Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
14 Майӑн , 11:30

Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ

Нумаях пулмасть Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи нумай функциллĕ клубра «Чăваш тумне юратса…» хăйне евĕр пултарулăх каçĕ иртрĕ. Ăна çак ялта çуралса ÿснĕ Галина Данилова çĕвĕç-ăстаçăн çавра çулне халалланăччĕ.

Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ

Мероприятин хăйне евĕрлĕхĕ вара – çак уявăн сцени çине мĕнпур артистсем пĕр çын çĕленĕ чăваш наци тумĕпе тухнинче. Вĕсем тĕрлĕ районсенчи (Пишпÿлек, Пелепей, Чекмагуш, Ермеккей) хăйпултарулăх ансамблĕсене шута илсен 150 çынна яхăн. Шел пулин те, уява пурте хутшăнаймарĕç, анчах та чылайăшсем килсе çитнĕ. Ку вăл сахал мар, тепĕр чухне уйрăм предприяти те ун чухлĕ ĕç тăваймасть пулĕ. Паллах, çак пурлăха Галина Степановна пĕр кунра е пĕр уйăхра ăсталаман, анчах та ĕçĕн калăпăшĕ куç умĕнче. Ăна тытса, хăвăн çине тăхăнса пăхма та пулать.
Уяв каçне ăстаçă хăех ертсе пычĕ, сценарине те вăлах çырнă иккен. Çавăнпа та çак юратнă ĕçе мĕнле хăнăхнине хăй мĕнле астăвать çапла залра пухăннă халăх патне илсе çитерме тăрăшрĕ. Çак ĕçре ăна унăн аллинчи сăн ÿкерчĕксен альбомĕ те пулăшрĕ.
– Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче ялти шкул ачисемпе районти юрă-ташă конкурсне хутшăнмалла пулчĕ. Куракансемпе жюри членĕсен умне тухма пирĕн тивĕçлĕ костюм пулмарĕ. «Тен, çак ĕçе хамăн тытăнса пăхмалла?» текен шухăш пуçра çийĕнчех вĕçсе иртрĕ. Çавăн чухне шăпах çĕвĕ машини умне лартăм та. Район шайĕнче хамăра тивĕçлĕ те лайăх енчен кăтартсан Мускава кайма сĕнчĕç. Çапла çав тумпах çĕршывăн тĕп хулине çитрĕмĕр, унта та пире ăнăçу кĕтрĕ, – васкамасăр та альбом листисене уçса паллаштарчĕ Галина Степановна.
Ялти ача садĕнчи шăпăрлансен пултарулăхĕнчен пуçланнă мероприяти икĕ сехет çурă тăсăлчĕ. Пултарулăх каçне районти Ситек, Йăлпăлак, Ăхпуç, Çирĕклĕ ялĕсенчен тата кÿршĕллĕ Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуçĕнчен килнĕ сцена ăстисем илем кÿчĕç. Вĕсен çепĕç те янравлă сассисемпе юрлакан юррисене итленĕ май куçсем кĕписем çинчен каймарĕç. Кашниех тĕсĕпе, пуян дизайнĕпе уйрăлса тăраççĕ, темле асамлă вăйпа хăйсем патне туртаççĕ. Çак пуян культура еткерĕ çинчен ăстаçă кĕскен те пулсан паллаштарма тăрăшрĕ. Манăн пуçра вара, залра ытти куракансемпе пĕрле ларнă май, «Мускаври Юдашкинпа Зайцев пек модельерсем çеç мар, пирĕн Галина Данилова çĕвĕçĕн таланчĕпе ăсталăхĕ те мускавсеннинчен нимпе те кая мар иккен» текен шухăш çуралчĕ. Чи кирли вара – вĕсенче наци тĕшши пурри.
Çак кун ăстаçă юбиляра тĕлпулăва пухăннă хăйпултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле Пăслăк ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Юрий Васильев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов сцена çине тухса саламларĕç, малашне те тăван халăх культурипе еткерне упраса хăварас киленÿ ĕçĕнче ывăнмасăр ĕçлеме çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Сăмах май, Галина Степановна 2000-мĕш çулсен пуçламĕшĕнче 8 çул ытла «Урал сасси» хаçатра корреспондент пулса ĕçленĕ.
Тĕлпулу вĕçĕнче хуçасен ирĕкĕпе усă курса Пăслăкри «Çăлкуç», «Тăван кĕвĕсем» ансамбльсен хастарĕсем тата ача садĕнче ĕçлекенсен ушкăнĕ сăмах илчĕç, хăйсен ялĕнче çакăн пек пултаруллă ăстаçă пурришĕн мăнаçланса та хĕпĕртесе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, юбиляра чечек çыххисемпе парнесем парса чун-чĕререн саламларĕç, чысларĕç. Тăван ял çынни вăл кирек кама та витĕр курать, уншăн çыннăн кашни утăмĕ куç умĕнче. Çавăнпа та Галина Степановнан ачалăхĕнчен пуçласа паянхи куна çити утса тухнă çула тĕрĕс те тарăн хак параканни те тăван ял çынни çеç пулма пултарать. Кун пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленме кирлĕ мар. Çакна Пăслăкри культура çуртĕнче вуншар çул ĕçлесе паянхи кун тивĕçлĕ канăва тухнă Ирина Игнатьева ĕç ветеранĕ те сăмах каланă май çирĕплетрĕ.
– Паян эпир Галина Степановна çинчен нумай çĕнннине пĕлтĕмĕр, анчах та каласа пĕтерейменни те пур-ха. Çавăнпа та эпĕ унăн çамрăк чухнехи пурнăçĕнчи пĕр саманта аса илесшĕн. Çав сакăр вуннăмĕш çулсенче-ши, татса калаймастăп, эпир ялта «Нарспи» спектакль лартрăмăр. Унта тĕп роле, Нарспи сăнарне, вăл вылярĕ. Çавăн чухне спектакльти хÿхĕм те сăпайлă, ĕçчен хĕр сăнарне питĕ ăста сăнарласа панăччĕ. Çак пулăм пирĕн тантăшăн тепĕр енлĕ талант пуррине çирĕплетет, – терĕ Ирина Васильевна.
Çапла, çак кун Галина Данилова çĕвĕç-ăстаçа саламласа сцена çинчен чылай ăшă та кăмăллă сăмахсем каларĕç. Халăхра чылай чухне «Ĕç çынна илем кÿрет» тенине илтме пулать. Çак чăнлăха Пăслăкри «Чăваш тумне юратса…» уяв та кăтартса пачĕ. Юратса тунă ĕçе вара общество та асăрхать, тивĕçлипе хак пама пĕлет.
Юрий СНЕГОПАД.
Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.

Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Галина Данилова чăваш тумĕ урлă халăх сумне тивĕçнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: