Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
5 Мартӑн , 12:05

Эсĕ пирĕн атте пулнипе эпир телейлĕ те пуян

Февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче пирĕн хаклă та юратнă атте, мăшăр, Пелепей хулинче пурăнакан Георгий Александрович Варейкин хăйĕн çавра юбилейне паллă турĕ. Ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăраканскере ку тăрăхра пĕлмен, палламан çын çук та пулĕ.

Эсĕ пирĕн атте пулнипе эпир телейлĕ те пуян
Эсĕ пирĕн атте пулнипе эпир телейлĕ те пуян

Вăл 1939 çулта Мало-Белебеевка ялĕнчи пысăк та туслă çемьере çуралнă. Çемье пуçĕ Александр Николаевич Пелепей районĕнчи «Канаш» колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Амăшĕ Анна Дмитриевна икĕ класс çеç пĕтернĕ пулсан та çивĕч ăсĕпе уйрăлса тăнă. Унăн чун ăшши, ĕçченлĕхĕ тăватă ачине те – Тамарăпа Ефросиньăна та, Розăпа Георгие те – çитнĕ.
1941 çулхи май уйăхĕнче Александр Николаевича Алкинăна çар ĕçне вĕренме чĕнсе илнĕ, июнь уйăхĕнче вара фронта ăсатнă. Асатте пĕтĕм вăрçа иртнĕ, 1945 çулхи апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче Берлин çывăхĕнче пуçне хунă.
Асанне, Анна Дмитриевна, тăватă ачина ура çине тăратнă, пĕлÿ панă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра ĕçленĕ, вырăнти Канаш депутачĕ пулнă. Юратнă асанне пурнăçран 84 çулта уйрăлса кайрĕ. Унăн 15 мăнукпа 13 кĕçĕн мăнукчĕ.
Атте мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, ашшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайманнине пула кил хуçалăхри нумай ĕç ачисем çине тиеннĕ. Ĕçлĕ пурнăçĕ шкул пĕтернĕ хыççăн Шкаповнефтестройра моторист пулса ĕçленинчен пуçланнă. Ĕçрен таврăнсан мехел çитерсе амăшĕпе иккĕшĕ çурт, мунча, карта хăпартнă.
1962-1965 çулсенче вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Унта чухне çĕршыва Сывлăшра хÿтĕлемелли çарăн офицерсен тĕп курсĕсене иртнĕ. Пушă вăхăтра йĕлтĕрпе, çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусене хутшăннă, спорт çитĕнĕвĕсемшĕн Хисеп хучĕсемпе наградăсене тивĕçнĕ.
Çар хыççăн Шкаповнефтестрой треста каялла таврăннă, ĕçленĕ вăхăтрах Куйбышеври инженерпа строительство институтĕнче вĕреннĕ. Çав çулсенче аннепе, Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралса ÿснĕ Зоя Кузьминапа, çемье çавăрнă.
1970 çулта Г.А. Варейкин «Автонормаль» заводра тĕп строительство управленийĕн техника уйрăмĕнче ĕçленĕ. Тепĕр икĕ çултанах пултаруллă специалиста социализмла ăмăртури пысăк кăтартусемшĕн СССР Автомобиль промышленноçĕн министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă. Атте вăтăр ытла çул Пелепей хулинчи «Автонормаль» заводра вăй хунă, капиталлă юсав уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 49 çул та 9 уйăх.
Сăмах май каласан, «Георгий» грек чĕлхинчен куçарсан «çĕр ĕçлекен» пулать. Тен, çавăнпах-и, вăл ĕмĕр тăршшĕпех ырми-канми тăрăшнă, кану мĕнне пĕлмен. Отпускне те утă çулма, пыл илме, çĕр улми кăларма, пÿрте тул енчен тытса çавăрма илнĕ.
Мĕн пĕчĕкрен аттепе анне пире кĕçĕннисене тимлĕх уйăрма, аслисене хисеплеме, тÿрĕ кăмăлтан ĕçлеме тата вĕренме хăнăхтарнă, ырлăхпа юратăвăн, уçă кăмăлпа тараватлăхăн никĕсне пуçа хывнă.
Аллă çичĕ çул ĕнтĕ пирĕн аттепе анне пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнаççĕ, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ.
– Туслă пурăнас тесен нумай ĕçлемелле, ун чухне хирĕçме вăхăт пулмасть, – тет атте шÿтлесе.
Аттепе анне ирхи ултă сехетрен каярах тăнине ас тумастăп. Ĕçе кайиччен ĕне суса, выльăх-чĕрлĕхе апатлантарса ĕлкĕретчĕç. Çуртпа юнашар утар вырнаçнă, çулла пыл хурчĕсене те сăнасах тăмалла. Халĕ вĕсен пĕр пахча, вăл 34 соткăпа танлашать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вара пирĕн 6-8 соткăпа танлашакан ултă пахчаччĕ. Ĕç хыççăн е канмалли кунсенче çемйипех утă çулма е вутă хатĕрлеме çÿреттĕмĕр. Пире кирек епле ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхтарнă. «Пуçларăн пулсан кирлĕ пек ту, сан хыççăн теприн çĕнĕрен ĕçлесе çÿремелле ан пултăр», – тетчĕç аттепе анне. «Пĕрле туслăн ĕçлемелле, пĕрле савăнмалла» çакăн пек пирĕн çемье девизĕ.
Юратнă атте-анне тивлечĕпе эпир телейлĕ те ăнăçлă çынсем пулса çитĕнтĕмĕр. Кашни хăйне килĕшекен профессие суйласа илсе лайăх специалистсем пулса тăтăмăр.
Пирĕн атте – уçă кăмăллă та хаваслă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çын. Вăл пĕр минут хушшинче тенĕ пекех кирек епле çынна та калаçтарма пултарать, пĕрлехи пĕлĕшсене тупать, вуншар истори каласа парать, çавăнпа унпа яланах çăмăл та кăсăк. Вăл пурне те пĕлме ăнтăлнинчен тĕлĕнетпĕр. Атте халĕ те пулин нумай вулать, историпе, географипе интересленет. Çăмăллăнах диалога е тĕрлĕ темăллă калаçăва тытса пыма пултарать. Унăн кашни лару-тăрура литературăран е пурнăçран илнĕ тĕслĕх пур, историри пулăмсемпе датăсене те тĕп-тĕрĕс каласа парать.
Атте 85 çулта пулсан та хастар, çĕкленÿллĕ те хавас кăмăллă, пире яланах кирлĕ те ăслă канашсем парать. Эпир хамăр атте-аннене питĕ юрататпăр, хисеплетпĕр, хаклатпăр. Хаваспах çемье уявĕсем, юбилейсем ирттеретпĕр. Аннене те лайăх мăшăр, пире валли атте суйласа илнĕшĕн чунтан тав тăватпăр. Эсир – чи лайăххисем. Пирĕн чи пысăк та çутă ĕмĕт – аттен 100 çулхи юбилейне паллă тăвасси. Нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр, хаклă çыннăмăрсем.
Пур ачисен ятĕнчен
Татьяна АРТЕМЬЕВА (Варейкина) хĕрĕ.
Пелепей хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: