Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
16 Кӑрлач , 12:05

Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта

Вунă теçетке хыçа хăварса, çав çула çитсе аслă ăрурисем мĕн чухлĕ йывăрлăх витĕр тухман пулĕ, мĕн кăна курман-ши? Чи хакли вĕсемшĕн – хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварни, мăшăрланса, ача-пăча çуратса паянхи кун мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксемпе савăнни, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланни. Çакă аслă ăрурисене малалла пурăнма вăй-хал хушать те ĕнтĕ, телейлĕрех тăвать.

Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта

Январь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Толбазă салинче ĕç ветеранне, тыл ĕçченне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн тăлăх арăмне Анисия Михайловна Прокопьевана чысларăмăр, çĕр çулхи юбилейпа саламларăмăр. Юратнă амăшне, ырă кăмăллă кукамай-асламăшне, савнă тăванне саламлама ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсемпе республикăри обществăлла организаци представителĕсем пухăнчĕç. Чаплă юбилее çемье тата Çтерлĕ хулинчи А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен Канашĕ йĕркелерĕç.
Уяв мероприятине юбилярăн хĕрĕ Нина Кобцева уçрĕ. Вăлах кĕскен Анисия Михайловнан тата çемье биографийĕпе паллаштарчĕ, хăй каланине сăн ÿкерчĕксемпе çирĕплетрĕ. Чунĕпе хăйне çамрăк туякан кинемее А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен Канашĕн председателĕ В.Н. Михайлов Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн салам çырăвне, Шуршăл ялĕнчи СССР летчик-космонавт А.Г. Николаев ячĕллĕ мемориаллă комплекс директорĕн А.Н. Тукмаковăн, «Раççейри ветерансен канашĕ» Пĕтĕм Раççейри ветерансен обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕн В.П. Осиповăн, Раççейри ветерансен Канашĕн Ĕпхÿ хулинчи комитет президиумĕ тата А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен Канашĕн Çтерлĕри уйрăмĕ ячĕсенчен чи илемлĕ салам сăмахĕсене вуласа пачĕ. Малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, телей сунчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче те нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ырми-канми ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕ.
Çавăн пекех юбиляра саламлама ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи, Раççейри чăвашсен федераци шайĕнчи наципе культура автономин пайташĕ, истори наукисен докторĕ Ирина Сухарева профессор килсе çитрĕ. Ирина Витальевна хăйпе пĕрле БСТ телевидени ĕçченĕсене те илсе килнĕ. Çапла мероприяти иртнĕ хыççăн тепĕр кунхине республикăри чăвашсем Анисия Михайловна пирки сюжет курма пултарчĕç.
Хисеплĕ ватă Авăркас районĕнчи Таштамак ялĕнче ĕçчен хресчен çемйинче çуралнă. Тăххăрăн, ултă ывăлпа виçĕ хĕр, ÿснĕ вĕсем çемьере. Çирĕп çемье çителĕклĕ пурнăçпа пурăннă. Мĕнпур ачи те ашшĕ-амăшĕпе кил-тĕрĕшре-и, пахчара-и пĕрле ĕçленĕ, калаçнă. Петровсен çемйи пысăк хуçалăх тытнă: ĕнесемпе лашасем, темиçе теçетке чăх-чĕп пулнă. Анисия ашшĕ таврари чаплă çĕвĕç шутланнă. Унсăр пуçне вăл çăм атăсем пуснă. Амăшĕ лайăх кил хуçи арăмĕ, тĕне ĕненекен çын пулнă.
Çемье выçлă-тутлă пурнăçпа пурăнман пулсан та мĕнпур ачине те шкулта вĕрентсе кăларма май çитереймен. Хĕл кунĕсенче хĕр ачасене çăм атăсем çитменнипе вĕсем темиçе класс çеç пĕтернĕ е пачах та шкула кайман. Ывăлĕсем вара пурте вĕреннĕ çынсем. Тăхăр ачаран улттăшĕ çеç ватлăха кĕтсе илме пултарнă. Шел пулин те, виçĕ пĕртăван пиччĕшĕ вăрçă хирĕнчен каялла таврăнайман. Фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăннă вăхăтра Анисия 17 çулхи хĕр пулнă. Вăл ытти çамрăксемпе пĕрле шăл çыртса çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă – ĕç лагерĕнче вăрман каснă. Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çирĕп чăмăра пуçтарăннă. Анисия Михайловна çав вăхăта çÿçенсе аса илет. Хăйне мĕн тÿсме тивни çинчен вăл куççуль юхтарса пĕрре мар каласа панă.
Вăрман каснă çĕртен таврăнсан тăван колхозра ĕçленĕ. Çамрăк хĕре лашасене пăхма шанса панă. Вăл шартлама сивĕре те, чăтма çук шăрăхра та утă-улăм, шыв турттарнă. Анисия каччăсенчен кая мар лаша утланса çÿреме пĕлнĕ. Çапла ĕçре амазонка пек хастар вăй хунă. Вăрçă пĕтсен виçĕ пиччĕшĕ килне ырă-сывă таврăннă. Çемье çавăрса Софиополь ялне пурăнма куçса кайнă. Ашшĕ йывăр чирленĕ хыççăн вилнĕ.
Анисия амăшĕпе пурăнма тăрса юлнă. Аслă аппăш-пиччĕшĕсем çапла каласа хăварнă пулнă. Евчĕсем пĕрре мар килнĕ пулсан та хĕр 30 çулччен качча тухман. Хаяр вăрçă хыççăн пурнăç йывăр пулнă. Анисиян амăшĕ чирлесе ÿкнĕ, урисем утма пăрахнă. Хĕрĕ колхозра вăй хунă, май килсе тухсанах амăшне апатлантарма килне чупнă. Хĕрарăм вăл темĕнле йывăрлăха та шăл çыртса чăтса ирттерет çав.
Паянхи кун та маттур, правур кинемейре çак ен сыхланса юлнă. Амăшĕ вилсен Варвара аппăшĕ йăмăкне Толбазă салине илсе кайнă, СПТУна техничка пулса вырнаçма пулăшнă. Кунта та ĕçĕ çăмăл пулман: куллен кăмакасем хутнă, 80 витре шыв кÿнĕ. Çакна вара вĕренекенсем киличчен пурнăçлама тивнĕ. Канмалли кунсенче Анисия Михайловна СПТУна хирĕç вырнаçнă апат-çимĕç лавккине хуралланă. Çав вăхăтра хуралçăсем валли уйрăм пÿлĕм уйăрман, кирек мĕнле çанталăкра та лавкка пусми çинче çĕр ирттерме тÿр килнĕ. Унсăр пуçне пурăнма вырăнĕ те пулман – унта-кунта кĕтес тара илнĕ.
Тăванĕсем кĕçĕн йăмăкне качча пама шутланă. Çапла 1954 çулхине Анисия Петрова Наумьел ялĕнчи 40 çулхи фронтовика качча тухнă. Ун чухне мăшăрăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Апла пулин те Прокопьевсем мĕнпур йывăрлăхсене парăнтарса малалла çирĕп утăмсемпе утнă. Ефим Сергеевичпа Анисия Михайловна пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Анчах асли пĕчĕк пепке чухнех çĕре кĕнĕ. Çемьере 1956 çулта – Демьян, 1959 çулта – Нина, 1961 çулта – Юрий тата 1964 çулта Владимир çуралнă.
Прокопьевсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Толбазă салинчи предприятире тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Ачисем лайăх çынсем пулса çитĕннĕ. Демьян ывăлĕпе Нина хĕрĕ аслă пĕлÿ илнĕ, ывăлĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи салтак тивĕçне пурнăçланă. Анисия Михайловна нумай çул ырми-канми тăрăшса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Паянхи кун ăшпиллĕ те тарават кукамай-асаннене ултă мăнук тата вĕсен пĕр ачи куç тулли савăнтараççĕ. Пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă тăванĕпе Петровсемпе Прокопьевсем, уйрăмах çамрăксем, чăннипех мăнаçланма пултараççĕ.
Юбилей вăл – паллă кун, чарăнса тăрса каялла çаврăнса пăхса иртсе кайнă кунсем пирки савăнса аса илмелли вăхăт. Анисия Михайловнан пурнăçĕнче асра юлмалли самантсем пайтах пулнă, пулĕç те. Юбилей уявĕ хаваслă иртрĕ, хăнасемпе хуçасем кăмăллă юлчĕç. Эпир унта хутшăнма кăмăл тунă çынсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Валентина МИХАЙЛОВА,
биологи наукисен кандидачĕ,
доцент.
Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ.

Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Каччăсенчен кая мар юланутпа çÿренĕ хĕр паян 100 çулта
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: