Нумаях пулмасть, тĕрĕсрех каласан, март уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Хусанти Туслăх çуртĕнче «Сувар» 30 çул тата «Шурăмпуç» журнал тухма пуçланăранпа 105 çул çитнине халалласа савăнăçлă пуху иртрĕ. Сумлă хăнасемпе йыхравланисем Тутарстан Республикинчен çеç мар, Чăваш Енпе Чĕмпĕр, Самар облаçĕсенчен, Мускавран килсе çитнĕ. Паллах, ĕçтешсем кÿршĕллĕ Пушкăртстана та манса хăварман – мĕн тесен те эпир вĕсемпе 20 çул ытла ĕçлĕ çыхăну тытатпăр, хамăр хушăри хутшăнусене аталантаратпăр.
Тепĕр пулăма та палăртса хăвармалла, хаçат юбилейĕ ТР чăвашсен наципе культура автономин отчетпа суйлав конференцийĕпе пĕр кунра иртнĕ май хаçатçăсен уйрăм çавра сĕтелĕ пулмарĕ. Мĕншĕн тесен пухăннă халăх конференцинче те çав чăвашлăхпа çыхăннă, паянхи кун çивĕч тăракан ыйтусенех хускатрĕ.
Савăнăçлă пухăва Шупашкарти «Суварята» ташă ансамблĕ (ертÿçи – ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Музыкантов) уçрĕ. Ун хыççăн сцена çине «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тухрӗ. Хăй сăмахӗнче вăл ТР Раисне Рустам Минниханова, «ТАТМЕДИА» ертӳçине Айдар Салимгараева, «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорне Шамиль Садыкова тав турӗ. Вӗсем пулăшнипе хаçат нумай проект пурнăçланине, 2020 çулта «ТАТМЕДИА» агентство пулăшнипе «Шурăмпуç» литература журналӗ кăларнине, ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхине сыхласа хăварса аталантарас ыйтусемпе ӗçлекен комиссин (ертӳçи – Марат Ахметов) тӗревӗпе çитес вăхăтра журналăн тепӗр номерӗ тухассине пӗлтерчӗ.
– Паянхи уяв ăшă та кăмăллă иртет. Пӗр кун маларах кăна-ха республикăри чӗлхесене сыхласа хăварса аталантарас енĕпе ĕçлекен комисси чăвашла, удмуртла тухакан кăларăмсене укçа ытларах уйăрасси пирки йышăну турĕ. Ку вăл чăваш пӗрлешӗвӗ республика аталанăвне пысăк пай кӗртнине курса ăна хисепленине кăтартать. Çак хастарлăха эпӗ Ирина Федоровнăра куратăп. Ăна хаçатри, шкулсенчи, культура центрӗсенчи ӗçсем йăлтах интереслентереççӗ. Тен, çавăнпах пуль хаçата халăх кăмăллать, «Суварăн» малашлăхӗ пур. Малашне те республика халăхӗшӗн çакăн пек пӗрле тăрăшасса шанатăп, – терӗ хаçата саламланă май «ТАТМЕДИА» агентствăн ертӳçи Айдар Салимгараев.
ТР Паташлăх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин та «Сувара» тимлӗхсӗр хăварман, республикăри чăваш хаçачӗн обществăри вырăнӗ пысăккине, нацисем хушшинчи туслăха çирӗплетме тивӗçлӗ тÿпе хывнине палăртса салам телеграмми янă. Çавăн пекех суварçăсене саламлама Мускавран Раççейри чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Николай Гаврилов Раççей Геройĕ, генерал-лейтенант килсе çитнĕ. Николай Федорович коллектива саламланисĕр пуçне редакци вулавăшне хăйĕн çинчен çырнă «Маэстро» кĕнекине парнелерĕ.
Чăваш Енрен те пысăк делегаци килнӗччӗ. ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министрӗн Светлана Каликован ятӗнчен «Сувар» хаçата Татьяна Вашуркина саламларӗ. Светлана Анатолиевна хăй те хăçан-тăр журналист пулнăскер, Тутарстан чăвашӗсен хаçачӗпе паллашсах тăрать иккен. Чăваш культурине халăхра сарма пысăк тӳпе хывнăшăн «Сувар» хаçатăн ӗçченне Татьяна Васильевăна çак ведомствăн Тав çырăвне пачӗ. Тăван чӗлхене сыхласа хăварса пулас ăрăва тивӗçлӗ воспитани панăшăн ТР ЧНКА хастарне Зоя Бултыковăна, волонтерсен ӗçӗ тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем çинчен çырнăшăн «Сувар» хаçат ӗçченне Ирина Кузьминана Чăваш Енри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн Тав çырăвӗпе чысларӗ.
«Хыпар» Издательство çурчĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев вара ЧР Цифровизаци тата массăллă коммуникацисен министерствин саламӗпе пӗрлех «Хыпар», «Çамрăксен хаçачӗн», «Тантăш» хаçатсен, «Тăван Атăл» журнал коллективӗсен саламӗсене те çитерчӗ. «Сувар» хаçата нумай çул ертсе пынă Константин Малышева ЧР Цифровизаци тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Журналистăн журналист валли кирлӗ сăмах яланах тупăнать çав. «Сувар» коллективне çаплах Хусанти «Казанские ведомости», Чĕмпĕрти «Канаш», Аксу, Çӗпрел, Пăва, Нурлат район хаçачӗсен тӗп редакторӗсемпе ӗçченӗсем ăшшăн саламлама сцена çине тухрӗç. Манăн та юбилей сцени çине тухса парне панă май, хамăн пуçри шухăшсене залра пухăннă халăх умне çитерме тÿр килчĕ.
– …Пуçарăвăрсем ăнса пыччăр, чапăр хушăнсах тăтăр, кăмăл пуянлăхĕ нихăçан та ан йăштăр. Вăрăм та çутă кун-çул сире, ĕçтешсем! Çав çула савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та пирĕн пĕрле утмалла пултăр. Пĕрле чухне эпир вăйлă та тĕреклĕ. Çакна яланах асра тытар, тăвалла пулсан та малаллах утар, – суварçăсене ыррине сунса вĕçлерĕм хамăн сăмаха.
Пĕтĕмĕшле юбилей каçĕ кăмăллă та çÿллĕ шайра иртрĕ. Кунта кÿршĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллашмалли те, вĕсенчен вĕренмелли те çителĕклех пулчĕ. Çывăх вăхăтра пирĕн те çакăн евĕр мероприяти ирттермеллине асра тытас пулсан (октябрь уйăхĕнче «Урал сассине» 35 çул пулать) Хусана кайса вăрăм çула кĕскетни вырăнлă та усăллă пулчĕ. Эпир вара, хисеплĕ вулакансем, сиртен 35 çул хушшинче юратнă кăларăмпа çыхăннă кăсăк та асра юлмалли самантсем çинчен çырнă çырусем кĕтетпĕр. Вĕсем хаçат страницинче «Урал сассине – 35 çул» ярăмпа пичетленĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ,
хаçатăн тĕп редакторĕ.
Хусан хули.