Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
9 Июлӗн , 14:25

Тыл ĕçченне саламлатпăр

Авăркас районĕнчи Хыркасси (Сосновка) ялĕнче пурăнакан Лидия Николаевна Степанова 95 çулхи юбилейне палăртнă.

Тыл ĕçченне саламлатпăр
Тыл ĕçченне саламлатпăр

Юбиляра Меселпуç ял Канаш администрацин пуçлăхĕ Ирина Александрова саламланă. Вăл Раççей Федерацин Президенчĕн В.В. Путинăн, Пушкăртстан Республикин Р.Ф. Хабировăн тата Авăркас муниципаллă район пуçлăхĕн А.Н. Шагаретдиновăн салам открыткисене тата асăнмалăх парне панă. Çавăн пекех ветерана Меселпуçĕнчи вăтам шкул директорĕ Н.А. Иванов, ял старости Л.Г. Хромова саламланă.
Лидия Николаевна 1929 çулхи июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йывăр вăхăтсемпе тÿр килнĕ. Малтан Лидия Слакпуçĕнчи шкулта пĕлÿ пухнă, унтан Пелепейĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Алла диплом илнĕ специалиста Авăркас районĕнчи Асавпуç ялĕнчи шкула физикăпа математика учителĕ пулса ĕçлеме янă, кайран вăл Наумьел шкулĕнче тăрăшнă.
1954 çулта Лидия Николаевна Николай Дмитриевич Степанова качча тухсан Хыркасси (Сосновка) ялне пурăнма куçнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ Маньел ялĕнчи пуçламăш шкулта ĕçленĕ, каярах Николай Дмитриевич ÿнер искусствипе ĕç учителĕ пулса Меселпуç шкулĕнче, Лидия Николаевна Дадановкăри пуçламăш шкулта кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса тăрăшнă.
Мăшăр пилĕк ача (тăватă хĕрпе пĕр ывăл) ÿстерсе, вĕрентсе ура çине тăратнă. Вĕсенчен виççĕшĕ ашшĕ-амăш çулĕпе кайнă, Çтерлĕри патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ, вĕрентекенсем пулса ĕçлеççĕ. Халĕ Лидия Николаевнăна Татьяна хĕрĕ пăхать.
Сумлă юбиляра çирĕп сывлăх, чун хавалĕ, телей, çывăх çыннисен ăшшине сунатпăр!
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Авăркас районĕ, Хыркасси ялĕ.

Тыл ĕçченне саламлатпăр
Тыл ĕçченне саламлатпăр
Тыл ĕçченне саламлатпăр
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: