Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
14 Ноябрӗн 2023, 11:15

Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»

Ноябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пишпÿлекри Культура керменĕ çумĕнчи «Мерчен» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Людмила Романова) хăйĕн 30 çулхи юбилейне паллă турĕ. «Янра чăваш юрри» ятпа йĕркеленĕ уяв каçĕ Пишпÿлек салинче иртрĕ.

Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»

«Ĕмĕр иртет тесе ан кулянăр,
Эпир ăна тытса чарас çук.
Ĕçĕр-çийĕр, юрă шăрантарăр
Савнă тăвансемпе пĕрле чух», – юрăри йĕркесемпе пуçларĕç юбилей каçне ансамблĕн хастарĕсем. «Кĕреке юрри» сăввăн авторĕ – Мĕтри Мишши поэт, кĕвви вара халăхăн пулмалла. Чуна пырса тивекен, кашнинех тарăн шухăша путаракан юрă çаврăмĕсем залра ларакан куракансене çийĕнчех тыткăна илчĕç, иртнине куç умне кăларса тăратрĕç, чĕрере ăшă туйăмсем çуратрĕç.
Пĕр сехет çурă тăсăлнă уяв каçĕ кăмăллă та савăнăçлă лару-тăрура, пуян программăпа иртрĕ. «Мерчен» ушкăнăн хастарĕсемпе ветеранĕсене район администраци пуçлăхĕн çумĕ Алексей Данилов, Пишпÿлек тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов, районти Тĕп культура керменĕн директорĕ Айгуль Зиязетдинова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов саламларĕç, Тав хучĕсем парса чысларĕç. Ветерансем тенĕрен уяв каçĕнче «Мерчене» малтанхи кунсенчех çÿренĕ хастарсем сцена çине тухса «Тăван ен» юрра шăрантарчĕç. Çакă та иртнине аса илме хистерĕ.
Хăй вăхăтĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи «Шурă хурăн» ансамбль (ертÿçи – ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Иванова пулнă) питĕ вăйлă кĕрлетчĕ. Унăн пултарулăхĕ куракансене республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те савăнтарнă. Людмила Романова (сăн ÿкерчĕкре) Чăваш Енри Çĕрпÿ (Цивильск) хулинчи культурăпа çут ĕç училищине вĕренсе пĕтерсен Пишпÿлекри культура çуртĕнче ĕçлеме тытăннă, çав вăхăтрах «Шурă хурăна» çÿренĕ. Анчах та мал ĕмĕтлĕ хĕр пысăк плансемпе пурăннă – ăна хăй йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнне сцена çине кăларас ĕмĕт канăç паман. Шăпах çак тĕллевпе вăл 1992 çулта чăваш хастарĕсене пухнă. Шел пулин те, çак пуçару ăнăçлă пулса тухман. Йывăрлăхсенчен шикленмен çамрăк 1993 çулхи октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче чăваш юрри-кĕввисене кăмăллакан 6 çынна тепĕр хут пухнă, Тагир Тагиров çыравçăн юбилейĕнче «Тăван ен» юрăпа халăх умне тухнă. Çапла «Мерчен» кун-çул каçалăкĕ пуçланнă. Вăтăр çул хушшинче сцена ăстисем миçе пин куракан кăмăлне çĕклемен-ши, миçе ял-хула çулне кĕскетмен-ши? Çакна вĕсем хăйсем çеç пĕлеççĕ.
Тепĕр ырă пулăм çинче те чарăнса тăмалла. «Мерчен» ушкăн хастарĕсем çамрăк ăрăва чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-кĕввине, вăййи-ташшине вĕрентсе хăварма тăрăшаççĕ. 2014 çулта ансамбль çумĕнче ачасен «Шур çăл» ушкăнĕ йĕркеленнĕ. 2018 çулта вăл тĕслĕхлĕ ансамбль ята илнĕ, паянхи кун та ăна чыслăн упрать. Асăннă тĕслĕх ăрусен çыхăнăвне кăтартса парать çеç мар, хамăр халăхăн малашлăхĕ çинчен шухăшланине те çирĕплетет. Паллах, çак ĕçре ертÿçĕн, Людмила Романован, тÿпи пысăк пулни никама та иккĕлентермест. Çав вăхăтрах Людмила Васильевна хăйне пулăшакансене те тав тăвать.
– Юрă-ташă кĕвĕсĕр пулмасть. Кĕвĕ ăсти вара пирĕн – Раиль Едифанов аккомпаниатор. Раиль Рустамович 2019 çулта «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята та тивĕçнĕ. Вăл тутар çынни пулсан та ăсталăхĕпе тепĕр чăвашран та ирттерет. Унăн аллинче кирек мĕнле кĕвĕ инструменчĕ те уçă та тыткăнлакан сасă кăларать. Çакă юрлакана хавхалантарать, вăй-хăват парать. Тавах ăна, пирĕн çитĕнÿсем унăн ăсталăхĕнчен чылай килеççĕ, – чунне уçса калаçрĕ пирĕнпе ансамбль ертÿçи. – Çак майпа усă курса районти Культура керменĕн, район администрацийĕсене, Пишпÿлек тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн пуçлăхне Сергей Квинтильянович Михайлова тав сăмахĕ каласшăн. Вĕсем яланах пире пулăшма хатĕр.
«Мерчен» халăх ансамблĕн çавра çулне паллă тума район центрне таврари ялсенчен те сумлă хăнасем йышлă килсе çитнĕ. Хайсен ĕçтешĕсене Пăслăкри «Тăван кĕвĕсем» («Родные напевы»), Ситекпуçĕнчи «Тăванлăх», Ситекри «Çеçпĕл» тата Кистенлĕри «Шуçăм» («Зоренька») ансамбльсен хастарĕсем саламларĕç. Çавăн пекех юбилярсемпе куракансен кăмăлне ăшă сăмахсемпе Лидия Шурçăл çыравçăпа Çтерлĕри театрпа концерт пĕрлешĕвĕн юрăçи Екатерина Емельянова (Людмила Романован хĕрĕ) çĕклерĕç, пухăннă халăха савăнăç парнелерĕç.
Юбилей каçĕ хыçа юлчĕ. «Мерчен» халăх ансамблĕ вара çĕнĕ хавхаланупа, ырă та çутă ĕмĕтсемпе куракансен кулленхи пурнăçне илем кÿрĕ, тунсăх та кичем кунĕсен шутне сахаллатĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пишпÿлек ялĕ.

Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Ырă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан «Мерчен»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: