Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
24 Кӑрлач , 09:00

Шупашкар çулне такăрлатнă сăмах ăсти

Çул хыççăн çул иртет… Акă, иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче республикăри чăвашсен «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕ 35 çул тултарнине анлăн паллă туса ирттертĕмĕр. Эпир те, литпĕрлешÿ йĕркеленнĕ вăхăтра çамрăкрах пулнăскерсем, вăхăт иртнĕçем «шурсухалсене» çаврăнатпăр. Вăхăт хăйĕннех илет.

Шупашкар çулне такăрлатнă сăмах ăсти
Шупашкар çулне такăрлатнă сăмах ăсти

Кăçалхи январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн хастар ĕçтеш, пултаруллă çыравçă Василий Сергеевич Антонов 75 çул тултарчĕ. Хăйĕн çавра çулне юлташăмăр тулли пурнăçпа, Шупашкарта 30 поэзи, проза, драматурги, эссе кĕнекисем кăларса кĕтсе илчĕ. Вăтăр кĕнеке… Калама кăна ансат. Вĕсене çырса, хатĕрлесе кăларассишĕн мĕн чул ыйхă татса, çывăрмасăр ларнă-ши авторĕ? Хам çыравçă пулнă май хайлавсем епле çуралнипе кĕнеке калăпланса тухнине аван пĕлетĕп.
Василий Сергеевичпа мĕнле паллашнине те çулсен хушшинчи тĕтре витĕр уççăнах куратăп, астăватăп. 1988 çулхи декабрь уйăхĕнче Шупашкартан Виталий Енĕш, Атнер Хусанкай çыравçăсемпе Хĕветĕр Мадуров художник-скульптор çав çулхинех йĕркеленнĕ «Шуратăл» литпĕрлешĕве тивĕçлĕ шайра ĕçлеме пулăшас шутпа килсе çитнĕччĕ. Ун чухне Шупашкар элчисем Толбазăри район хаçачĕн редакцинче «Шуратăл» хастарĕсемпе тата чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе анлă канашлу ирттернĕччĕ. Шăп çавăнта паллашнăччĕ те Ваçлей Антоновпа.
Çак тĕлпулу хыççăн пире çĕр каçма хăна çуртне вырнаçтарнăччĕ те, пĕрле пухăнса пайтах калаçса ларма май килчĕ. Çавăн чухне Виталий Григорьевичпа Атнер Петрович Антоновăн хайлавĕсене тишкерсе, унăн пултарулăхне пысăк шая лартса хакланăччĕ. Манăн çĕнĕ юлташ хут купăспа тусли те паллă пулчĕ. Чăнласах та талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă иккен. Тепĕр кунхине ирпе Шупашкарти юлташсене хам пата Ишимбая хăнана илсе кайрăм, Василий Сергеевич хăй çемйипе тĕпленсе пурăнакан Учалă хулине çул тытрĕ. Кун хыççăн пирĕн хушăри туслă çыхăну татăлман та.
1990 çулхине К.В. Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнине ЮНЕСКО шайĕнче анлăн уявларăмăр. Унта та Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамалта çуралса ÿснĕ юлташăмăр хастар хутшăнчĕ. Çав вăхăта «Ялав» журнал библиотекинче «Шуратăл кĕввисем» ятпа пирĕн авторсен пĕрлехи кĕнеки пичетленсе тухрĕ. «Капкăн» журнал библиотекинче те 1991 çулта «Иртĕр, ларăр тĕпеле» ятлă кĕнекинче пирĕн авторсен сăвви-калавĕсем кун çути курчĕç. 2003 çулхине Н.Л. Леонтьевăн (хăй вилнĕ хыççăн) «Хурăнсем çаплах кашлаççĕ» кĕнеки Шупашкарта, шуратăлçăсен çывăх тусĕ Василий Эктел писатель йĕркеленĕ «Калем» издательствăра тухнă хыççăн пăр тапранчĕ темелле. Тепĕр çулхинех Василий Антоновăн проза кĕнеки çав издательствăрах пичетленсе тухрĕ. Ун хыççăн манăн икĕ проза кĕнеки, Аркадий Русаковăн, Зинаида Сурпанпа Геннадий Челпирĕн кĕнекисем умлăн-хыçлăн вулакансем патне çитрĕç.
Хальхи вăхăта пирĕн авторсем хăйсен укçи-тенкипе кăларнă кĕнекесен шучĕ 133-пе танлашрĕ. (Ку цифра эп шутланă тăрăх, хăш-пĕр авторсен кĕнекисем, пĕлменнипе ку шута кĕмесĕр юлма та пултарнă). Вĕсенчен 30 кĕнекине Василий Антоновăн хайлавĕсемпе кăларнисем. Тăрăшать, пултарать юлташăмăр. Шел, хăй шучĕпе кăларнă кĕнекисен тиражĕ нумаях мар, çавăнпа пур хула-район библиотекисене çитеймеççĕ. Чăваш кĕнеке издательстви пирĕн авторсен кĕнекисене кăларассине тимлĕх уйăрсан пит аванччĕ те. Çакă хальлĕхе ĕмĕтленни кăна…
Хамăр йышри хастар сăмах ăстине, культура ĕçченне çавра çулĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр! Тăван чăваш халăхне татах паха кĕнекесем парнелеме ăс-тăнпа вăй-хал сунатпăр!
Микул Ишимбай, «Шуратăл» литпĕрлешÿ правленин ертÿçи.
Ишимбай хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: