Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
4 Июнӗн , 12:05

Чăваш культура еткерĕнчен вăй-хăват илет

Май уйăхĕн пуçламăшĕнче Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Александровна Иванова илемлĕ юбилейне паллă турĕ.

Чăваш культура еткерĕнчен вăй-хăват илет
Чăваш культура еткерĕнчен вăй-хăват илет

Хыçра – 47 çул ĕç стажĕ. Валентина Александровна – пурне те витĕр куракан куçсемлĕ питĕ сăпайлă та ырă кăмăллă хĕрарăм. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕнчен чи ырă енсене – ĕçченлĕх, ĕçпе кăсăкланни, яваплăх, йĕркелĕх – илнĕ. Унăн ашшĕ, Александр Васильевич, РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ пулнă. Ун пек вĕрентекенсене Турăран панă теççĕ. Амăшĕ, Вера Егоровна, Орел хулинчен пуçласа Варшава çитнĕ медицина сестри, ĕмĕрĕ тăршшĕпех фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ.
Пĕчĕк Валя больницăлла выляма, хăйĕн пуканисене сиплеме юратнă, çитĕнсе çитсен тухтăр пулса çынсене сыватма ĕмĕтленнĕ. Анчах та ачара ашшĕн генĕсем вăйлăрах пулнă пуль. Çавăнпа та 17 çул тултарнă пуçаруллă та хăюллă хĕр педагогсен несĕлне малалла тăсма шутлать, тăван Ярмулкки ялĕнчи сакăр класлă Калинин ячĕллĕ шкулта пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Çак çулсенче вăл обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать, «Коммуна» колхозăн бригадин комсомол ячейкин секретарĕ пулать. Вунă çул иртсен ăна районти вĕрентÿ уйрăмĕн методисчĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вĕрентÿ сферинче вăл 12 çул ĕçленĕ. Кăшт вăхăтран ĕçченлĕхĕпе тата тирпейлĕхĕпе уйрăлса тăракан, çынсемпе çăмăллăн пĕр чĕлхе тупма пултаракан çамрăк та хутла лайăх пĕлекен специалиста Тельман тата Пишпÿлек ял Канашĕсен ĕçтăвкомĕн секретарĕ должноçне шанса параççĕ. Ун хыççăн вăл çичĕ çул хушши Пишпÿлек район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлакан управляющи тивĕçне илсе пырать. Çак вăхăтра ăна районпа тата уйрăм çынпа çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тивет. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл общество ĕçне те илсе пынă. Çичĕ хутчен район Канашĕн депутатне суйланнă, районти педагогсен пĕрлĕхĕпе хĕрарăмсен Канашĕн тата кĕнеке юратакансен ирĕклĕ пĕрлешĕвĕн председателĕ пулнă.
Пĕр сăмахпа каласан, Валентина Александровна хăйĕн пурнăçне обществăлла ĕçе халалланă, яланах çын хушшинче пулнă. Пултаруллă та чăваш чунлă хĕрарăм районти культура пурнăçне те пысăк тÿпе хывнă. 1978 çулта хăйпе пĕр шухăшлисене пуçтарса «Шурă хурăн» чăваш фольклорпа этнографи ансамблĕ йĕркеленĕ. Ушкăнăн улшăнми йĕркелÿçи пулса тăнă. Ансамбль 1988 çултах «халăх» ятне тивĕçнĕ. Çак вăхăт хушшинче Валентина Александровна чăваш наци культурине упраса хăварас, аталантарас, халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Ялсем тăрăх экспедицисенче пулнă май 900 фольклор материалĕ, ĕлĕк йăлара усă курнă хатĕр-хĕтĕр, наци тумĕ тата алăпа ăсталанă авалхи япаласем пуçтарнă. Паллах, çак ĕçре ăна ансамбль пайташĕсем те пулăшнă. Пуçтарнă экспонатсене Ĕпхÿ, Шупашкар, Мускав хулисенчи, чикĕ леш енчи Нидерланд çĕршывĕсенчи курав залĕсем таранах тăратнă. Пысăк ушкăн концерт номерĕсемпе чăвашсем пысăк йышпа пурăнакан районсемпе ялсенче пулнă, Пушкăртстанри çеç мар, çĕршывăн ытти регионĕсенчи конкурссемпе фестивальсене хутшăннă.
Ывăнми тата лара-тăра пĕлми Валентина Александровна вĕрентекенсем, чăваш пултарулăх коллективĕсемпе районти библиотека ĕçченĕсем валли сахал мар семинар ирттернĕ. Вăл паян та хăйĕн пĕлĕвĕпе çитĕнекен ăрăва паллаштарать, вĕсене тăван культурăна юратма вĕрентет. Валентина Александровна пысăк видеотека та пуçтарнă. Вĕсенче Пишпÿлек районĕнче пурăнакан чăвашсен культура еткерĕ упранать. Валентина Иванова час-часах вĕренекенсене, студентсене, наука ĕçченĕсене тĕпчев тата наука ĕçĕсем хатĕрлес енĕпе методика пулăшăвĕ парать. «Шурă хурăн» пултарулăх ушкăнне сахал мар телекăларăмра кăтартнă. Пирĕн районти чăвашсен хăйне евĕрлĕхне кăтартса паракан съемкăсене БСТ каналти «Ентешсем», «Тивлет», «Бабушкин сундучок» телекăларăмсем, Чăваш патшалăх телерадиокомпани валли ÿкернĕ.
Валентина Александровна Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвкомĕн членĕ, районти чăваш культура пĕрлĕхĕн ĕçтăвком секретарĕ, çавăн пекех ПР чăвашсен Канашĕн хастар пайташĕ те пулнă. Культура сферинче çитĕнÿсем тунăшăн 2004 çулта «Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Вăл – ĕç ветеранĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи, Чăваш Енри ăслăлăхпа ÿнер наци академийĕн академикĕ. Ăна «РСФСР кĕнеке юратакансен пĕрлĕхĕн хастарĕ» паллăпа, РСФСР Культура министерствин, ПР Культура министерствин, ПАССР Çут ĕç министерствин, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Валентина Александровна хăй пурнăçне халалланă юратнă ĕçĕпе пурăнать, сывлать. Шанса панă ĕçе яланах чыслăн, тивĕçлĕн, тĕплĕн пурнăçлать. Вăл чăваш халăх культура еткерĕнчен вăй-хăват илет.
Малашне те чăваш халăхĕшĕн ырă та пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, хавхалану сунатпăр, кулленхи пурнăç савăнăçпа пуян пултăр.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек ялĕ.

Чăваш культура еткерĕнчен вăй-хăват илет
Чăваш культура еткерĕнчен вăй-хăват илет
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: