Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
5 Декабрӗн 2023, 13:55

«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»

Пушкăртстанра чăваш пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен çавра çулĕсене паллă тăвасси ырă йăлана кĕнĕ. Иртнĕ эрнере çак тĕллевпех юрра-кĕвве кăмăллакансене Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалти «Сувар» халăх ансамблĕ ялти культура çуртĕнче пухрĕ.

«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»

Уяв каçĕ виçĕ сехете тăсăлчĕ. Суварçăсене 35 çул тултарнă ятпа ăшă та ырă сăмахсем калас текенсем йышлă пулчĕç. Чăн малтан сцена ăстисене районти чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Иван Павлов саламларĕ, тивĕçлисене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ, ушкăна хаклă парне парса савăнтарчĕ.
– Эсир пуррипе паянхи кун районти, республикăри чăваш культури çеç мар, ытти халăхсен те аталанать. Йăла-йĕркене, халăх сăмахлăхне, юрра-ташша упраса хăварас ĕçре питĕ пысăк ĕç тăватăр. Çакăншăн сире тавтапуç. Малашне те халăх еткерне упрас, ăна ламран-лама куçарас ĕçре сире çитĕнÿсем тума сунатăп, – терĕ районти культура пайĕн ертÿçи Халил Махиянов салам сăмахĕ каланă май.
Çавăн пекех Халил Хабирьянович «Сувар» ансамбле тепĕр хут «Халăх ушкăнĕ» ята панине çирĕплетекен хута коллектив ертÿçине Марина Павлована (вăл ăна 2014 çултанпа ертсе пырать) пачĕ. Ăна ПР культура министрĕ Амина Шафикова алă пусса çирĕплетнĕ. Сăмах май, суварçăсем çак сумлă ята 2004 çултанпа чыслăн упраççĕ.
– «Сувар» ансамблĕн çитĕнĕвĕсем мана савăнтараççĕ. Шел, ушкăнра арçынсем çук, çавăнпа та хĕрсен вĕсене явăçтарма тăрăшмалла, илĕртме пĕлмелле. Ун чухне халăх ансамблĕн юрри-кĕвви тата та ытларах янравлă та хăватлă кĕрлĕ. Çавăн пекех тивĕçлисене патшалăх наградисемпе чысласси çинчен те манмалла мар. Çынна хавхалантармалла, кăмăлне çĕклемелле, – уявăн савăнăçлă программине пăхмасар ĕçлĕ сĕнÿсем пама васкарĕ Мияки районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Зоя Степанова сцена çине тухса.
Çавăн пекех суварçăсене Василий Антонов çыравçă, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри «Тăван кĕвĕсем» халăх ансамблĕ, районти чăваш ялĕсенчи (Тимеш, Кекен, Суккул) хăйпултарулăх ушкăнĕсем саламларĕç, парнесем парса чысларĕç. Уяв каçне Шупашкартан килсе çитнĕ Чăваш патшалăх филармони артистки Карина Алексеева илем кÿчĕ.
– Юбилей каçĕсем кирлĕ. Пĕтĕмлетÿ тунипе пĕрле, вĕсем çĕнĕ плансем тума хистеççĕ, хăв пурнăçа кĕртнине тепĕр куçпа хак пама пулăшать. Кун пек чухне куракансем те пирĕн пултарулăха урăхларах йышăнаççĕ. Çакă пире хавхалантарать те. Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ, – терĕ «Сувар» халăх ансамблĕн ертÿçи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Марина Павлова мероприятие пĕтĕмлетсе.
Юрий НИКОЛАЕВ. Мияки районĕ.

«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
«Юрласан чун-чĕрене тунсăх пусмĕ»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: