Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
20 Мартӑн , 10:30

Çеçпĕл Мишши çамрăксен чĕринче паян кун та вут-кăварпа ялкăшать

2024 çулта Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) вĕри чĕреллĕ чăваш поэчĕ çуралнăранпа 125 çул çитнине уявлатпăр. Çак паллă датăна халалласа Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче те, чăвашсем пурăнакан ытти тăрăхсенче те çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем сахал мар иртĕç.

Çеçпĕл Мишши çамрăксен чĕринче  паян кун та вут-кăварпа ялкăшать
Çеçпĕл Мишши çамрăксен чĕринче паян кун та вут-кăварпа ялкăшать

Çеçпĕл Мишши – Чăваш автономийĕн пĕрремĕш çулĕсенчи патшалăх тата общество деятелĕ, чăваш литературинчи силлабо-тоника сăвă йĕркине пуçарса яраканĕ. Чăваш поэзине аталантарас ĕçре ăна вырăссен классикăллă поэзийĕ, революцичченхи чăваш литератури, сăмахлăхĕ хавхалантарса пынă.
Çеçпĕл Мишши 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕнчи Касакасси ялĕнче (халĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕ) чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Кузьма Федорович, амǎшĕ Агафия Николаевна ятлǎ пулнă. Мишша – çемьере малтанхи ача. Ун хыççǎн Гурий, Петĕр, Кирилл, Илья шăллĕсемпе Ульяна йăмăкĕ çуралнǎ. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пулас поэт Шăхасан вулăс кантурĕнче переписчик пулса ĕçленĕ. 1914-1917 çулсенче Шăхасанти учительсем хатĕрлекен иккĕмĕш класлă шкулта вĕреннĕ.
1917 çулхи кĕркунне пулас поэт Тутарстан Республикинчи Теччĕ хулинчи учительсем хатĕрлекен семинарие кайса кĕнĕ. Часах çамрăксем хушшинче агитатор пулса ĕçлеме тытăннă. Çеçпĕл тăван литературăна аталантарас тесе чун-чĕререн тăрăшнă, хăйĕн паллăрах сăввисене «Пурнăçпа вилĕм», «Пуласси», «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Эп вилсен», «Чăн чĕрĕлнĕ», «Йывăр шухăшсем» т. ыт. те çырнă.
Теччĕре вĕреннĕ чухне унǎн çывǎх юлташĕ Павел Бекшанский пулнǎ. Çеçпĕл Мишши юлташĕсемпе пĕрле халǎхран кĕнеке пухса библиотека уçнă. Каярахпа библиотека ертÿçинче Чĕмпĕр хулинчен темиçе уйǎхлǎха пынǎ вырǎс хĕрарǎмĕ Анастасия Червякова ĕçленĕ. Çеçпĕл мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама юратнǎ, пушǎ вǎхǎта яланах библиотекǎра ирттернĕ. Унта вǎл Анастасия Петровнǎпа çывǎх паллашнă, вĕсем пĕр-пĕрне сума суни кĕçех юрату туйǎмне çаврǎннă. Анчах пурнǎç шǎпи пĕрле пулма пÿрмен. Анастасия Петровнǎн Чĕмпĕре таврǎнма тивнĕ, Çеçпĕле Шупашкара чĕнсе илнĕ. Вĕсен урǎх курнǎçма май килмен. Çеçпĕл Мишши Анастасия Петровна патне çĕре яхǎн çыру çырнǎ. Çак çырусенче вǎл хǎйĕн юратǎвĕ çинчен пĕлтернĕ.
Çеçпĕл Мишши 1920 çулхи декабрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче юстици уйрăмĕн ĕçĕсемпе Хусана командировкăна тухса кайнă. Вăл Хусанта чухне, декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕ умĕнхи каç, Юстици уйрăмĕн çуртĕнче пушар тухнă. «Юстици çуртне вут тĕртме хатĕрленĕ» текен суя сăмахпа Çеçпĕле арестленĕ. Юлташĕсем Çеçпĕл Мишшине хăйсен хÿттине илсе 1921 çулхи февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирĕке кăларнă.
Çавăн чухне Çеçпĕле тепĕр инкек пырса çапнă: шăмă туберкулезĕ ăна хавшатнă, кăшт сывалма поэт Крыма тухса кайнă. Евпаторири санаторире «Чăваш, чăваш», «Тинĕсе», «Инçе çинçе уйра уяр», «Çĕн кун аки», «Катаран каç килсен» сăввисене çырнă. Кăвар чĕреллĕ поэтăн «Çĕн кун аки» сăввине тĕнчери 55 чĕлхене куçарнă.
1921 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çеçпĕл Киеври илемлĕх шкулне вĕренме кĕнĕ. Унта икĕ эрнене яхăн пĕлÿ илнĕ хыççăн Киеври уес çар комиссариачĕ Çеçпĕле, çар службинчен хăтарнă вăхăчĕ пĕтнĕрен, Хĕрлĕ Çар ретне йышăннă. Çак вǎхǎтра поэт «Хурçǎ шанчǎк» сǎвǎ çырнă.
Туберкулез чирĕ аталанса пынă пирки ăна Хĕрлĕ Çар службинчен хăтарнă. Кун хыççăн сăвăç хăйĕн Чернигов кĕпĕрнин Остер уесĕнчи Кашкăр Сăрчĕ ялĕнче пурăнакан Федор Пакрышень тусĕ патĕнче пурăннă. Март уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăл Остер уесĕнчи çĕр ĕç пайне ĕçлеме кĕнĕ. Унта вăл делопроизводительре тата çĕнĕ çĕре куçакансен комисси инструкторĕнче ĕçленĕ.
Сăвăç 1922 çулхи июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Остер хули çывăхĕнчи Старогородка ятлă ялта вилнĕ. Çак тǎлǎх вил тǎпринче вăл вǎтǎр çул ытла – 1954 çулхи ноябрь уйǎхĕн 5-мĕшĕччен – канлĕ çывǎрнǎ. Унтан вил тǎприне çĕнĕ çĕре, Остер хули варрине парка куçарнǎ.
Çеçпĕл Мишши, унǎн сǎнарĕ, кашни юрри-сǎвви, сǎмахĕ чǎваш халǎх чĕринче, асĕнче пурǎнать. Унǎн ятне пǎраххута, хǎй çуралнă яла, библиотекǎсене, шкулсене, Шупашкарти пĕр урама панǎ. Шупашкарта Çеçпĕл палǎкĕ, çамрăксен театрĕ тата музей пур.
Çеçпĕле сума суса пирĕн сǎвǎçсем, композиторсем, ÿнерçĕсем сǎвǎсем, юрǎсем, картинǎсем чылай çырнǎ. Киеври илемлĕ фильмсен А.П. Давженко ячĕллĕ киностуди «Çеçпĕл» фильм ÿкернĕ.
Чӑвашсене ҫӗнӗлле – ирӗк пурнӑҫ патне чӗннӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫамрӑксен чӗринче паян кун та вут-кӑварпа ялкӑшать.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: