Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
4 Кӑрлач , 11:10

«Ĕçчен те пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме кăмăллă»

Аслă шкул вĕрентекенĕ тесенех аслă тĕнчен пур илемне-сăнлăхне пĕрлештерекен хĕвел евĕр çутă та илемлĕ сăнар куç умне ăшшăн тухса тăрать. Унра йăлт пур тĕлĕнмелле çепĕçлĕхпе ăшă сапса тăракан савăклăх та, ырă кăмăллă тараватлăх та, юратнă студентсем кунсерен ăса çирĕп те тарăн пĕлÿ хывччăр тесе çунса тăни, таса çăлкуç евĕр тапса тăракан пултарулăх та, ачаш та çепĕç тĕссен асамлă ялтăравĕ те…

«Ĕçчен те пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме кăмăллă»
«Ĕçчен те пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме кăмăллă»

Сăмахăм – Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн филологи наукисен кандидачĕ, доценчĕ, «ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ» палла, ПР Халăх вĕрентÿ министерствин, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ Лариса Коротаева пирки. Пурнăçне вăл чăваш чĕлхипе литература учителĕсене вĕрентсе кăларас, тăван чĕлхене вĕрентес, упрас тата аталантарас ĕçпе çыхăнтарнă.
Январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче пултаруллă преподаватель хăйĕн çавра юбилейне паллă турĕ. Çак паллă кун умĕн эпир Лариса Валерьевнăпа калаçрăмăр.
– Лариса Валерьевна, хăвăр çинчен тĕплĕнрех каласа парсамăр. Ăçтан эсир?
– Ачалăхпа çамрăклăха ирттернĕ тăван кĕтесĕм – Мияки районĕнчи Суккул-Михайловка ялĕ. Асаттепе асанне, аттепе анне, пĕр тăвансемпе тăвансем, хĕреснаттепе хĕреснанне, кÿршĕсемпе паллакан çынсем пурăннă чăваш ялĕ. Атте Крупская ячĕллĕ колхозра малтан парторг, унтан тĕп зоотехник пулса ĕçлерĕ, анне ялти ФАПра – фельдшер. Иккĕшĕ те ирхи куна каçчен ĕçре ирттернĕ, çавăнпа та эпир асаттепе асанне юратăвĕпе, ăшшипе ÿснĕ. Асаттепе кукаçи вăрçă вучĕ витĕр тухнă, кукамайпа асанне те, пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнăскерсем, пурнăçра хура-шуррине нумай курнă, çапах та вĕсем пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе хăйсен чĕринчи мĕнпур лайăх енĕсене ачисемпе мăнукĕсене пиллесе хăварнă. Асанне асатте енчи тăвансене «сарă хĕр», «сарă ывăл», «кĕçĕн хĕр», «чипер хĕр», «пăяхам» тесе чĕнетчĕ, кÿрше каçсан Гриша пичче: Килтĕн-им, йăмăкăм? – тесе кĕтсе илетчĕ. Ăшшăн каланă чăваш сăмахĕсене илтсе ÿснĕ-вĕт-ха эпир. Çакă пулман-ши пысăк телей?
Малтан хамăр ялти пуçламăш, унтан Çĕнĕ Хурамалти вăтам шкулта ăс пухнă. 1991-1996 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнче ассистент пулса ĕçлеме пуçланă. Шупашкарта 2005 çулта танлаштаруллă-историллĕ, типологиллĕ тата шайлаштаруллă чĕлхе пĕлĕвĕ ăстаçăлăхпа «Фонетические и лексические системы говоров приуральских чувашей Башкортостана. Опыт сравнительно-исторического анализа» темăпа филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн степеньне тивĕçтерекен диссертаци хÿтĕлерĕм. Халĕ Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕнче тутар тата чăваш филологийĕн кафедринче вăй хуратăп.
– Мĕншĕн хăвăр пурнăçăра педагог профессийĕпе çыхăнтарма шутларăр? Эпир пĕлнĕ тăрăх, пĕр вăхăтра эсир журналистикăна та килĕштернĕ.
– Тăван çĕршывăм – Пушкăртстан. Мăн асаттесем Чăваш çĕрĕнчен куçса килнĕ. Тăххăрмĕш класс хыççăн шкул ачисене пирĕн класс ертÿçи В.А. Кузьмин Шупашкара экскурсине илсе кайрĕ. Шупашкар вара мана çавăнта тыткăнларĕ, пуласлăха ĕмĕтлентерекен туйăма вăратрĕ. Ку пĕрремĕш утăм пулчĕ пуль. Тепĕр сăлтавĕ: шкулта ачасене мĕнле учитель вĕрентнинчен килет. Пуçламăш класра мана М.А. Семенова, Л.Н. Семенова, Е.Н. Павлова, Т.Н. Сергеева, В.П. Круглова вĕрентрĕç. Вĕсем пултаруллă, шкул чыс-сумне çĕклекен педагогсем пулнă. М.А. Семенова пуçарса янипе йĕркеленĕ шкулти музей – пирĕн ял халăхĕн еткерлĕхĕ. Çамрăкрах чухне, паллах, çакна ăнланса та çитмен пулĕ. Халĕ вара Мария Абрамовнăна çак ĕçе пире, шкул ачисене, явăçтарнишĕн чĕререн тав тăватăп. Унтан та ытларах вăл хамăр ял халăхĕн кун-çулне, культурине, историре палăрнă çынсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварас, вĕсене пулас ăрусем патне çитерес тесе тăрăшнă. Аслă классенче тăван чĕлхене юратма, хисеплеме те упрама К.А. Тарасов, В.А. Кузьмин, В.С. Антонов вĕрентрĕç. Çапла, чылай чухне малашлăх çулне суйласа илме аслисен ырă тĕслĕхĕ пулăшать.
Шкулта вĕреннĕ чухне «Пионер сасси» хаçатпа «Çилçунат» журнал ĕçченĕсенчен алăпа çырнă çырусем илсе тăни те вĕренме хавхалантарнă, çавăнпа заметкăсем те çырсах тăнă. Студент вăхăтĕнче «Урал сасси», «Тантăш» хаçатсенче практикăра пулнине ăшшăн аса илетĕп.
– Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ) миçе çул ĕçлетĕр?
– Университетра вĕреннĕ чухне пирĕн сумлă профессорăмăр И.А. Андреев чĕлхене, унăн грамматикине лайăх пĕлекен çын кирек мĕнле профессире те ĕçлеме пултараять тесе каланине паянхи кун та лайăх астăватăп. Пире П.Я. Яковлев, Е.Ф. Васильева, В.И. Сергеев, В.А. Андреев, Ю.М. Виноградов чĕлхе вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Г.Н. Семенова ăсчах маншăн кумир пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. 1996 çулта, алла диплом илнĕ хыççăн Çтерлĕ патшалăх педагогика институчĕн наци шкулĕнче вырăс чĕлхине вĕрентессипе ĕçлекен кафедрăна ĕçлеме вырнаçрăм. 1997 çулта филологи факультетĕнче тутар тата чăваш филологи кафедри йĕркелерĕç. Асăннă кафедрăна малтанах И.С. Насипов профессор ăнăçлă ертсе пычĕ, халĕ – И.С. Мансуров доцент. 27 çул университетра ĕçлетĕп. Паянхи кун эпир ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕрентекенсем хамăрăн республикăра кăна мар, республика тулашĕнчи шкулсенче те вăй хураççĕ.
– Студентсене мĕнпе интереслентерме тăрăшатăр?
– Кашни вĕрентекен – хăйне евĕр тĕпчевçĕ. Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли мелсемпе формăсем шырасси куллен пурнăçламалли ĕçсенчен чи кирли пулса тăрать. Вĕрентĕве кăсăкрах, илĕртÿллĕрех йĕркелес тесен ырми-канми шыравра пулмалла, кун-çул таппинчен юлмасăр ĕçлемелле. Портфолио та студента тĕрлĕ енлĕн аталантарма май парать, çавăнпа та студентсем тĕрлĕ олимпиадăпа конкурссене, конференцисене хаваспах хутшăнаççĕ.
– Вĕсенче тăван чĕлхене тĕпчес кăсăкланăва хистемесĕр çуратма пулать-и?
– Паллах, пулать. Чăваш яш-кĕрĕмĕ хушшинче те пултаруллисем чылайăн пулни савăнтарать. Акă, сăмахран, Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Ботвиневанах (Алексеева) илер. Пилĕк çул хушши вăл тăван институтра наука конференцийĕсемпе конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса пычĕ, Шаран тăрăхĕнчи чăваш ялĕсен калаçăвне тĕпчерĕ, магистратурăна вĕренме кĕчĕ, виçĕ çул тăршшĕ эпĕ ертсе пынă Раççейри фундаменталлă тĕпчев фончĕн гранчĕпе усă курса «Фонетическая и лексическая системы говора чувашей Шаранского района Республики Башкортостан» темăпа диссертаци хÿтĕлерĕ. Наука ĕçĕсем унăн 30 ытла, çав шутра – 1 монографи, 1 словарь. Светлана Данилова та студент чухне ÇППУ грантне çĕнсе илсе икĕ кĕнеке («Илĕртÿллĕ материалсем – ачасене тăван чĕлхене кăсăклантарма пулăшакан пĕлÿ хатĕрĕсем», «Пушкăртстан Республикинчи Авăркас районне кĕрекен чăвашсен календарлăх йăла-йĕрке поэзийĕ») кăларма пултарчĕ. 2016 çулта Элеонора Петровапа Мария Алексеева студенткăсем те грант шучĕпе Авăркас районĕн йăли-йĕркине тĕпчесе «Уралçум чăвашĕсен вырăнти калаçăвĕсем» ятлă кĕнеке кăларчĕç. Халĕ студентсем диплом ĕçĕ вырăнне проект хÿтĕлеççĕ. Иртнĕ çулта куçăм мар мелпе вĕренекенсем Ольга Гаврилова, Елена Алексеевăпа Елена Храмова лэпбук хатĕрлесе хăйсен ĕçне ăнăçлă хÿтĕлерĕç. Виççĕмĕш курсра вĕренекен Константин Петров çулсеренех Мускавра иртекен «Билингва» тата ытти хуласенчи конкурссене хастар хутшăнса тивĕçлĕ вырăнсем çĕнсе илет. Анфиса Салихова, ПР Пуçлăхĕн премийĕн стипендиантки, 1-мĕш курсранах ВКонтактри «Чувашское отделение» страницăна ертсе пырать. Çавăнпа шанăçа тÿрре кăларакансем пурах. Ĕçчен, яваплă тата пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме яланах кăмăллă.
– Кашни вĕрентекен хăйĕн предметне юратать. Сирте тăван чĕлхене юратасси мĕнрен пуçланчĕ?
– Мана чĕлхе наукин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ăсчахсем вĕрентнĕ, вĕсемпе пĕрле нумай ĕçленĕ, вĕсем пек пулма тăрăшнă. М.Ф. Чернов ăслăлăх ертÿçи пулнă. Н.И. Егоров профессорпа Уралçум чăвашĕсен икĕ томлă чăваш диалектологийĕн словарьне хатĕрлесе кăлартăмăр. Л.П. Сергеев тăван чĕлхене пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклама вĕрентнĕ. Ю.М. Виноградова хисеплетĕп. Студент чухне Х.Уяр, К.Петров писательсемпе тăтăшах курса калаçни, вĕсен пултарулăхне тĕпчени илемлĕ те çепĕç чăваш чĕлхин сĕткенне чĕре варрине илнĕ.
– Лариса Валерьевна, сирĕн шутпа мăн асаттесен чĕлхине сыхласа хăварма мĕн пулăшĕ?
– «Чĕлхе хăйне пултарнă халăхпа кăна вилет, çавăнпа халăх хăйĕн тăван чĕлхине мантăр тени çав халăха вилĕм суннипе пĕрех», – тесе çырса хăварнă И.Я. Яковлев. 2009 çултах ЮНЕСКО эксперчĕсем чăваш чĕлхине çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ. Ку çивĕч ыйту, паллах, питĕ пăшăрхантарать, анчах та пĕччен тумалли ĕç мар. Юлашки çулсенче чăваш чĕлхине вĕрентмешкĕн сехет питĕ сахал уйăраççĕ. Чылай çемье хаçат-журнал çырăнса илесшĕн мар, кĕнеке вулакансен шучĕ те чакнă. Хăш-пĕр ялсенех илес пулсан, çамрăк ăру йăла-йĕркене упрама тăрăшать, анчах чĕлхене маннă. Хулара кăна мар, ялсенче те чăвашпа чăваш пĕр-пĕринпе вырăсла калаçать. Унтан та хăрушши – чăваш ывăл-хĕрĕ пат татсах: «Эпĕ чăваш мар!» тесе калани. Ку çынлăх туйăмĕпе килĕшсе тăман япала. Эпир тăтăшах тĕрлĕ конкурссем, фестивальсем, наукăпа практика конференцийĕсем, пухусем ирттеретпĕр. Унта та ытларах аслă ÿсĕмрисене курма пулать. Апла пулин те пуçланă ĕçсене сая ярас марччĕ, тăван чĕлхене сумран кăларас марччĕ. Вĕренекенсене тăван чĕлхе пуянлăхне хăйсем тĕллĕн туйса илмешкĕн çителĕклĕ майсем туса памалла, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе, культура ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытса вăй хумалла.
– Професси ĕçĕ-хĕлĕнче студентсемпе ĕçлени кăна мар, методика пособийĕсем кăларни те пысăк вырăн йышăнать. Кун çути курнă кĕнекесем çинчен кĕскен каласа памăр-и?
– Вĕрентекенĕн хăйĕн професси ăсталăхне яланах туптаса тăмалла. Ăслăлăх тĕпчевĕсен тĕп çул-йĕрĕ – вырăнти калаçу сăмахĕсем. Паянхи куна 237 ытла наука ĕçĕ пичетленнĕ. Хăш-пĕрисене асăнса хăварам: «Аслă шкулсенчи чăваш уйрăмĕсемпе факультечĕсене вĕренме кĕрекенсем валли хатĕрленĕ чăваш чĕлхипе меслет кăтартăвĕсен программи» (1999 ç.), «Фонетическая и лексическая системы говоров приуральских чувашей Башкортостана. Опыт сравнительно-исторического анализа: Монографи» (2009 ç.), «Чăваш чĕлхипе тата литературипе пухса хатĕрленĕ класс тулашĕнчи ĕçсемпе уроксен методика пуххи» (2012 ç.), «Чăваш диалектологийĕ. Диалектологи практики» (2013 ç.), «Уралçум чăвашĕсен вырăнти калаçăвĕсем: 1 пай» (2014 ç.), Л.В. Коротаева, Л.П. Сергеев, А.Д. Ахвандерова, Т.В. Денисова «Диалектологический словарь чувашского языка» (Шупашкар, 2020 ç.) та ытти те. 2004 çулта «Чăваш диалектологийĕн вĕрентÿпе справка материалĕсем тата Уралçум чăвашĕсен калаçăвĕн диалектологи словарĕ» кун çути курчĕ. Ку кĕнеке чăваш диалектологийĕн историйĕнче Пушкăртстан чăвашĕсен калаçăвне пĕтĕмĕшле тĕпчесе çырнă пĕрремĕш ĕç шутланать. Словарьте пурĕ 3000 яхăн диалект сăмахĕ. Кĕнекен 1 пайĕнче Уралçум чăвашĕсен калаçăвĕнче тĕл пулакан лексика, фонетика, семантика уйрăмлăхĕсене, кирлĕ çĕрте сăмах пулăвне, фонетика тытăмĕн аталану çул-йĕрне кĕскен ăнлантарса панă. Кĕнекен II пайĕнче Уралçум чăвашĕсен вырăнти калаçăвĕсен чăвашла-вырăсла словарьне (С-Я сас паллисем таран), словарьте тĕл пулакан ял ячĕсен тулли списокне панă; кунтах «Чăваш диалектологийĕ» курсне вĕрентнĕ чухне усă курмалли текстсене кĕртнĕ, усă курмалли литературăна кăтартнă. Текстсен тематики пуян: кунта туй йăли-йĕрки, халăх юррисем, вĕрÿ-суру чĕлхи, пир-авăр ĕçĕ, кил-çурт таврашĕ тата ытти те. Вĕсене пурне те калаçу чĕлхипе çырса кăтартнă, кам çырса илнине, ку е вăл текст тĕслĕхĕ ăçта упраннине палăртнă.
Пушкăрт патшалăх университечĕн филологи факультечĕ пуçарнипе 2014 çулта экспедицисем ирттерме пуçларĕç. Кашни çулах вĕрентекенсемпе студентсенчен йĕркеленнĕ ушкăн Элшей, Авăркас, Кармаскалă, Давлекан, Çтерлĕ, Федоровка, Пелепей, Шаран, Чекмагуш, Мияки, Гафури, Ермеккей районĕсенче тĕпчев ĕçĕсем ирттеретпĕр. Çак экспедицисенче пуçтарнă материала йĕркелесе кĕнекесем тухнă: «Чăваш диалектологийĕ. Чăваш халăх сăмахлăхĕ. Лингвокультурологи. Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ», Автор-хатĕрлекенĕ Л.В. Коротаева, Л.А. Афанасьева, Н.С. Карпова. – Çтерлĕ, 2016; «Пушкăртстан чăвашĕсен туй мешехин поэзийĕ», Автор-хатĕрлекенĕ Л.В. Коротаева, Л.А. Афанасьева. – Çтерлĕ, 2020. Ку ĕçе малалла тăсасшăн.
– Лариса Валерьевна, пирĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн пысăк тав. Сире вăй-хал, çирĕп сывлăх, тÿсĕмлĕх сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем пурнăçланса пыччăр.
Ирида НОВИКОВА калаçнă.
Çтерлĕ хули.

«Ĕçчен те пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме кăмăллă»
«Ĕçчен те пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме кăмăллă»
«Ĕçчен те пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме кăмăллă»
«Ĕçчен те пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме кăмăллă»
«Ĕçчен те пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме кăмăллă»
«Ĕçчен те пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме кăмăллă»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: