– Хăш-пĕр çынсем пирки «вĕсене Турă чуп тунă» тесе калаççĕ. Çавсен шутне пирĕн ентеш, талантлă та пултаруллă Василий Васильевич Николаев та кĕрет. Вăл хăйне пур çĕрте те кăтартнă, унăн хайлавĕсем, ырă ĕçĕсем тăван халăх асĕнче упранаççĕ, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне Мускав хулинчи чăваш культурин пĕрлĕхĕн председателĕ Л.П. Смирнова.
Чăваш Республикин Представительствинче йĕркеленĕ çавра сĕтеле «Тăван çĕршывăн ывăлĕсем» («Сыны Отечества») пĕрлĕхĕн пайташĕ В.Г. Семенов полковник илсе пычĕ.
– Василий Васильевич Николаев пек çынсем 100 çулта пĕр хутчен çуралаççĕ. Чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕскер Тăван çĕршыв производствинче ахаль рабочинчен пуçласа «Оренбурггазпром» тĕп директорĕ таран çитнĕ. Паян эпир унăн тăван халăх историпе культурин аталанăвне хывнă ĕçĕсем пирки калаçăпăр. Çакăн пек çынпа тĕл пулни – телей, – пуçларĕ хăй сăмахне Василий Геннадьевич.
Çавра сĕтеле хутшăннисем ентешĕ çинчен фильм пăхрĕç. Унта Василий Васильевич хăй сăмах каланă вырăн та пур.
– Чун хушнипе хамăн халăх историне тĕпчеме тытăнтăм, кĕнекесем вулакан патне çитчĕр тесе тăрăшрăм. Эпĕ – Чăваш Хурамалĕн патриочĕ, тăван ялти спорт командин çитĕнĕвĕсемпе те, район пурнăçĕпе те кăсăкланатăп. Тăван кĕтес маншăн пĕрремĕш вырăнта. Эпĕ унта час-часах пулма тăрăшатăп. Çавăнпах тăван ял историне тĕпчеме пуçларăм. Хăйĕн тымарĕсене пĕлмен çын халăха та хакламасть, – тет вăл.
Шел пулин те, 2007 çулта Василий Васильевич йывăр чире пула çут тĕнчепе сыв пуллашнă. Ăна Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕнче пытарнă. Вăл тăван кĕтесĕшĕн нумай ыррине туса хăварнă. Аслă Василий Святитель чиркĕвне 2000 çулта хăпартнă. Вăл вăхăтри РФ Правительствин председателĕ В.С. Черномырдин арăмĕпе пĕрле чăваш ялне Турă çуртне уçнă çĕре килсе çитнĕ. Çав çулах Василий Васильевич пуçарнипе К.В. Иванов ячĕллĕ историпе культура тĕпчевĕсен фондне уçнă. Унăн «Чуваши: этническая история и традиционная культура» ятлă пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă.
Çавра сĕтелте академикпа вун пĕр çул пĕрле ĕçленĕ В.В. Гвоздовский ĕçтешĕ те сăмах каларĕ.
– Василий Васильевич тăван халăхне питĕ юрататчĕ. Кунĕпе 12-14 сехет тăршшĕ ĕçлетчĕ, çыратчĕ, тĕпчетчĕ. Вăхăта хаклатчĕ. Канас вырăнне алçырусемпе ĕçлетчĕ. Кĕнекисем илемлĕ, интереслĕ, ăнланмалла пулччăр тесе тăрăшатчĕ. Вулакансемшĕн ункайлă пултăр тесе шрифтне те шултра тăватчĕ. Вăл тăван халăхĕ валли нумай ĕçсем хăварчĕ. Кашни кĕнеки – хаклă кăларăм. «Чăваш тумĕ» кĕнеки кăна мĕне тăрать! Германире вăл Гран-при çĕнсе илнĕ. Чăвашсене «Сирĕн халăх çакăн пек çын пуррипе питĕ ăннă!» тесе калас килет. Эпир унпа мăнаçланатпăр, – тесе вĕçлерĕ сăмахĕсене Владимир Васильевич.
Шупашкартан килнĕ Раççей Художникĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ Халиль Гайнутдинов ашшĕпе пĕрле Василий Николаевăн кĕнекисене илемлетнĕ ĕçе хутшăннă. Академикăн ĕçченлĕхĕпе, ыр кăмăллăхĕпе, пархатарлăхĕпе тĕлĕннине пĕлтернĕ.
– Вăл пулăшнипе эпир чăн-чăн профессионалсем пултăмăр. Вăл маншăн асатте пекех пулса тăчĕ, – терĕ Халиль.
– Эпĕ Василий Васильевич çуралнă Чăваш Хурамалĕ ялĕнчен. Унăн ашшĕпе амăшĕ ăнкаруллă çынсемччĕ. Иксĕмĕр Эрĕнпур хулинче тăватă çул пĕрле ĕçлерĕмĕр. Унăн ĕçченлĕхĕнчен халиччен тĕлĕнетĕп. Вăл хăй те «Эпир, чăвашсем, ĕçчен халăх» тесе час-часах калатчĕ. Çынсемпе тимлĕччĕ, çирĕп ыйтатчĕ. Унăн фончĕ тăван халăхшăн нумай ĕç турĕ. Вăл кăларнă кĕнекесен шайне çитекенсем çук пулĕ тесе шутлатăп, – хавхаланса калаçрĕ академикăн ентешĕ Ю.Т. Михайлов.
Çавра сĕтел хушшинче халăх историйĕ, тăван чĕлхене сыхласа хăварасси пирки калаçу пычĕ. Тутарстанра çуралса ÿснĕ В.К. Валеров Василий Николаевăн каларăмĕсене «тĕнче шайĕнчи кĕнекесем» тесе палăртрĕ. О.Д. Максимов подполковник: «Вăл ахаль çын пулман. Ăру вăйĕ ăна пирĕн халăх историне тĕпчеме, çырма пулăшнă. Василий Васильевич пирĕншĕн тĕслĕх. Пирĕн хамăр халăх историне пĕлмелле, чĕлхене упраса хăвармалла», – терĕ.
В.В. Шакин чăваш хастарĕ те чĕлхене упраса хăварасси çинче чарăнса тăчĕ.
– Пушкăртстан çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Эпĕ К.В. Ивановпа Я.Г. Ухсай çуралнă ялта ÿснĕ. Манăн атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен Паттăр Çăлтăрĕпе таврăннă. Пирĕн паллă Слакпуç ялне историре ылтăн сас паллисемпе çырнă. Тĕлĕнмелле пултаруллă ентеш В.В. Николаев маншăн тĕслĕх. Унăн ĕçĕсемпе паллашакан, кĕнекисене вулакан тăван чĕлхене, культурăна, историне упрассине хăвăнтан пуçламаллине, вăл ăруран ăрăва куçмаллине ăнланмалла. Çавăн пек тусан çеç нацин пуласлăхĕ пулĕ, – терĕ А.Н. Павлов полковник.
Çавра сĕтеле хутшăнакансем пурте В.В. Николаев эткерĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.
Ĕмĕр тăршшĕ производствăри яваплă должноçсенче çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшнă Василий Васильевич – Естествăлла наукăсен Раççей академийĕн, Технологи наукисен академийĕн, Ту наукисен академийĕн пайташĕ, техника наукисен докторĕ. Хăйĕн кăларăмĕсемшĕн В.В. Николаева икĕ хутчен ЧР Патшалăх премине панă.
Унăн аслă хĕрĕ Елена К.В. Иванов ячĕллĕ историпе культура тĕпчевĕсен фончĕн председателĕ шутланать. Вăл ашшĕ çинчен ăшшăн аса илчĕ, пухăннисене тăван çыннине ырă сăмахсемпе çеç асра тытнăшăн тав турĕ.
«Шевле» ансамблĕн ертÿçи Валентина Попова халăх юррисене юрларĕ. Пурте аса илÿ каçĕнчен парнесемпе – Василий Николаев кĕнекисемпе – таврăнчĕç. Василий Васильевич ялан чун-чĕрипе тăван чăваш халăхĕпе пулнă, çавăнпа та унăн ĕçĕсем ĕмĕрлĕхе пулас ăрусемшĕн юлĕç.
Альбина СТЕПАНОВА.
Мускав хули.