Георгий Орлов 1944 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Дубровка ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вун пилĕк çулхи çамрăк кÿршĕллĕ Çĕньялти шкулта çичĕ класс пĕлĕвне илсен Толбазăри промкомбината рабочи пулса ĕçлеме вырнаçнă. Çулталăкран каччă МСО çумĕнчи кирпĕч тăвакан завода ĕçлеме куçнă. Унта вăл малтан слесарь‚ каярах мастер пулса тăрăшнă. Темиçе çултан мал ĕмĕтлĕ тата тĕллевлĕ специалиста предприяти ертÿçи тивĕçне шанса панă. Ĕçленĕ хушăрах Георгий Захарович аслă шкулта ăс пухнă – Ĕпхÿри нефтьпе техника патшалăх университечĕн дипломне алла илнĕ.
Çамрăклах тĕрлĕ ĕç йывăрлăхне хăй çинче тÿссе курнă Георгий Орлов ăна çăмăллатас тесе çултан çул пуç ватнă. Хăйĕн пурнăçне те çакнах халалланă, лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртнĕ. Çĕнĕ Ĕпхÿри нефтьрен тĕрлĕ продукци туса кăларакан заводпа пĕрле кирпĕч заводне çĕнетнĕ. Каярах вара Толбазăра тулли кирпĕч кăларакан «Керамика» предприятийĕ уçăлнă.
Ĕпхÿри завод ертÿçисен пурăна киле çĕнĕ шухăш çуралнă. Вĕсем Пушкăртстанра сайра-хутра тĕл пулакан капăрлату (облицовочный) кирпĕчсем кăларма шут тытнă. 90-мĕш çулсенчи йывăрлăхсене пăхмасăр Испанире туса кăларнă оборудование туяннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе йĕркелеме республика Правительстви те, Муртаза Рахимов ертсе пыракан Президент администрацийĕ те пулăшнă. Георгий Захаровичăн профессионализм шайĕ пысăк пулни, вăл ĕçе чунтан парăнни паянхи саманана тивĕçтерекен «Ажемак» кирпĕч заводне хăпартма, хута яма май панă. Çапла вăл республикăри чи лайăх заводсенчен пĕри пулса тăнă. Кунти ĕçсене пĕтĕмпех автоматизациленĕ. Г.З. Орлов унăн предприятийĕ çултан çул аталанса пынăшăн тата паянхи экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр тухăçлă ĕçленĕшĕн питĕ хĕпĕртет‚ унпа мăнаçланать.
Георгий Захарович завод директорĕ пулса ĕçленĕ май ялсенчи социаллă строительствăна та пысăк тимлĕх уйăрнă. Вăл ертсе пынипе çичĕ ял шкулне çĕнетсе хута янă‚ Авăркас районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн çурчĕпе Ĕпхÿ – Эрĕнпур аслă çул çинчи автомобильсене горючи яракан станцие хăпартнă‚ «Красноусольский» санаторинчи объектсене çĕнетнĕ. Завод укçи-тенкипе Толбазă ялĕнче 292 хваттер туса лартнă, рабочисене пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Георгий Орлов пуçарăвĕпе район центрĕнче чиркÿ хăпартма пуçланă, Андреевка ялĕнчи Турă çуртне çĕнетме сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă.
Чăваш арĕ хăй вăхăтĕнче районпа республикăн обществăпа политика пурнăçне те хастар хутшăннă. Ăна районти депутатсен Канашĕн тĕрлĕ созывĕсенче депутата суйланă.
Йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ тата хастар пурнăç позицийĕ Георгий Захаровича Пушкăртстан Республикин Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕн ĕçĕнче те пысăк кăтартусем тума май панă. ЧР Президенчĕпе Николай Федоровпа пĕр чĕлхе тупса, вăл чăваш халăхĕн культурипе социаллă вырăнне‚ икĕ республика хушшинчи экономикăпа вĕрентÿ тата культура çыхăнăвĕсене аталантарас ĕçе тĕппипе парăннă.
Пушкăртстан Республикинчи Чăваш Республикин представительствин чи паллă çитĕнĕвĕсенчен пĕри – 2006 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче Çтерлĕ представительствине уçни. Унăн директорĕ Г.З. Орлов пулнине палăртса хăвармалла. Вун икĕ çул хушшинче асăннă вĕренÿ шкулĕ 2,5 пин специалист хатĕрленĕ. Çав шутра – строительсемпе экономистсем, юристсемпе культурологсем, медицина ĕçченĕсем.
Сумлă ватă паян та алă усса лармасть. Вăл Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен наципе культура автомине йĕркелекенсенчен пĕри шутланать. Çавăн пекех асăннă организацин попечитель канашĕн председателĕ пулса тăнă. Вăл çамрăк ăрушăн тăван халăхшăн пархатарлă ĕçсем тунипе ырă тĕслĕх пулма тăрăшать.
Г.З. Орлов чăваш хастарĕ Чăваш наци конгресĕпе те çирĕп çыхăну йĕркеленипе мăнаçланать. Паянхи кунччен паллă çынсемпе тĕлпулусем‚ тĕрлĕ уявсем ирттереççĕ‚ тăрăшса вĕренекен ачасене çулла каникул вăхăтĕнче Чăваш Енри лагерьсене канма яраççĕ. Чăваш арĕн пуçарăвĕпе тата Авăркас район администрацийĕпе унăн пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов пулăшнипе Толбазăра Чăваш культура центрне йĕркеленĕ.
– Пирĕн районта, Пушкăртстанăн варринче вырнаçнăскерте, нумай чăваш пурăнать. Çулсерен асăннă центр республикăри чăвашсене хăй патне ытларах туртĕ, вĕсене пĕр тĕвве пĕрлештерĕ, – тет чăваш «Ăмăрт кайăкĕ».
Георгий Захарович Чăваш Енĕн, Пушкăртстан Республикин патшалăх тата тĕрлĕ ведомствăсен наградисене тивĕçнĕ. Вăл – ПР тава тивĕçлĕ строителĕ‚ ПР вĕрентÿ отличникĕ‚ Авăркас районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Г.З. Орлов хăйне телейлĕ çын тесе шутлать. Мĕншĕн тесен вăл пурнăçне юратнă ĕçпе çыхăнтарнă. Канăçсăр чĕреллĕ чăваш яланах пурнăç кĕрлесе тăракан вырăнта пулнă, çывăх çыннисем те унпа юнашарах тăнă. Унăн чи пысăк савăнăçĕ – ачисемпе мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем аслă пĕлÿ илнĕ‚ пурнăç çулĕ çинче хăйсен вырăнне тупнă. Кашнийĕ ашшĕн чи çывăх пулăшаканĕсем шутланаççĕ.
Пушкăртстан Республикин Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕ пулнă çулсенчех Георгий Орлова Шупашкарта шÿтлесе чăваш «Ăмăрт кайăкĕ» тесе ят панă. Ахальтен мар. Вăл чăннипех ăçта кăна çитмен, республикăра пурăнакан чăвашсен ятне-сумне çĕклес, вĕсем Пушкăртстанри ытти халăхсемпе туслă çемьере пурăнччăр тесе çĕнĕ ĕçсем валли çулсем хывнă.
Эпир Георгий Захаровича, чăн-чăн аксакала, илемлĕ юбилей ячĕпе чунтан саламлатпăр. Ăна çирĕп сывлăх, ырă ĕçре ăнăçу сунатпăр, унран çĕнĕ шухăшсемпе пуçарусем кĕтетпĕр.
Юрий ЛЕОНТЬЕВ, Авăркас районĕнчи таврапĕлÿçĕсен обществин председателĕ, ПР тава тивĕçлĕ вĕренÿ ĕçченĕ,
ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ.