Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
10 Ноябрӗн 2023, 12:38

Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта

Ĕнер, ноябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Пишпÿлекри Культура çуртĕнче вырăнти «Мерчен» чăваш халăх фольклор ансамблĕн (ăна мĕн йĕркеленĕренпе ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Людмила Романова ертсе пырать) 30 çулхи юбилейне паллă турĕç.

Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта
Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта

Пĕр сехет çурă пынă уяв каçĕ кăмăллă та ăшă лару-тăрура, пуян программăпа иртрĕ. «Мерчен» хастарĕсене район администраци пуçлăхĕн çумĕ Алексей Данилов, Пишпÿлек тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов, Тĕп культура çурчĕн директорĕ Айгуль Зиязетдинова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов саламларĕç, ансамблĕн ветеранĕсемпе паянхи пайташĕсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.

Район центрне таврари ялсенчен те сумлă ханасем йышлă килсе çитнĕ. Хайсен ĕçтешĕсене Пăслăкри «Тăван кĕвĕсем» («Родные напевы»), Ситекпуçĕнчи «Тăванлăх», Ситекри «Çеçпĕл» тата Кистенлĕри «Шуçăм» («Зоренька») ансамбльсен хастарĕсем саламларĕç. Çавăн пекех юбилярсемпе куракансен кăмăлне  ăшă сăмахсемпе Лидия Шурçăл çыравçăпа Çтерлĕри театрпа концерт пĕрлешĕвĕн юрăçи Екатерина Емельянова çĕклерĕç, пухăннă халăха саванăç панелерĕç.

Тĕплĕнрех «Урал сасси» хаçатăн черетлĕ номĕренче вуласа пĕлме пулать.

Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта
Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта
Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта
Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта
Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта
Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта
Пишпÿлекри «Мерчен» - 30 çулта
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: