Пелепей хулинче пурăнакан Валентина Арсентьевнӑпа Владимир Ильич Никитинсен ылтӑн туйӗ ҫывхарнине вара хамӑн кун кӗнекине чылай маларах ҫырса хунӑччӗ. Сӑмахӑма вӗсемпе, тӗрӗсрех каласан, Валентина Арсентьевнӑпа, мӗнлерех паллашнинчен пуҫламалла-тӑр.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пулса иртрӗ ку. Ун чухне эпӗ Пелепейре тухса тӑракан, тав Турра, вӑл халӗ те хастар чунлӑ Юрий Михайлов тӗп редактор ертсе пыракан редакци ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе йӗркеллех пичетленсе тухса халӑх патне ҫитет, «Урал сасси» хаҫатра ӗҫлеттӗмччӗ. Лидия Ивановна Михайлова-Филиппова (паллӑ журналист, ҫыравҫӑ) редактор ҫумӗ-яваплӑ секретарь пулса вӑй хуратчӗ. Хаҫат ӗҫӗсӗр пуҫне обществӑлла пурнӑҫа та хутшӑнма тивет редакци ӗҫченӗсен. Юрий Николаевичпа Лидия Ивановна Пелепейре К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш культура обществине йӗркелекен хастарсем пулнине те палӑртса хӑвармаллах ҫавна май. Унӑн председателӗ Юрий Николаевич, ӑна пулӑшса пыраканӗ, редакцинчи пекех, Лидия Ивановна пулнӑ. Вӑл е ку концертра чӑвашла номерсем кирлӗ пулсан вӗсем Валентина Никитина, Любовь Шакина, Луиза Федорова ячӗсене асӑннине час-часах илтеттӗм. Илтеттӗм кӑна мар, хам куҫпа та курнӑ вӗсем мӗнлерех юрланине, хулари педучилищӗре музыка урокӗсене вӗрентекен Виктор Геннадьевич Алексеев е Владимир Ефимович Гордеев баянпа кӗвӗ калатчӗҫ. Халӑх яланах лайӑх йышӑнатчӗ вӗсене.
Каярах, 1994 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнчен пуҫласа, вырӑнти чăваш хастарсем асӑннӑ Чӑваш культура обществине ертсе пыма мана шанчӗҫ. Хамӑрӑн пултарулӑх коллективӗ кирли пуриншӗн те паллӑччӗ ун чухне. Ҫак шухӑша вӑй кӳртсе, пурнӑҫа кӗртме хавхалантарса пыракансенчен пӗри те Валентина Арсентьевна пулчӗ. Вӑл маларах асӑннӑ общество ӗҫ-хӗлне мӗн йӗркеленнӗренпех хастар хутшӑннине те палӑртса хӑвармаллах. 1995 ҫулхи февраль уйӑхĕнче ансамбль йӗркеленсе пухӑнса ҫитрӗ, хăтлав иртрĕ. «Илем» ят пама йышӑнтӑмӑр ӑна. Пелепей хула администрацийӗн культура пайӗ (ун чухнехи ертӳҫи – О.В. Данилин, пысӑк тав ӑна) пулӑшнипе чӑваш тумӗллӗ те пултӑмӑр.
Пӗррехинче, халӗ ӗнтӗ лайӑх ас тумастӑп, репетици вӑхӑтӗнчеччӗ-ши, (ансамбле эпӗ те ҫӳренӗ) сӑмах ачасем пирки хускалчӗ. Манӑн ун чухне ҫукчӗ-ха вӗсем, ҫемьеллӗ пулсан та. Ушкӑна ертсе пыракан Владимир Ефимович тата Валентина Арсентьевна ҫавӑн чухне ача ҫуралсан манӑн кумсем пулма килӗшнине систерчӗҫ. Малтанах шӳтлесе кӑна каларӗҫ пулӗ-ха кусем тенӗччӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн калани чӑна тухрӗ, вӗсем манӑн Валерия хӗрӗмӗн хреснашшӗпе хреснамӑшӗ пулса тӑчӗҫ. Лайӑх кумсем пулчӗҫ чӑннипех те. Иккӗшӗ те йӗркеллӗ, ӑслӑ, пултаруллӑскерсем. Таймапуҫ вӗсене.
Ҫемье уявӗсене пӗрле палӑртнӑ чухне вара Владимир Ильичпа ҫывӑх паллашрӑмӑр. Вӗсем Валентина Арсентьевнӑпа вырӑнти «Автонормаль» заводра ӗҫлетчӗҫ, унта та лайӑххисен шутӗнчеччӗ. Владимир Ильич сунара ҫӳреме кӑмӑллатчӗ, Валя кума ал ӗҫӗ тума, тутлӑ чӑваш ҫимӗҫӗ пӗҫерме ӑстаччӗ. Эпир (мӑшӑрӑм Валентина, Валерияпа Александра хӗрӗмсем) вӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ чухне мулкач ашӗнчен хатӗрленӗ хуплӑва пӗрре кӑна мар ас тивнĕ. Йӗркеллӗ ҫынсен пурте йӗркеллӗ пулса пырать ҫав. Икӗ ывӑлӗ те хӑйсем пекех пултаруллӑ та хастар. Иккӗшӗ те ҫемьеллӗ, ача-пӑчаллӑ.
Хама шӑпа чӑн-чӑн чӑваш чунлӑ, хӑйсен пурнӑҫне йӗркелесе пыма та, халӑх хушшине тухса чӑваш ятне тивӗҫлӗ шайра кӑтартма та пултаракан ҫынсемпе тӗл пултарса, ҫума-ҫумӑн пурӑнтарнӑшӑн Турра тав тӑватӑп. Пелепейре те, Пушкӑртстанӑн ытти тӑрӑхӗнче те пурӑнакан пӗтӗм тус-пӗлӗшӗме пырса тивет ҫакӑ.
Валентина Арсентьевнӑпа Владимир Ильич Никитинсене вара ылтӑн туй ячӗпе саламласа эпир (Петровсем) вӑрӑм ӗмӗр, ҫирӗп сывлӑх, чун хастарлӑхне сунатпӑр.Вӗсен Вячеславпа Александр ывӑлӗсен ҫемийисене те ҫак паллӑ уяв ячӗпе чунтан саламлатпӑр. Ырлӑх-сывлӑх, телей, ӑнӑҫусем сунатпӑр, ылтӑн туй хуҫисене упраса, ватлӑхра савӑнтарса пурӑнтарма ыйтатпӑр.
Валерий ПЕТРОВ,
1994-2005 ҫулсенчи Пелепейри К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш
культура обществин председателӗ, 1991-2005 çулсенчи «Урал сасси» хаҫатăн ӗҫченӗ.