Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
12 Декабрӗн 2023, 12:10

Ăна ырă кăмăлĕшĕн килĕштеретчĕç

Декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăртстанри чăваш халăх историйĕнче тарăн йĕр хăварнă Георгий Петрович Шушпанов чăваш хастарĕ çуралнăранпа 90 çул çитет.

Ăна ырă кăмăлĕшĕн килĕштеретчĕç
Ăна ырă кăмăлĕшĕн килĕштеретчĕç

Ăна чылайăшĕ ырă та уçă кăмăллă çын пек çеç мар, пултаруллă ăсчах, ырми-канми ĕçлекен таврапĕлÿçĕ, общество деятелĕ пек ас тăваççĕ. 1999 çулта Г.П. Шушпанова Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕн, 2000 çулта ПР Халăхсен ассамблейин Канашĕн председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанса панă. Унсăр пуçне вăл ПР Президенчĕ çумĕнчи Обществăлла Канашăн членĕ пулнă.
Георгий Петрович Шушпанов 1933 çулхи декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Вăрмар районне кĕрекен Çĕнĕ Кинчер ялĕнче вĕрентекенсен çемйинче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Хусанти В.И. Ульянов-Ленин ячĕпе хисепленекен патшалăх университечĕн биологипе тăпра факультетне вĕренме кĕнĕ. Хальхи вăхăтра Атăлçи федераллă университет шутланать.
1958 çултан Пушкăрт АССРĕн республикăри ял хуçалăх, проект тата наука организацийĕсенче ĕçлеме пуçланă. Республикăри хуласемпе ялсенчи проект тата картографи ĕçĕсене илсе пынă. Пушкăртстанри çут çанталăк ресурсĕсене усă курассипе тата упрассипе çыхăннă проектсем хатĕрлес ĕçе хутшăннă, уйрăмах çĕр ресурсĕсене тухăçлă усă курассипе çыхăннă пайра.
Г.П. Шушпанов – тăпрана тĕпчессипе, агрохимипе, экологипе çыхăннă ыйтусен 60 ытла наука ĕçĕн авторĕ. ПАССР тата Раççей Федерацийĕнчи профильлĕ наукăпа тĕпчев институчĕсен ăслăлăх Канашĕсен пайташĕ пулнă. Пушкăртстан Республикинчи Çĕр ресурсĕсемпе çĕр йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитетне туса хунă хыççăн пай ертÿçи тата комитет председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ.
Ĕпхÿ хулипе Пушкăртстан Республикинчи çут ĕç, наука тата культура сферинче тăрăшнă паллă çынсен ĕç-хĕлне тĕпчессипе таврапĕлÿ ĕçĕ илсе пынă. Ĕпхÿ хулинчи таврапĕлÿçĕсен обществин хастар членĕсенчен пĕри пулнă. Хальхи вăхăтра вăл Флюра Ахмерова ячĕллĕ Раççейри таврапĕлÿçĕсен пĕрлешĕвĕн Ĕпхÿ хулинчи уйрăмĕ шутланать. Хăй тĕпчевĕсен результачĕсемпе республикăри пичет кăларăмĕсенче, радиопа телевиденинче паллаштарнă. Вăтăр ытла çул обществăлла майпа Пушкăртстан радиовĕпе телевиденийĕнче передачăсен ярăмне илсе пынă. Тăтăшах Иван Тарасов журналист пуçарса янă «Ентешсем» тата «Тивлет» чăваш передачисене хутшăннă. XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çине тăрсах паллă чăваш просветителĕсен Иван Яковлевпа Павел Мироновăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕпченĕ. Çав темăпа тата чăвашлăха тĕпчес енĕпе П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче темиçе çул хушши лекцисем вуланă. 1998 çулта Ĕпхÿ хулинчи истори палăкĕ шутланакан Пушкин урамĕнчи 110-мĕш çурт çине И.Я. Яковлева халалланă асăну хăми уçас шухăша сĕнекенсенчен пĕри пулнă. Асăну хăми çине çырнă текстăн авторĕ те хăех. Унта çакăн пек сăмахсем пур: «Çак çуртра XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканĕ хăйĕн вĕренекенĕпе П.М. Мироновпа тĕл пулнă».
Георгий Петрович патшалăх тата общество деятелĕсем, республикăри наципе культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисемпе хастарĕсем хушшинче сумлă çын шутланнă. Халăх ăна професси çынни, наци политики тĕлĕшĕпе виçсе тата тĕплĕн шухăшласа йышăну тăвакан, хăй ĕçне парăннă, ыттисене яланах пулăшма хатĕр çын пулнăран килĕштернĕ, хисепленĕ. Унăн сĕнĕвĕсене яланах илтетчĕç тата итлетчĕç.
Георгий Шушпанова ПР Аслă Канашĕн, Ĕпхÿ хула администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе, «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă.
Игорь ПЕТРОВ,
Чăваш наци ăслăлăхпа
ÿнер академийĕн
Уралçум филиалĕн ертÿçи.

Редакцирен. Декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, çитес вырсарни кун, Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Г.П. Шушпановăн 90 çулне халалласа Асăну каçĕ йĕркелеççĕ. Мероприяти 13.30 сехетре Ĕпхÿ хули, Пушкин урамĕ 110 адреспа иртет.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: