова, Н. Шупуççыннине, М. Федорова çĕре çити пуç таятпăр. Халăхшăн тунă ыр ĕç манăçмасть.
Рима ПЕТРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей районĕ.

Чĕмпĕрти чăваш шкулне мухтав!
Чĕмпĕрти чăваш шкулне мухтав!
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: