– Çут тěнчене килнĕренпе 85 çул пулать ěнтě, хама телейлě пурнăç пурăнса ирттертěм тесе шутлатăп.
Эпě 1939 çулта Авăркас районěнчи пысăк та илемлě Мăйлăпукан ялěнче çуралнă. Атте вăрçа тухса кайнă чухне пěчěк пулнă-ха. Вăл Кирук тетене вăйлă аллисемпе юлашки хут çÿле çěклесе сывпуллашнине çеç астăватăп. Анне алă ěçне питě ăстаччě. Маçей аслă тетепе Матрÿне аппа пулăшмалăх пулнă пирки вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсене парăнмасăр кěçěн ачисене ура çине тăратма пултарчĕ.
1947 çулта хамăр ялти çичě класлă шкула пěрремěш класа кайрăм. Ăна пěтернě хыççăн Пишкайăнти вăтам шкулта вěренме пуçларăм. Ăшă кунсенче килтен çуран çÿреттĕм, хваттерте пурăнма хаклă тухатчě.
Вунă класс пěтернě хыççăн Толбазăри ял хуçалăх шкулěнче бухгалтер ěçне вěренсе алла диплом илтěм. Ěçлеме Тинěскÿл ялне кайрăм. Унта манăн Матрÿн аппа хăйěн çемйипе пурăнатчě. Вĕренес кăмăл пысăк пулнипе малтан виçĕ уйăхлăх курсине (тĕп хулари коопераци техникумĕнче) пĕтертĕм, унтан техникумрах пĕлÿ илес терĕм. Вĕренÿ шайне ÿстернĕ хыççăн сахăр заводĕнчи рабкопа ĕçлеме ячĕç. Унта вăрах ĕçлемерĕм: ĕç укçи пĕчĕк, хваттершĕн тÿлемелле. Вара кÿршĕ хĕрарăмĕ, Шуркÿл станцинче ĕçлекенскер, мана унти сельпона ĕçлеме илчĕ. Станцинчен эрнере пĕрре яла çитсе çĕр улми пулсан та илсе кайма пулатчĕ.
Вăл вăхăтра анне килте пĕчченех пурăнатчĕ. Çавăнпа ун патне çывăхрах пулас тесе Пишкайăнри сельпона куçрăм. Кашни кун килтен çичĕ çухрăм çÿреттĕм. Хĕллехи сивĕ кунсенче кăна тăвансем патне хваттере кĕреттĕм.
Тинĕскÿл ялĕнче манăн юратнă тусăм пурччĕ. Вăл Пишкайăна та пырсах çÿрерĕ, мана качча илмех шутланă пулас. Манăн вара хамăр Авăркас районĕнчен каясах килместчĕ: унти сельпора аслă бухгалтер пулма хатĕрленеттĕм. Шӑп ҫав вӑхӑтра Ĕпхÿри коопераци техникумĕнче куçăн мар вĕренеттĕм. Пěррехинче эпĕ сессине кайнă вăхăтра Агафон Андреевич Петров тусăм манпа канашламасăрах мана çураçса кайнă.
Аннене мĕн каласа ÿкĕте кěртнě-тěр ěнтě? Эпě макăрашса та илтěм. Анчах Агафонпа пěрле çураçма килнě Ваçили йысна (аппан мăшăрě) вăрçса хăратрě: «Аппуна уйăрса яратăп», – тет. Манăн ирěксěрех килěшмелле пулчě. Каярах йыснана ӑнлантӑм – Тинěскÿлте унăн тăванěсем сахал, çавăнпа мана хăйсен ялне илсе каяс тенě. Вăл Агафона та питě килěштернě, унăн аллисем «ылтăн», çынни те кӑмӑллӑ.
Çапла вара 1962 çулхи апрелěн 30-мěшěнче туй турăмăр. Унтанпа нумай шыв юхса иртрě, çулсем вĕçсе кайрěç. Юратнă мăшăрăмпа вăй-хала шеллемесěр хысна ěçне нумай ěçлерěмěр. Унсăр пуçне икě çурт лартрăмăр, пилěк ача (икě ывăл та виçě хěр) çуратса ÿстертěмěр. Пурте аслă пěлÿ илсе ěçлеççě. Кашниех çемьеллě. Сěтел хушшинче ачасемпе пěрле вун пěр мăнук, ултă кěçěн мăнук пухăнатпăр, – тет хăй пурнăçне аса илнĕ май хаклă çыннăмăр.
Аттепе анне 55 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурӑнчěç. Анне сельпора кăна мар, колхозра та ӗҫлерӗ, çирěм çул ытла почта ертÿçи пулса вăй хучě. Атте ялти культура шайне çěклес тесе нумай тăрăшрě. Шел пулин те, çичě çул каярах вăл пиртен ěмěрлěхех уйрăлса кайрě. Аттепе аннен ырă тěслěхě пире те хавхалантарать.
Пур ачисен ятĕнчен
Маргарита БОГАЧЕНКО хĕрĕ.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.