Хĕрĕх ытла çул ĕнтĕ керамика ăстин аллинче тăм чăн-чăн ÿнер хайлавне çаврăнать. Пушкăртстан тăмĕ вара уйрăмах хисеплĕ вырăнта. Ăна Бирск тăрăхĕнчен кăлараççĕ. Асăннă материал художникăн кирек епле хусканăвне те парăнать.
- Тăмăн кăмăлĕ питĕ чăркăш, ăна васкамасăр типĕтмелле, çунтармалла, - пĕлтерет Виталий Николаев.
Виталий Квинтильяновичăн мастерскойĕнче тĕлĕнмелле пулăсем, эрешлĕ чĕр чунсем, авалхи цивилизацисем вырăн тупнă. Стенасене картинăсем илем кÿреççĕ, çÿлĕксем çинче чÿлмексемпе вазăсем. Çак япаласем, художник пекех, Пишпÿлек районĕнчи авалхи чăваш ялĕнчен, Хушăлкаран. Хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕршывне тав туса автор Пишпÿлек районне сăвăр скульптурине парнеленĕ. Асăннă тăрăх паллине Пушкăртстанăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.
- Модельне хам турăм, ентешсем кÿлепене пăхăртан шăратма укçа пуçтарчĕç те Пишпÿлекре çавăн пек скульптура вырнаçтарчĕç. Мăшăрланакан çамрăксем телейлĕ пулас тесе сăвăр сăмсине сăтăраççĕ, - каласа парать тава тивĕçлĕ художник.
Шăпи вара унăн пачах та урăхла йĕркеленме пултарнă. Ача чухне Виталий летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Авиаци техникумĕнчен те вĕренсе тухнă, ун хыççăн педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнче. Пĕр тĕлпулу вара унăн пурнăç çулне палăртнă.
- Ун чухне эпĕ художествăпа графика факультетĕнче вĕренеттĕмччĕ. Пирĕн пата Краснодартан Михаил Таран преподаватель, керамика ăсти килчĕ. Унăн ĕçĕсене курсассăн чĕре кăртах! сикрĕ. Акă, манăн мĕн тумалла, - иртнине аса илет Виталий Квинтильянович.
Художникăн пултарулăхĕнче пурте пĕрлешнĕ: скульптура та, тăмран кÿлепесемпе илемлĕ япаласем ăсталасси те, сăрăпа графика та. Кил хуçалăхра усă куракан япала çумалли доскапа валашка та арт-объекта çаврăнаççĕ. Художник мĕн патне пырса çапăнать, çавă чĕрĕлет, вĕсенче ырăлăхпа аса илÿ ăшши упранать. Виталий Квинтильянович хăй ĕçлесе пурăнакан хула пирки те ăшшăн калаçать.
- Ĕпхÿ, Пушкăртстан тенине илтсен манăн хăлхасем чăнк! тăраççĕ. Эпĕ йывăçран тунă кивĕ Ĕпхÿшĕн пăшăрханатăп. Унти сарайсем чуна пырса тивеççĕ. Вăл манăн асри Ĕпхÿ, - тет вăл чунне уçса.
Художникăн ĕçĕсене Нестеров музейĕнче, Çамрăксен наци театрĕнче, çавăн пекех уйрăм çынсен коллекцийĕнче те курма пулать. Ăстаçă çамрăксене те искусствăна юратма вĕрентесшĕн. Вăл Ĕпхÿри нефтьпе техника университетĕнче те ĕçлет. Виталий Квинтильянович пултаруллă студентсемшĕн керамика пĕтĕм пурнăç ĕçĕ пуласса шанать.
Надежда АЛЕКСЕЕВА. Ĕпхÿ хули.