Ирина Владимировна Авăркас тăрăхĕнчи Трепел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вырăнти вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне малалла ÿстерес ĕмĕтпе Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Кирлĕ специальноçа алла илнĕ хыççăн каяллах Трепел ялне таврăннă.
Ĕçлĕ пурнăçне тăван шкулĕнче аслă пионервожатăй пулса ĕçленинчен тытăннă. Шанса панине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, яланах мĕн те пулсан çĕннине шутласа кăларакан вĕрентекене ĕçтешĕсем те, ачасем те питĕ килĕштернĕ. Анчах 1985 çулта Толмачевкăри ял ачине Анатолий Иванова качча тухнă хыççăн çемье Гафури районĕнчи Белое Озеро ялне пурăнма куçнă.
Ирина Владимировна кунта та хăй профессийĕпе ĕçе вырнаçса 30 çул ытла вырăнти шкул сукмакне такăрлатнă. «Кашни кунах хаваспа ĕçе çÿретĕп. Ачасене, хамăн çемьене чунтанах юрататăп», - тесе çырни куçа лекет унăн ĕç портфолионе уçса вуласан. Çак сăмахсем вăл хăй суйласа илнĕ профессие чунтан парăннине çирĕплетеççĕ. Ĕçри çитĕнĕвĕшĕн ăна пĕр хутчен çеç мар районти вĕрентÿ уйрăмĕпе администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă. Ăна «Аслă вĕрентекен» (1992ç.), «ПР Вĕрентÿ ĕç отличникĕ» (2009ç.) хисеплĕ ятсене панă. Çавăн пекех вăл «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс лауреачĕ те пулнă.
Чăваш хĕрарăмĕ мĕнпур вăйне юратнă ĕçне, шкула панă пулсан та ывăннине туйман, килти ĕçсене те вăр-вар пурнăçлама вăхăт çитернĕ. Çавăнпах алă ĕçĕ валли те, пахча çимĕç, тĕрлĕ чечек акса ÿстерме те ĕлкĕрнĕ вăл. Общество пурнăçĕнчен те пăрăнса юлман, вăрах çул хушши вырăнти «Тантăшсем» чăваш фольклор ансамблĕн хастар пайташĕ шутланать.
Паллах, çак ĕçре ăна чи хаклă çыннисем, мăшăрĕпе Илья ывăлĕ пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ. Юратнă çыннисем иккĕшĕ те вахта мелĕпе Çурçĕре ĕçлеме çÿреççĕ. Арçынсем ĕçре чухне хуçалăхри пур ĕç те ун çине тиенет пулсан та веçех ĕлкĕрет вăл. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскер мĕн пĕчĕкренех пурне те тума хăнăхнă. Унсăр пуçне çывăх çыннисен юратăвĕпе тимлĕхĕ те вăй-хăват парса тăраççĕ. Хăй вĕрентнĕ ачасем те юратнă вĕрентекенĕ патне шăнкăравлаççĕ, уявсемпе, çуралнă кунпа саламлаççĕ, ырă канашсемшĕн, пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшнăшăн чунтан тав тăваççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Гафури районĕ, Белое Озеро ялĕ.