Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
10 Кӑрлач , 11:40

«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»

«Митташăн тав туса чăваш халăхĕ умĕнче пуçа таятăп...», – çак сăмахсемпе Нуралжийа Тагы Патăрьел муниципалитет округĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул, Митта премине туса хунăранпа 40 çул çитнине уявлама пухăннă чăваш халăхĕ умĕнче хисеп турĕ.

«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»

Мĕншĕн тесен Саха (Якут) çĕрĕн мухтавлă ывăлĕн, СССР халăх вĕрентекенĕн Михаил Алексеевăн (1917-1995) хăй пурăннă чухнех чăвашсене янă çырăвĕ пур:
«...Пĕтĕм пурнăçăм тăршшĕпех эп Василий Митта чăваш писателĕн çутă сăнарне асран ямасăр пурăнатăп. Унпа эп таса пирĕштипе тĕл пулнă пек, ман пурнăçăм вĕçнех çитнĕ чух тĕл пултăм. Вăлах мана выçса вилесрен çăлса хăварчĕ.
(…) Ку вăл е 1943, е 1944 çулта политикăшăн айăпласа хупнисен Унжа (Горький облаçĕ) лагерĕнче пулса иртрĕ. Вăрçă пыратчĕ. Пурнăç пур çĕрте те калама çук йывăрччĕ.
Эпĕ, Василий пекех, лагерьтеччĕ (кайран, паллах, пуçĕпех тÿрре кăларчĕç). Пĕррехинче, йывăр ĕç хыççăн, эп лагерь столовăйне кайрăм. Каялла таврăннă чух столовăйпа юнашар пахча çимĕç управне кĕтĕм. Унта илемлĕ те ырă питлĕ тĕлĕнмелле кăмăллă çын ларать. Ку вăл чăваш çыравçи Василий Митта пулчĕ. Вăл манпа кăсăкланма пуçларĕ: ман шăпа пирки, якут халăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Тепĕр кун эп каллех пахча çимĕç управне кĕтĕм. Ку хутĕнче вăл хăй те мана кĕтнĕ иккен, ман валли пĕçернĕ темиçе çĕр улми те хăварнă. Ытти кунсенче те вăл мана мĕнпе те пулин сăйлама тăрăшрĕ. Эпир вăл вăхăтра еплерех пурăннине шута илсен, ку вăл чăн-чăн çăлăнăç...
(…) Эпĕ халь те хутран-ситрен чăвашсене тĕл пулкалатăп. Вĕсем маншăн чи ырă çынсем, ман вĕсене ыталаса чуп тăвассăм килет. Çак туйăма манра ĕмĕрлĕхех Василий хăварчĕ.
Эпĕ – якут, çапах та темшĕн Василий Миттапа, Андриян Николаевпа мухтанатăп!».
Ав мĕнле кураççĕ иккен Миттана ытти халăх çыннисем. Космонавтпа юнашар лартса хаклаççĕ. Унăн ырă ĕçĕшĕн 80 çул иртсен те чăваш халăхне тав тăваççĕ! Ахальтен мар патăрьелсем хăйсен Аслă Сăвăçне çапла сумлаççĕ! Тата мĕн тери витĕмлĕ Митта урокĕ: эпир паян кунта та, тĕнчере çÿренĕ чухне те хамăра еплерех тыткалатпăр, мĕн туса çÿретпĕр – кайран тăван халăхăмăра чыс пулĕ-и, мăшкăл пулĕ-и, намăс пулĕ-и, ылхан пулĕ-и?..
Истори ăслайĕсен кандидачĕ, Федерацин Çурçĕр-Хĕвелтухăç университечĕн доценчĕ Нуралжийа Тагы вара шăпах Михаил Алексеевăн тăванĕ, вĕсем пĕр улусран. Вăл – этнолог, тюрколог, халăх сиплевçи. Чăвашсен Тĕрĕк тĕнчин культура центрĕ йыхравланипе вăл çак кунсенче Чăваш Енпе паллашма килсе çитрĕ. Паллă ĕнтĕ, Миттапа çыхăннă уява хутшăнмасăр юлма пултараймарĕ. (Кунта халăх ăсĕ ан пăтрантăр тесен, çакна ăнлантарса памалла. Совет саманинче эпир çав халăх çыннисене ытларах якут ятпа чĕннĕ, çĕнĕ саманара вара вĕсем хайсене саха (чăвашла сахха тесен тĕрĕсрех) теме пуçларĕç. Тĕрĕссипе, иккĕшĕ те пĕр ăнлава пĕлтерет – чăвашла ахах тени.)
Миттаçăсенчен çак шухăша тăтăш илтетпĕр: Митта Ваçлейĕ – чăваш поэзийĕн классикĕ, тăван халăхăн мухтавлă ывăлĕ, синкерлĕ кун-çулра та çынлăхне çухатман таса та çирĕп чунлă çын. Унăн сăваплă ячĕ тата шăранса тухнă хурçă пек пултарулăхĕ чăваш халăхне малашне те упранса юлса аталантарма хавхалантаракан çул кăтартмăшĕ. Ан тив, пурнăç синкерне кура вăл хăйĕн чăвашлăх ĕмĕчĕсене хăйĕн тĕслĕхĕпе пурнăçа кÿртсе çитереймен те пултăр, анчах та юлашки сывлăшĕ тухичченех вăл чăвашлăхшăн çуннă, кĕрешнĕ. Вун çичĕ çула ирĕксĕр хăварса лагерьте пулса таврăнсан та чăвашлăхшăн вăл хăйĕн çывăх тусĕсемпе тава кĕме те хăраман. Кун пек чухне урăхла хаклав пулма пултарать-и?
Тен, çавăнпах вăл манăçми поэт? Уйрăмах ăна тăван тăрăхĕнче манмаççĕ. Нихăçан та манман. Çитменнине, 1983 çултанпа Митта премийĕ те пур. Митта премийĕ – Геннадий Айхи тăван çĕршывĕнче тивĕçнĕ пĕрремĕш преми. Çак ятпа çырнă сăвă та пур унăн:
...Çĕнчĕ йăлт Ваçлей пиччемĕр,
Иртнĕ — манăçми хĕн-хур.
Ĕнтĕ халĕ, тăвансемĕр,
Унăн премийĕ те пур.

(…) Вăл, Митта Парни, пуçланнă
Сăвăçăмăр чĕринче,
Çирĕпленнĕ те туптаннă
Унăн хĕнлĕ шăпинче.

Çав Парне, поэт Халалĕ,
Çĕкленет уйран-хиртен,
Çутатса тăрать вăл халĕ,
Чăн та, халăх чунĕнчен.
(«Митта премине илнĕ хыççăн каланă сăмах», октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕ, 1987 çул, Патăрьел.)
– Премие комсомол райкомĕ çумĕнче йĕркелерĕмĕр, тĕллевĕмĕр – пултарулăхра палăрнă янташсене хавхалантарассиччĕ. Ара, производствăра ĕçлекенсене анлăн чыслаттăмăр, ĕмĕр сăвă-калав çыракансене, хорсене юрлама, клубри театра сцена çинче выляма çÿрекенсене чыслав çитместчĕ, – аса илет ун чухне ВЛКСМ Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă, халĕ Илле Иванов ятпа паллăрах сăвăç тата журналист. – Митта шăпине, пултарулăхне тĕпчес ĕçе пуçарнă, Трак таврашĕнче çитĕннĕ, Шупашкарта пурăннă Геннадий Юмарт сăвăçа Митта премийĕпе чысларăмăр та, преми хамăр сисмесĕрех республика шайĕллĕ пулса тăчĕ. Геннадий Айхине лауреат ятне парсан – СССР шайне çĕкленчĕ. Г.Айхи пухса хатĕрленĕ чăваш поэзийĕн антологине Итали, Венгри чĕлхине, французла, акăлчанла, шведла куçаракансене Митта премийĕ парса тав турăмăр та – вăл тĕнче шайне тухрĕ (шел те, тăван республикăн официаллă тытăмĕсем вĕсене тав тума пĕлмерĕç).
Сăмах май, Чăваш Республикинче Митта премийĕ – çулĕпе чи аслă премисенчен пĕри (ЧР патшалăх премине тата никĕсленĕ чухне патшалăх тытăмĕн премийĕпе тан пулнă Çеçпĕл Мишши премине шута илмесен). Нумаях пулмасть хальхи Питĕр хулинче Андрей Белый премине хупса хума пултараççĕ текен сас-хура тухрĕ, вăл Митта премийĕнчен 5 çул аслăрах иккен (ăна Айхи те тивĕçнĕ). Францире, ав, пирĕнни евĕр премисем темиçе çул каяллах виçĕ пин çурă таран тетчĕç. Апла 40 çул каялла эпир те цивилизациллĕ çулпах утнă, – пĕтĕмлетет шухăшне преми никĕслевçи.
Митта премийĕн тĕслĕхĕпе Чăваш çĕрĕнче вуншар преми çуралнă иккен. Хăшĕсен кун-çулĕ кĕске пулнă (сăмахран, Шăмăршăри Бараев-Сĕркке ячĕллĕ преми), анчах теприсем паян кун та ят-сумне ямаççĕ. Сăмахран, вĕсен шутĕнче Трак тăрăхĕнчи Неçтĕр Янкас премийĕ (çак ĕç пуçĕнче Виталий Михайловпа Иван Прокопьев-Чураль тăнă).
2023 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул, Митта премине туса хунăранпа 40 çул çитнине анлăн палăртрĕç. Асăну кунне хăнасем Шупашкартан çеç мар, Хусантан тата Чĕмпĕртен те килнĕ. Саха çĕрĕн элчи те унта хутшăннине маларахах асăнса хăвартăм.
Пухăннисене муниципалитет округĕн администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Анисия Воробьева саламларĕ. Унтан ушкăнпах Патăрьел район хаçачĕн çурчĕ çинчи Миттана халалланă асăну хăми умне чечексем хурса пуç тайрĕç (Митта райхаçата йĕркелесе яракансенчен пĕри), музейпа паллашрĕç. Çак кун Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче Митта премийĕн лауреат-ÿнерçисен куравĕ уçăлчĕ. Унта Чăваш халăх художникĕн Неççе Кулин (Н.Енилин), Геннадий Исаевăн, Балтай Микуçĕн (Н.Балтаев), Виктор Аванмартăн (В.Егоров) ĕçĕсем тĕпре пулчĕç. Виктор Артемьев (Çĕнĕ Шупашкар) хальлĕхе лауреат мар пулин те, вăл та хăйĕн ĕçĕсене тăратнă, мĕншĕн тесен Митта Ваçлейĕн сăнне калăплама ăнтăлать. (Сăмах май, çак кунсенче Шупашкарта наци библиотекинче Ирĕк Килтĕш (Валерий Краснов) ÿнерçĕн куравĕ ĕçлерĕ. Унăн ĕçĕсем те Митта Ваçлейĕн сăнарне, вăл çуралса ÿснĕ тавралăха уçса параççĕ. Халĕ курав Çĕнĕ Шупашкарти Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ 20-мĕш шкулта малалла ĕçлет.)
Патăрьелĕнчи тĕп библиотека та сăвăç уявĕнчен айккинче юлмарĕ, унта та Митта премийĕн лауреат-çыравçисен кĕнекисен куравне йĕркеленĕ.
Чи хумхануллă самант – Аслă Арапуçĕнче Митта Ваçлейĕн вил тăприне чечексемпе пуç тайни. Шел те, репресси çулĕсенче шар курнисен шăпи тĕрлĕрен. Ак, Ваçлей тетен шăллĕ – чăваш çыравçи Митта Петĕрĕ ГуЛаг тĕрмисенчен таврăнайман, унăн вил тăприйĕ ăçтине те пĕлместпĕр. Ăçта кайса пуç таяс, ăçта чечек хурас? Митта Ваçлейĕ пекех репрессие лекнĕ Неçтĕр Янкас (Трак тăрăхĕ), Николай Шупуççынни (Шупашкар районĕ) тата ытти çĕршер çыннăн вилтăприйĕсем те çук. Çавăнпах Митта Ваçлейĕн вилтăприне пуç тайнин пĕлтерĕшĕ тата аслăланать. Урăхла каласан, Миттапа пĕрле синкер шăпаллисене пурне те асăнатпăр, пурин умĕнче те пуç таятпăр. Тен, хăçан та пулин çав тискер вăхăтшăн каçару ыйтса çитерĕпĕр. Çав çылăх каçать пулсан...
Сăмах май, Геннадий Айхин пуçарăвĕпе, Митта Ваçлейĕн тăван ялĕнчи – Аслă Арапуçĕнчи (Первомайскинчи) – вил тăприйĕ халех ĕнтĕ чăваш культуринчи, чăваш историйĕнчи халиччен пулман сăваплăран та сăваплă вырăн пулса тăчĕ. Çак вил тăпри çине Шотландин аслă сăвăçĕн Роберт Бёрнсăн (25.01.1759 – 21.07.1796) тата Пауль Целанăн (23.11.1920 – 20.04.1970), нимĕç чĕлхеллĕ еврей сăвăçин (Румыни, Франци) вил тăприйĕсем çинчен илсе килнĕ пĕрер ывăç тăпра хывнă. Ку пулăма самантлăх политика ăнлавĕсемпе хакламалла мар, ку вăл – поэзи тăванлăхĕ. Чăваш тата тĕнче поэзине хисеплекенсемшĕн ку хăех ĕнтĕ калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ тата чăваш сăмахлăхне, Патăрьел тăрăхне тĕнче шайĕнче йышăннине çирĕплетекен чăнлăх.
Хальхинче те Аслă Сăвăçăмăр вил тăприйĕ çинче поэт сăввисем, тăван сăмах тата Саха çĕрĕн тимĕр купăсĕ янăрарĕç... Чул палăк çырăвĕ пурнăçланнăнах туйăнать:
Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам,
Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр,
Ăна тăван ыр кăмăлпа юрлатăр, -
Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.
Митта Ваçлейĕ.

Аслă Арапуçĕнчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулта Митта палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, шкулта унăн тата хăнасен сăввисем янăрарĕç: Тутарстанран Анатолий Малышев, Евгений Турхан, Константин Малышев, Шупашкартан Лидия Ковалюк, Владимир Терентьев-Тăвăл, тăван районтан Николай Ларионов, Николай Николаев, Якку Степанов килнĕ. Неççе Кули (Шупашкар), Виктор Аванмарт (Чĕмпĕр), Виктор Артемьев (Çĕнĕ Шупашкар) ÿнерçĕсем те хăйсен сăмахне каларĕç.
Çавăнпа та Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул, Митта премине туса хунăранпа 40 çул çитнин уявĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн уявĕ пекех туйăнчĕ.
1983 çулта никĕсленĕренпе Митта Ваçлейĕн премине тивĕçнĕ лауреатсенчен чылайăшĕ чăваш халăхĕн ÿнерне тĕрлĕ енлĕ аталантарнă, аталантарать те. Вĕсен хушшинче кÿршĕллĕ тутар, хакасс, казах тата ытти халăх çыннисем, чылай ют çĕршывсенчи куçаруçăсем пур, вĕсене пурне те çак хисеплĕ ята чăваш культури умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн панă.
– Тен, пыра-киле Митта уявне пĕтĕм Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен, пĕтĕм Раççей Федерацийĕнчи халăхсен, анлăрах илсен – тĕнче уявĕ шайĕнчи пулăм тума та мехел çитерĕпĕр, – ĕмĕтленет Илле Иванов. – Чăвашăн мухтавлă ывăлĕн ячĕ урлă чăваш ятне çав шая çĕклесси пиртен те нумай килет. Чăваш вăл таçти ту хăвăлĕнче е тинĕсри утрав çинче тĕнчерен питĕрĕнсе ларнипе упранса юлакан халăх мар (хальхи саманара ун пек тума майсем те çук пуль), тĕнчене вăрçăпа ярса илсе те чăваш вилĕмсĕр пулса юлаймĕ, вăл тăван сăмах хăвачĕпе хăватланса тĕнчипех ытти халăхсемпе тан саркаланса пурăнмалла, çапла çеç этемлĕхĕн паянхи цивилизацийĕн кĕç-вĕç çухалас пĕр халăхĕ пек мар, унăн пĕр-пĕринпе хутшăнакан, анчах хăйĕн хăйьевĕрлĕхне упракан уйрăлми пĕр пайĕ пулса тăрĕ.
Митта премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин халăх поэчĕ Геннадий Айхи хăй пурăннă чухнех Миттан тăван çĕрĕнче тĕнче шайĕнчи «Митта поэзийĕн акатуйĕ» пуçарса яма ĕмĕтленетчĕ. Ку вăл Пăла тăрăхĕн, Патăрьел тăрăхĕн çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхне палăртса тăракан тепĕр символ, бренд пулса тăмалли ĕмĕт.
– Патăрьелсем, пур чăваш та ĕçченлĕхĕпе çĕршывĕпех палăрать те, нивушлĕ культурăра та çапла маттур пулаймăпăр? – тет Илле Иванов.
– Митта Ваçлейĕ чăваш халăхне питĕ кирлĕ. Паянхи кун – пушшех те. Мĕншĕн тесен халăх ăсне пăтратакан вăйсем витĕмлĕ, халăха ырăпа усала уйăрса илме те йывăрланса пырать. Çак ĕçре вара пире Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ, – теççĕ миттаçăсем. Апла-тăк, малашлăха ĕмĕтпе пăхар.
Эльвира ИВАНОВА.
Чăваш Республики,
Патăрьел районĕ.
Николай ЕГОРОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
«Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ»
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: