Урал сасси
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
16 Июлӗн , 13:00

Çынсем ял историне пуянлатаççĕ

Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял пурпĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать.

Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ

Июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Давлекан тăрăхне кĕрекен Чуюнчă-Николаевка ял çыннисем ял юбилейне паллă турĕç. Уяв культура çурчĕ умĕнче иртрĕ. Ял çыннисем çак куна çÿллĕ шайра йĕркелерĕç, тĕплĕн хатĕрленчĕç. Нумайăшĕ çемйисемпех, ачисемпе тата мăнукĕсемпе, хутшăнчĕç.
Уявра ал ĕç ӑстисен куравне йӗркеленĕ. Унта Инна Дмитриеван çекĕлпе, йĕппе çыхнă япалисемпе, тĕрленĕ ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. Çавăн пекех йĕркелÿçĕсем ял пурнӑçне тӗрлӗ енлӗ сӑнлакан тӗрленчӗксемпе фотостендсем те хатӗрленĕ.
Чуюнчă-Николаевка ялĕ никĕсленнĕренпе 230 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприятие Чуюнчă ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Сергей Никифоров уçрĕ. Вӑл уява хутшӑнакансене пурне те çирӗп сывлӑх, савăк кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама ĕçре ҫӗнӗ ҫитӗнÿсем тума тата ырлӑхпа телей сунчĕ. Çавӑн пекех уява пуçтарӑннӑ ял çыннисене тата хӑнасене Давлекан районĕнчи депутатсен Канашĕн секретарĕ Рамзия Аминева, «Канаш» ООО директорĕ Иван Гофман, Чуюнчă-Николаевка ялĕнчи ветерансен Канашĕн председателĕ Нина Дмитриева, вырăнти пĕлÿ çурчĕн директорĕ Светлана Петрова саламларĕç.
Чаплă хăнасем сцена çине тухса сăмах каланă хыççăн ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ Леникоида Агафоновапа Юлия Андреевана, Сергей Васильевпа Лена Владимирована, Галина Герасимовапа Лидия Ильинана, Михаил Кирилловпа Георгий Кузьмина, Нина Петровапа Лидия Петрована, Мария Павловапа Любовь Семенована, Людмила Синчуковапа Алексей Степанова, Валерий Степановпа Агнесса Филиппована (вĕсем сăн ÿкерчĕкре) Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Малалла ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçре курăмлă ĕçлесе пынă вĕрентекенсене хисеп турĕç: Н.А. Дмитриевапа И.С. Ильина, А.Д. Яковлевапа А.П. Ильин сцена çине хăпарчĕç. Сăмахран, Ирина Сергеевна Ильина (сăн ÿкерчĕкре Рамзия Аминевапа пĕрле) нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ», «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Чăваш наци академикĕ» ятсене тивĕçнĕ. Вĕсен ĕçне малалла тăсакансем – С.В. Петровапа О.В. Яковлева, Е.В. Васильевапа М.К. Владимирова тата Л.В. Исаева вĕрентекенсем – пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеççĕ.
Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакансем пĕр-пĕр сферăра нумай çул хушши вăй хунипе кăна мар, тĕрлĕ вăрçăсенче хăюлăх кăтартнипе те палăрнă. Ял юбилейĕ кунĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр салтаксен ашшĕ-амăшĕсене – Людмила Ильина, Людмила Петрова тата Василий Агафонов – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене çитĕнтернĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç. Шел, вăрçă тени çухатусăр пулмасть. Ялта çуралса ÿснĕ Виталий Степанов паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса пуç хунă. Чăваш арĕн ашшĕ-амăшне Андрей Моисеевичпа Елена Александровнана нихăçан тавăрайми çухатăва чăтса ирттерме кăмăл çирĕплĕхĕпе чăтăмлăх сунчĕç.
Яла тирпей-илем кĕртес ĕçе тата экологи субботникĕсене хастар хутшăнакансене, ял тата район шайĕнче иртекен ăмăртусенче тăван тăрăх чысне хÿтĕлекенсене, ял уявĕсене ирттерме пулăшакансене (А.Андреев, Л.Андреева, В.Андреев, Н.Бахретдинов, Л.Лаврентьева, Г.Филиппов, Г.Филиппов, Л.Кузьмина, И.Ильина тата «Шăпчăксем» ушкăн пайташĕсем) палăртса хăварчěç, вӗсене тав сăмахĕ каларĕç.
Уявра нумай çул пӗрле мӑшӑрпа килӗштерсе пурӑнса ачисене тӗрӗс-тӗкел çитӗнтерсе ура çине тӑратнӑ чи сумлӑ çемьесене, ылтăн юбилярсене (Изосим Семеновичпа Антонина Михайловна Герасимовсем, Алексей Геннадьевичпа Елена Васильевна Андреевсем, Григорий Степановичпа Наталия Семеновна Владимировсем, Андрей Владимировичпа Валентина Емельяновна Петровсем, Николай Самуиловичпа Валентина Ильинична Никифоровсем, Виталий Ивановичпа Лидия Львовна Михайловсем, Анатолий Гавриловичпа Ирина Сергеевна Ильинсем, Михаил Евгеньевичпа Лилия Ивановна Петровсем, Виталий Давыдовичпа Галина Александровна Лаврентьевсем, Валерий Николаевичпа Елена Давыдовна Семеновсем, Георгий Евгеньевичпа Людмила Николаевна Петровсем) саламларӗç. Малалла та пĕрле пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, пулăшса, вăй парса, тěрлě чăрмавсене çěнтерсе пыма сунчěç.
Çавăн пекех нумай ачаллă аннесене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Сăмахран, Акулина Семеновна Степанова 10 ачана пурнăç парнеленĕ. Любовь Николаевна Семенова 8 ача çуратса ура çине тăратнă. Вĕсене кашнинех ăшă сăмахсем каласа чечек çыххисем пачĕç.
Вăрăм ĕмĕр пурăнасси – пысăк ăнăçу, шăпа панă парне. Ватлăх çулĕсенче те чунра ырăлăхпа юратăва сыхласа хăварни – чăн-чăн телей. Уявăн тĕп капăрлăхĕ ял юбилейне вăрăм ĕмĕрлĕ ватă çынсем хутшăнни пулчĕ. Чуюнчă-Николаевкăра аслă ăру çыннисем çук мар. Вĕсем – 96 çулти Ольга Иванова, 91 çулти Изосим Герасимов, 90 çулти Антонина Герасимовапа Антонина Никифорова, 89 çулти Надежда Данилова тата ытти мучисемпе кинемейсем. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Сергей Никифоров сумлă ватăсене парне парса чысларӗ, кăмăлĕсене хăпартрĕ.
Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Вырăнти культура çурчӗ çумĕнче йӗркеленнӗ «Шăпчăксем» фольклор, шкул ачисен «Звездочки» ушкӑнӗсем, Нина Дмитриева, Анатолий Ильин, Татьяна Герасимова, Маргарита Петрова, Василий Герасимов уйрăм юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савӑнтарчĕç. Чуюнчă-Николаевка çыннисене хавхалантарма, юбилей ячĕпе саламлама Канчăлав ялĕнчен те хăнасем килсе çитнĕ. Çакă ялсем хушшинчи туслӑх пуррине çирӗплетрӗ.
Аякри тӑвансене курса чунтан калаҫни, хаваслӑ юрӑ-ташӑ, кӑпӑклӑ чӑваш сӑри, хуранта пӗçернӗ плов уява хутшăнакансен кӑмӑлне çӗклерӗ. Мероприяти хаваслă та асра юлмалла иртрĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ.

Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Çынсем ял историне пуянлатаççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: